Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

туртӑмне (тĕпĕ: туртӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Тӗрӗксен начар туртӑмне хӑвах пӗлетӗн-ҫке ӗнте.

— Ты же знаешь, где у турок слабое место.

XXXII. Турӑ ҫӳлте, патша инҫетре // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Халиччен ӑна айванла тӗшмӗш танатипе ҫыхӑнтарнӑ, унӑн ирӗке тухас тенӗ туртӑмне касмӑкланӑ, арҫынсен выльӑхла иртӗхес кӑмӑлӗпе те пусмӑрӗпе тарӑхса, вӑл сывлӑш ҫавӑрайми пулса ҫитнӗ.

До сих пор она была жертвой целого ряда глупых предрассудков, которые сковывали ее волю; она задыхалась под унизительным бременем тирании и животных инстинктов мужчин!

XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Анчах ҫак самантра ӑна тӗлӗнмелле туйӑм ҫупӑрлать: пӑлханмасть те вӑл, юнӗ вӗриленнине те, кӑмӑл туртӑмне те туймасть, ун чӗрине, инҫетри ҫӑмӑл тӗтре пек, кӑштах салхулӑх ҫеҫ карса илнӗ.

Но странное чувство испытывал он в эти минуты: ни волнения, ни жара в крови, ни желания не ощущал он, только легкая грусть, словно дымкой, обволакивала его сердце.

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Малтан вӑл аллисене вӑйпах ҫурӑм хыҫне хире-хирӗҫ тытса пӗтӗм вӑйран чӑмӑртать, пуҫне сӗнксе пӑхса тӑрать, унтан унӑн чӗркуҫҫийӗсем тӑр-тӑр-тӑр чӗтреме пуҫлаҫҫӗ, кӗҫех вӗсем тытса чарма ҫук сиксе чӗтреме тытӑнаҫҫӗ, вара Дымок, вӗтелентерсе тӑракан туртӑмне пусарма вӑй ҫитереймесӗр, ҫапӑҫӑва кӗрсе каять.

Вначале он смотрит, с силой сцепив за спиной руки, угнув голову, потом у него начинают часто подрагивать ноги в коленях, дрожь становится неудержной, и Дымок, не в силах совладать с борющей его страстью, вступает в бой.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Мӗншӗн кӑна итлемерӗм эпӗ ҫавӑн чух чӗрен тӗтреллӗ туртӑмне, хӑйӗн хӑвӑрттӑн пулса иртекен вӑрттӑн сисчӗвлӗхӗсем тӗлӗшпе — пӗр иккӗленмесӗрех ӗненетӗп куна эп халӗ! — нихӑҫан та йӑнӑшмасть-ҫке вӑл.

Зачем я не послушался тогда смутного влечения сердца, которое — я теперь, безусловно, верю в это! — никогда не ошибается в своих быстрых тайных предчувствиях?

XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Ут-пӗвӗнче нимӗн те ытлашши пулман пекех, вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗнчи йӑла-тирпей тӗлӗшпе те практикӑпа шухӑш-кӑмӑл туртӑмне шайлаштарса пыма тӑрӑшать.

Как в организме нет у него ничего лишнего, так и в нравственных отправлениях своей жизни он искал равновесия практических сторон с тонкими потребностями духа.

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл илемлӗхе туякан пултаруллӑ шкул ачисемпе ҫамрӑксене тупса палӑртас, ҫамрӑк ҫыравҫӑсене литература ӗҫне анлӑрах явӑҫтарас, вӗсен илемлӗ хайлав ҫырас туртӑмне малалла аталантарас тӗллевпе пултарулӑх ӑмӑртӑвне йӗркеленине пӗлтернӗ.

Помоги переводом

Атӑлтан пуҫласа Хура тинӗс таранах // Сувар. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... s-taranakh

Амӑшӗ, Евдокия Андреевна, хӗрӗн ырӑ туртӑмне ырланӑ ҫеҫ.

Мать, Евдокия Александровна, благие порывы дочери лишь одобряла.

Чун хавалне ҫухатман // Елена АНИСИМОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/2821-chu ... e-ukhatman

Ӗҫкӗ вӑраха кайсан, алкоголь туртӑмне вӑйсӑрлатма ҫӑрарах шӗвек кирлӗ.

Помоги переводом

Кикен — алкоголь тӑшманӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Амӑшӗ ывӑлӗн чун туртӑмне малтанлӑха ырламан-мӗн, халӗ вара вӑл та хурламасть.

Раньше мать не одобряла пристрастие сына, теперь и она не печалится.

Шӳт пурнӑҫра пулӑшать // Хыпар. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

«Ӑшӑ варкӑш» ум статьяра Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер ҫапла ҫырать: «Ачасен чун туртӑмне, кӑмӑл-туйӑмне питӗ аван туять ҫыравҫӑ. Ӑна вӑл кӗслеҫӗ хӗлӗхсене ҫепӗҫ пӳрнисемпе асамлӑн перӗнсе пире тыткӑнлакан сасӑ кӑларнӑ пек чӗрӗ те сӑнарлӑ чӗлхепе ҫырса кӑтартать. Альбина Исемпин чӗлхе ӳнерӗ, ман шутпа, хӑй ятарлӑ тӗпчеве тивӗҫлӗ. Ача-пӑча калаҫӑвӗнчи ҫӗнӗ сӑмахтӑваслӑх та, сӑнарлӑха палӑртаслӑх та ун пуплевӗнче шыв юхнӑ пекех ҫыпӑҫуллӑн та ҫыхӑнуллӑн пулса пыраҫҫӗ, чуна тыткӑнлаҫҫӗ».

Помоги переводом

«Пылак сухан» тата хаваслӑ ачасем // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней