Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тулать (тĕпĕ: тула) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кил хуҫи ҫӑвӑннӑ хыҫҫӑн тумне улӑштарса та ӗлкереймест — пӳрте пӗр кӗтӳ хӗрарӑм килсе тулать.

Не успевал хозяин переодеться после купанья, как уже в хату полно набивалось женщин.

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вовка хӑйне хӑтарас ӗҫ епле пыни ҫинчен хутран-ситрен ыйткаласа пӗлчӗ, шывӗ ун патӗнче тулсах тӑрать иккен, анчах питӗ майӗпен тулать.

Вовка изредка справлялся о ходе спасательных работ и говорил, что вода у него хоть и прибывает, но очень медленно.

Вовка Грушинӑн «Архимечӗ» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 69–84 с.

— Кур-ха, мӗн чухлӗ халӑх ҫӗр каҫма чыхланса тулать.

— Ты глянь, сколько народу набивается на ночевках!

XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Сайра хутра чарӑна-чарӑна, Корней аттине типсе кайнӑ ҫум курӑкпа чикекен хӑмӑл ҫумне тӑрӑшса сӑтӑрчӗ, анчах тепӗр темиҫе минутран пылчӑк каллех ҫыпҫӑнса тулать те, атӑсем шӳсе кайнӑ пек пулаҫҫӗ, вӗсене ҫӗртен аран-аран хӑйпӑтатӑн.

Изредка останавливаясь, Корней ожесточенно шаркал сапогами по высохшему бурьяну, по колючей стерне, но через несколько минут вязкая грязь цеплялась снова, сапоги будто разбухали, с трудом отдирались от земли.

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Черккесенче Дон эрехӗ кӑпӑкланса чашкӑрать, унтан нӳхрепсенче нумай вӑхӑт тытнӑ хаклӑ йӳҫек йӑлтӑртатать, тутлӑ шӑршӑллӑ авалхи «лампада» эрехӗ шӑкӑртатса тулать

В бокалах пенилось донское шипучее, искрилось выдержанное игристое, сладко благоухало старинное «лампадное» вино…

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Тепӗр эрнерен шӑп ман уйӑх тулать.

— Через неделю мне месяц кончается.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫавӑнпа чӗре савӑнӑҫпа тулать те ывӑнса ҫитме пуҫланӑ пилӗк мӑшӑр вӑкӑра курсан, вӗсем темӗн пысӑкӑш хӳме пек машина станне сӗтӗрсе пыраҫҫӗ, улӑп ҫурӑмӗ ҫинчи пӗчӗк кӑна ҫын пек, вӑкӑр хӑвалакан ача ларса пырать; ҫавӑнпа ҫуна ҫинче тӗркем-тӗркем выртса пыракан пӑхӑр провод уйӑх ҫутинче тӗрлӗ тӗссемпе куҫа йӑмӑхтарса йӑлтӑртатни чуна савӑнтарать те; ҫавӑнпа ҫуна тупанӗсем те ӗлӗкхи пек чӗриклетмеҫҫӗ; ҫавӑнпа Прохорӑн хулӑн сасси те ян-ян каять, Ирина кулли те ытарма ҫук савӑнӑҫлӑ; ҫавӑнпа Усть-Невински обозӗ те тахҫан ҫак ҫулпа иртнӗ ытти обозсем пек мар; ҫавӑнпа хирӗҫ пулакан лавсем пӑрӑнса ҫул параҫҫӗ те юр ӑшне кӗрсе тӑраҫҫӗ, лавҫисем тӗлӗнсе пӑхса ыйтаҫҫӗ:

Оттого-то и сердце наполняется волнением, когда по знакомой дороге пять пар подморившихся быков тянут высоченную, как шатер, станину, а верхом на ней, как лилипут на теле великана, примостился мальчуган; оттого-то и взгляд туманится от счастья, когда смотришь на медный провод, а он лежит на санях толстыми мотками и горит под лунным светом такой радугой, что глазам больно; оттого и полозья скрипят не так, как скрипели они во все времена; оттого и бас Прохора кажется протяжным и плавным, а смех Ирины — необыкновенно веселым; оттого и не похож усть-невинский обоз на все другие обозы, какие когда-либо здесь проезжали; оттого и встречные возы и сани сторонятся и уступают дорогу, останавливаются в снегу, а возчики, удивленно глядя, спрашивают:

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сӑмси питӗрӗнсе ларать те куҫа куҫҫулӗ тулать.

Забивается нос, в глазах проступают слезы.

Хир, аслӑ хир // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

— Сасси тытӑнать унӑн, куҫне куҫҫулӗ тулать.

Голос его сорвался, из глаз проступила слеза.

Ӗмӗрлӗхе панисем // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Мӗн тӑвӑн, тинӗс те тумлампа тулать ҫав.

Да ведь и море капелькой полнится.

Ҫуна // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Халех авӑртса хурас пулать, халех авӑртмасассӑн, кайран халӑх нумай килсе тулать.

Надо ноне смолоть, а то завозно.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Лотос ӗрчетмелли бассейн вӗсемшӗн тахҫанах тӑвӑр ӗнтӗ, анчах вӗсен телейне, Чжун Ми пурӑнакан ҫурт айлӑмра ларать, ҫуллахи ҫумӑр ҫуса иртет ҫеҫ, картиш тулли шыв тулать.

Им стало тесно в бассейне для лотосов, но, к счастью, дом Чжун Ми стоял в низине и после летнего дождя там набиралось много воды.

Кӑвакал мыскари // Степан Апаш. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 71–75 стр.

Хӑшпӗр килсенче винограда пӑрса шывне юхтараҫҫӗ те сывлӑша чапра шӑрши тулать.

На некоторых дворах уже жали виноград, и запах чапры наполнял воздух.

XXIX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

— Пӗтӗм халӑх пӗр кун хускалать те — Турцийӗн шалчи те тулать!

— Весь народ восстанет в один день — и Турции крышка!

XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тӗрӗк пусмӑрлӑхӗн кунӗсем ситрелчӗҫ, унӑн часах шалчи тулать, ак мӗн пирки калатӑп эпӗ.

Но я к тому речь веду, что дни турецкого владычества уже сочтены, как дни чахоточного.

XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хуйхӑмӑр кайтӑр сирӗлсе! — сирӗлет те ӗнтӗ вӑл, — Вара ҫӗнелнӗ чӗрене Тулать ак савӑнӑҫ кӗрсе, — ҫапла пулать те, — вӑл курӑнсах тӑрать:

Да разлетится горе в прах! — и разлетится, — И в обновленные сердца Да снидет радость без конца, — так и будет, — это видно:

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Кунта ӑшӑ пӗтӗм кӑкӑра кӗрсе тулать: ку вара фантази хускатса янӑ чӗре таппи кӑна мар, ҫук, вӑл вӑхӑтра пӗтӗм кӑкӑра уҫӑ, ҫӑмӑл пек туйӑнать; ку вӑл этем сывласа пурӑнакан атмосфера улшӑннӑ чухнехи пек, сывлӑш чылай таса пек, унта кислород питӗ нумайланса кайнӑ пек туйӑнать; ку вӑл хӗвеллӗ ӑшӑ кунта пулакан туйӑм евӗрлӗ, ку вӑл хӗвел питӗнче хӗртӗннӗ чухнехи туйӑм пек; анчах пысӑк уйрӑмлӑх пур, вӑл — сулхӑнпа ӑшӑ нервсенче хӑйсенче аталанни, нервсем хӑйсен пулӑшакан элеменчӗсемпе вӗсен ачашлакан вӑйӗсене пӗр салатмасӑр йышӑнни».

Тут теплота проникает всю грудь: это уж не одно биение сердца, которое возбуждается фантазиею, нет, вся грудь чувствует чрезвычайную свежесть и легкость; это похоже на то, как будто изменяется атмосфера, которою дышит человек, будто воздух стал гораздо чище и богаче кислородом, это ощущение вроде того, какое доставляется теплым солнечным днем, это похоже на то, что чувствуешь, греясь на солнце, но разница огромная в том, что свежесть и теплота развиваются в самых нервах, прямо воспринимаются ими, без всякого ослабления своей ласкающей силы посредствующими элементами».

XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Тип ҫырмасене, айлӑмсене, хытхура пусса илнӗ хир талккишӗсене ҫӑра кӑвак сулхӑн юхса тулать.

В балках, на сувалках, по бурьянам пролиты густо-синие тени.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Акӑ мӗн кунта чи йывӑрри: пуҫ ҫаврӑнать, илтми-курми пулатӑн — куҫпа хӑлхана шыв кӗрсе тулать, карланка ирӗксӗрех нумай шыв ҫӑтма тивет.

Самое главное тут в том, что кружится голова, глохнешь и слепнешь — глаза и уши залиты водой, и очень много глотаешь ее.

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Олива йывӑҫҫисен ҫӑра ҫулҫисем хушшине темиҫе пин йӗс хӗлӗх каркаланӑ тейӗн, хытӑ ҫулҫӑсене ҫил силлентерет те, вӗсем ҫав хӗлӗхсене ҫепӗҫҫӗн, пӗр чарӑнми сӗртӗне-сӗртӗне илнипе вӗри сывлӑш пуҫа янӑратакан сасӑпа тулать.

Словно тысячи металлических струн протянуты в густой листве олив, ветер колеблет жесткие листья, они касаются струн, и эти легкие непрерывные прикосновения наполняют воздух жарким, опьяняющим звуком.

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней