Поиск
Шырав ĕçĕ:
7. Тусен тӗпне ҫитиех анса кайрӑм, ҫӗр хӑйӗн хӳмисемпе ӗмӗрлӗхех пӳлсе хучӗ мана; ҫапах та Эсӗ, Ҫӳлхуҫа Туррӑм, чунӑма тамӑкран кӑларӑн.
Иона 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Унӑн аллинче — ҫӗрӗн тӗпӗ-йӗрӗ, тусен тӑррисем те — Унӑнах; 5. тинӗс те — Унӑнах, Вӑл пултарнӑ ӑна, типӗ ҫӗре те Унӑн аллиех пултарнӑ.
Пс 94 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. [Турӑ] ҫилленсе ҫитрӗ те — ҫӗр чӗтренчӗ, силленчӗ, тусен тӗпӗсем кисренсе хускалчӗҫ; 9. Унӑн ҫиллипе тӗтӗм мӑкӑрланса тухрӗ, Унӑн ҫӑварӗнчен хыпса ҫунтаракан вут-ҫулӑм тапса тухрӗ; Унран шӗл-кӑвар тӑкӑнса пычӗ.
Пс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Санӑн ҫарунти кашни ҫын чӗрӗ юлтӑр тесен, эсӗ хӑвӑн тапӑрунтах тӑр, сан чурусем вара ту тӗпӗнчен юхса выртакан ҫӑлкуҫне ярса илччӗр, 13. мӗншӗн тесессӗн Ветилуя ҫыннисем шыва ҫавӑнтан ӑсаҫҫӗ, вӗсем шывсӑр асапланма пуҫлӗҫ те хулине хӑйсен ирӗкӗпех пире парӗҫ; эпир вара хамӑр халӑхпа пӗрле ҫывӑхри тусен тӑррине хӑпарӑпӑр та унта хурал тӑрӑпӑр, ҫапла тусассӑн пӗр ҫын та хуларан тухаймӗ.
Иудифь 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫак Израиль ывӑлӗсен халӑхӗ хӑйсен сӑннине мар, хӑйсем пурӑнакан тусен ҫӳллӗшне шанать, мӗншӗн тесессӗн вӗсен тӑвӗсен тӑррине хӑпарма ҫав тери кансӗр.
Иудифь 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫав вӑхӑтра Олоферна, Ассири ҫарӗн ҫулпуҫне, Израиль халӑхӗ вӑрҫа хатӗрленни ҫинчен систернӗ: вӗсем ӗнтӗ ту-сӑртлӑ ҫӗршыва кӗмелли вырӑнсене питӗрсе лартнӑ, ҫӳллӗ тусен кашни тӑррине хӳмепе тӗреклӗлетнӗ, айлӑмри ҫулсене картланӑ, тенӗ.
Иудифь 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫакӑн ҫинчен вӗсем Самари, Кони ҫӗрӗсене тата Ветерона, тата Вельмень ҫӗрне, тата Иерихонпа Хова хулисене, тата Есора ҫӗрне, тата Салим айлӑмне хыпар янӑ, 5. вӗсем пур ҫӳллӗ тусен тӑррисене йышӑннӑ, унта вырӑнаҫнӑ ялсем тавра хӳме ҫавӑрнӑ, нумай пулмасть ҫеҫ тырпул вырса пуҫтарнӑскерсем, пулас вӑрҫа шута илсе, тырӑ хатӗрлесе хунӑ, 6. аслӑ священник Иоаким вара, ҫав вӑхӑтра Иерусалимра пулнӑскер, Ветилуя халӑхне тата Дофаим ҫывӑхӗнчи айлӑмӑн мал енче ларакан Ездрилон хулине хирӗҫ вырӑнаҫнӑ Ветомесфем халӑхне хут ҫырса янӑ — 7. вӗсене ту-сӑртлӑ ҫӗршыва хӑпармалли вырӑнсене йышӑнма хушнӑ, мӗншӗн тесессӗн Иудея ҫӗрне ҫавӑнтан кӗрсе ҫӳренӗ, ҫулӗ вара икӗ ҫын иртмелле мар хӗсӗк пулнӑ, ҫавӑнпа унта кӗме тӑракансене ҫӑмӑлах тытса чарма пултарнӑ.
Иудифь 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Иосиф ҫинчен каланӑ: унӑн ҫӗрне Ҫӳлхуҫамӑр тӳпен ытарайми парнисене пиллесе тӑтӑр, сывлӑм патӑр, аялта выртакан тӗпсӗрлӗхӗн парнине патӑр, 14. хӗвелӗн ытарайми ырӑлӑхне, уйӑхӑн ытарайми ырӑлӑхне, 15. авалхи тусен хӳхӗм парнине, ӗмӗрхи сӑртсен ытарайми ырӑлӑхне, 16. ҫӗрӗн ытарайми ырӑлӑхне, унӑн туп-тулли пуянлӑхне пиллетӗр; йӗплӗ тӗмӗ варринчен Курӑнни пиллетӗр ӑна, Иосиф пуҫӗ ҫине, тӑванӗсенчен чи лайӑххийӗн лӗпки ҫине, Унӑн пиллӗхӗ ҫиттӗр; 17. вӑл малтан ҫуралнӑ пӑру пек тӗреклӗ, мӑйраки унӑн — буйвол мӑйракийӗ; вӑл пур халӑха та ҫӗр чиккине ҫитиех сӗксе тухӗ: Ефрем тӗменӗсем ӗнтӗ кусем, Манассиян пин-пин ҫыннисем.
Аст 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫӳлхуҫамӑр ҫакна курчӗ [те ҫилленчӗ], ҫилли тӑвӑлса ҫитнӗрен Хӑйӗн ывӑлӗсенчен, Хӑйӗн хӗрӗсенчен пӑрӑнчӗ те 20. каларӗ: Хамӑн сӑнӑма вӗсенчен пытарӑп, вӗсем мӗнле пӗтнине курӑп: вӗсем — ирсӗрленнӗ йӑх; вӗсем — тӳрӗлӗх мӗнне пӗлмен ачасем; 21. вӗсем Мана турӑ маррипе тарӑхтарчӗҫ, хӑйсен ниме тӑман йӗрӗхӗсемпе кӳрентерчӗҫ: Эпӗ те вӗсене халӑх маррипе тарӑхтарӑп, ӑссӑр халӑх аллине парса кӳрентерӗп; 22. ӗнтӗ Манӑн ҫиллӗм вутла хыпса илчӗ, тамӑк тӗпне ҫитиех ҫунтарать, ҫӗре, ҫӗр ҫимӗҫне вут-ҫулӑм апачӗ тӑвать, тусен тӗпӗсене ӗнтсе хӑварать; 23. вӗсем ҫине пӗтӗм хӗн-асапа пуҫтарӑп, вӗсем ҫине пӗр ҫӗмренӗм юлмиччен вӗҫтерӗп: 24. выҫӑпа хӑрӑнӗҫ вӗсем, сивчирпе, ерекен хаяр чирпе вилсе пӗтӗҫ вӗсем; вӗсене тискер кайӑксен шӑлӗсемпе, ҫӗлен-калта наркӑмӑшӗпе витерӗп; 25. тул енчен вӗсене хӗҫ пӗтерсе пырӗ, килӗсенче каччи те, хӗрӗ те, кӑкӑр ачи те, кӑвакарнӑ ватӑ та сехри хӑпнипе вилсе выртӗҫ.
Аст 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Вӑл — сан аҫунӑн Турри, Вӑл сана пулӑшса тӑтӑр; Вӑл — Пурне те Пултаракан Турӑ, Вӑл сана пиллетӗр, сана ҫӳлтен тӳпе пиллӗхӗпе, аялти тӗпсӗр авӑрсен пиллӗхӗпе, сӗтлӗ кӑкӑр пиллӗхӗпе, вар пиллӗхӗпе, 26. хӑвӑн аҫу пиллӗхӗпе пиллетӗр, ҫак пиллӗх авалхи тусен пилӗнчен те, ӗмӗрхи сӑртсен сипетӗнчен те аслӑрах; вӑл Иосиф пуҫӗ ҫинче пултӑр, тӑванӗсем хушшинчен суйласа илнӗскерӗн лӗпки ҫинче пултӑр.
Пулт 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.