Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫӳлӗ те сарлака ҫамка, аяккинелле туранӑ ҫутӑ-хӑмӑр ҫӳҫ, вӑрӑм та ҫӑра куҫхаршисем, пысӑк хӑмӑр куҫсем, ҫӑра кӑна хура куҫхӑрпӑкӗсем, хулӑн, ялан кулакан тутисем — акӑ ҫав ҫулсенчи ывӑлӑн портречӗ.
«Ан вӗҫсем эс, хура ҫӑхан» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Вӗсен эпир пытанса пурӑнакан вӑрмана кӗреплепе туранӑ пек тураса тухма пултараҫҫӗ.Они могут устроить сплошное прочёсывание леса, в котором мы прячемся.
Спадщан вӑрманӗн хуҫисем // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Качакасем хӑйсене туранине юратаҫҫӗ, туранӑ чух вӗсем тармаҫҫӗ.
Тура // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Назаров кӗсъинчен сенкер тӗслӗ табак хутаҫҫи туртса кӑларчӗ те, ҫыххине салтса ярса, хутаҫран пӗр пӗчӗк хаҫат татки, тата пӗр чӗптӗм туранӑ, табак кӑларчӗ.
4. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.
Ҫак каччӑ питех те типтерлӗ иккен, вӑл погонсӑр мундир тӑхӑннӑ, кӑкӑрӗ ҫине орденсем ҫакса тултарнӑ, ҫӳҫне яп-яка туранӑ, куҫӗсем ҫуталса тӑраҫҫӗ.
2 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Вӑл ҫӳҫне яп-яка туранӑ, ҫупа сӗрнӗ пекех туйӑнать, унӑн хӗп-хӗрлӗ чӑмӑр тутисем пӗр самантлӑха та хупӑнса тӑмаҫҫӗ; аллисемпе час-часах ҫӳлелле хӑлаҫланса илет, ҫак вӑхӑтра вӑл алӑран темле кайӑка вӗҫтерсе янӑ пекех курӑнать.
2 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Пӗр чӗрӗкне пуҫласа, эпӗ стамбулкӑна султан табакӗ текен вӗтӗ туранӑ хӗрлӗрех сарӑ табакпа тимлӗн тултартӑм, ҫиеле ҫунакан ӑвӑ хутӑм, вара чӑпӑка вӑта пӳрнепе ятсӑр пӳрнесем хушшине тытса (алла кунашкал тытни мана уйрӑмах килӗшетчӗ), тӗтӗм ӗмме тытӑнтӑм.
XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл шӑлаварӗн ҫӑм пӗрчисене турткаларӗ, кӗл ҫинче темскер эрешлентерсе ӳкерчӗ, пӳрнисене тӑрхаларах тӑваткал ҫамки ҫинчи хыҫалалла туранӑ ҫӳҫӗ ӑшне чике-чике кӑларчӗ.
3 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӗсенчен пӗри — мистер Скотт, сайра ҫӳҫне пӗр аяккинелле туранӑ ҫӳллӗ те мӑнтӑр господин; тепри — мистер Маккинг, вӑл мистер Скотт пек мар: лутра, йӑрӑ, ҫивӗч те тарӑн куҫлӑ господин.
«Дракон» хӑйӗн чунне сутать // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Пӑхманни те аван: Поликейӑн пичӗ шуралса кайнӑ, янаххи чӗтренӗ, куҫӗсем ырӑ, кӑмӑллӑ, имшер, айӑплӑ ҫынсен пек телейсӗр, ӳкӗнӳллӗ, макӑрас пек сӑнлӑ пулнӑ; Вӑл ҫӳҫне туранӑ хыҫҫӑн тухма тытӑннӑччӗ, арӑмӗ ӑна чарса пиҫиххине юсаса илчӗ те ҫӗлӗк тӑхӑнтартрӗ.
III // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Вӑл сӗтел ҫинчен вӗтӗ туранӑ кишӗре шӑлса пухрӗ, Василь чавси тӗлӗнчи сӗтеле саппунпа шӑлса типӗтрӗ, унтан, хресчен хӗрарӑмӗн хӑвӑртлӑхӗпе, кастрюльрен ҫиелте помидорсем юхса ҫӳрекен ҫӑрарах чахохбилине ӑсса илчӗ те ӑна Василь умне тирӗкпе лартса пачӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Кухньӑра пысӑк кастрюльсенче туранӑ чӑх ашӗ, помидор, сухан пиҫет; «чахохбили» текен чаплӑ ят панӑччӗ ӑна повариха.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Хӑйсен умне сарса хунӑ икӗ таса питшӑлли ҫине виҫӗ фляга хунӑ, пысӑк турамсемпе туранӑ сысна салли, шӑннӑ колбаси тата хӑймапа пӗҫернӗ йӑвасем кӑларса хунӑ.
Ӗмӗт тулчӗ! // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 319–328 с.
Вӗсене ҫак вӑрӑм ҫӳҫлӗ, вӑрӑм мӑйӑхлӑ, иртнӗ ӗмӗрти пек ҫӳлелле каҫӑртса туранӑ ҫӳҫлӗ пансемпе панисем хушшинче ларма ытла кичем пулнӑ пек туйӑнать.
Пан Тюхинпа пан Телеев // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 230–248 с.
— Комсомолтан, мирлӗ ӗҫ патӗнчен, вӑйӑ-кулӑран тӳрех ҫакнашкал… аш туранӑ ҫӗре.— Из комсомола, от мирной работы, от забав сразу швырнули в такой… в такой… водоворот.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Пирӗн пӳрт тӑррине витрӗҫ, тул енчен туранӑ улӑмпа ҫӑрнӑ тӑм шӑлса лартрӗҫ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Хӑй питӗ сӑпайлӑ, ҫӳҫне типтерлӗ туранӑ.
Ваҫкӑпа унӑн пиччӗшӗ // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Пасарах ларса канмаллаччӗ ӗнтӗ унӑн: урисене салтса пуртенккисене лайӑхрах чӗркесе сырмаллаччӗ, шултра туранӑ румын табакне пӗтӗрсе туртса ямаллаччӗ.
I сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
— Эсӗ мана пӗлетӗн, Лашаҫӑм: пӗр сӑмах мана хирӗҫле каласанах — эпӗ санне мӑйна пӑрса татӑп, пуҫна купӑста туранӑ пек турӑп.— Ты меня знаешь, Лошадка: еще одно слово поперек — и я тебя разделаю, как бог черепаху.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Пӗчӗк приключени ҫеҫ пулчӗ, — хыҫалалла туранӑ ҫӳҫне якатса, кӑмӑллӑн кулса илчӗ Лесовик.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.