Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Ҫапла, — терӗ статски, юлхавлӑн анасласа, — эсӗ, Сторешников, мухтанарах каларӑн; сирӗн ӗҫӗр пӗтмен-ха, эсӗ вара унпа пурӑнатӑп тесе каласа тултартӑн, пире лайӑхрах ӗнентерес тесе, Адельпе уйрӑлса кайрӑн.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Йывӑр сӑмахсем каласа тултартӑн эс мана, анчах вӗсем пурте тӗрӗс, факт!Горькие слова ты мне наговорил, но насквозь правильные, факт!
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫынни эп лӑпкӑ, сӑпай, эсӗ вара ман пирки лавӗпех хӑрушлӑх каласа тултартӑн.Человек я тихий, скромный, а ты столько страхов про меня наговорила.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
18. Ултавлӑ суту-илӳ ӗҫӗнче тӗрӗсмарлӑх туса тултартӑн, ҫапла сӑваплӑ вырӑнусене ирсӗрлерӗн; санӑн хушшунтан Эпӗ вут кӑларӑп, ҫавӑ ҫунтарса ярӗ те сана: хӑвна курса тӑракансем умӗнче Эпӗ сана ҫӗр ҫинчи кӗл тӑвӑп.
Иез 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эсӗ Даниилран та ӑслӑрах-мӗн, эсӗ пӗлмен пӗр вӑрттӑнлӑх та ҫук; 4. ӑслӑлӑхупа, ӑсу-тӑнупа ху валли пуянлӑх пухрӑн, пӳлмӳсене эсӗ ылтӑнпа кӗмӗл тултартӑн; 5. пысӑк ӑслӑлӑхупа, суту-илӳ туса, пуянлӑхна ӳстертӗн эсӗ, вара ӑсу пуянлӑхупа мӑнаҫланчӗ — 6. ҫакӑншӑн Ҫӳлхуҫа Турӑ акӑ мӗн калать: хӑвӑн ӑсна Турӑ ӑсӗпе тана хунӑшӑн 7. акӑ Эпӗ сана хирӗҫ ют ҫӗршыв ҫыннисене, халӑхсенчен чи хаяррисене, илсе килӗп, вӗсем сан ӑслӑлӑхун илемне хирӗҫ хӗҫне туртса кӑларӗҫ, сан чапна сӳнтерӗҫ; 8. сана масар шӑтӑкне пӑрахӗҫ, тинӗссем варринче эсӗ вӗлернӗ ҫынсенӗн вилӗмӗпе вилӗн.
Иез 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫавӑн пек усал ӗҫсем туса тултарнӑ хыҫҫӑн, — хурлӑх, хурлӑх ҫитӗ сана! тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, — 24. эсӗ ху валли аскӑн ҫурчӗсем лартрӑн, кашни уҫӑ хутлӑхра ҫӳллӗ вырӑнсем туса тултартӑн; 25. кашни ҫул пуҫӗнче эсӗ ху валли ҫӳллӗ вырӑнсем турӑн, хӑвӑн илемне намӑса кӑлартӑн, кашни иртен-ҫӳрен валли урусене чаркаласа выртрӑн, аскӑн ӗҫне нумайлатса пытӑн.
Иез 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эпӗ кулакансен-тӑрӑхлакансен пухӑвӗнче лармастӑп, вӑйӑ-кулӑпа йӑпанмастӑп — хама пусса тӑракан аллу айӗнче пӗр-пӗччен ларатӑп: Эсӗ манӑн ӑшӑма тарӑху тултартӑн.
Иер 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Мӗншӗн тесессӗн эсӗ хӑвна ҫӑлакан Турра мантӑн, хӑвна хӳтлӗх паракан чул хысакне аса илмерӗн; ҫавна пулах чӳк сачӗсем лартса ҫитӗнтертӗн, ют хунав лартса тултартӑн.
Ис 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2