Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

туйӑмсене (тĕпĕ: туйӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Комеди жанрне тытса тӑракан тӗп шӑнӑр - арпашура: пӗр-пӗрне тӗрӗс ӑнланманнинче е туйӑмсене пытарнинче, чӑваш камичӗсенче темшӗн тата ҫав тери кӑнттамла хӑтланкаларӑшсенче те.

Помоги переводом

Ку кулӑшла тӗлӗкрен вӑран та… // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Ҫавӑнпа литература хитре сӑмах купи кӑна мар, ҫав туйӑмсене упраса хӑварма пулӑшакан та.

Поэтому литература — эта не только нагромождение красивых слов и понятий, но и помощь в сохранении душевных чувств.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Хӗрӳ туйӑмсене айккинче шырани ЗАГСа кайма пӗр-пӗрне юратни мар, урӑх сӑлтав хистенипе те ҫыхӑннӑ-ха.

Помоги переводом

Ҫулсем тӗрлӗ еннелле авӑнчӗҫ сасартӑк... // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Вӗсемпе куҫа куҫӑн курӑнас килни е килменни — вӑрттӑн шухӑшсене, шикленӗве, туйӑмсене ӑнланма тӑрӑшни.

Помоги переводом

Мӗн пӑшӑрхантарать сана? // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Уй сана витӗм кӳрет-тӗк — эсӗ туйӑмсене пӑхӑнса пурӑнатӑн.

Помоги переводом

Мӗн пӑшӑрхантарать сана? // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Ун тӑрӑх эсӗ туйӑмсене пӑхӑннине е пӑхӑнманнине, хӑвна алӑра тытма пултарнине е шухӑшланине тӳрех палӑрт-нине ӑнланма пулать.

Помоги переводом

Мӗн пӑшӑрхантарать сана? // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

21. Пӗтӗм чун-чӗрипе хӑюллӑ туйӑмсене парӑнса, хӗрарӑм ӑсне ар кӑмӑлӗпе ҫирӗплетсе, вӑл кашни ывӑлне хавхалантарнӑ, ашшӗсен чӗлхипе вӗсене ҫапла каланӑ: 22. «эсир ман варӑмра мӗнле пулса ҫитнине эпӗ пӗлместӗп: сире сывлӑшпа пурӑнӑҫ параканӗ эпӗ мар; сире эпӗ туман, сире кашнине мӗнрен-мӗнрен тунине эпӗ пӗлместӗп. 23. Тӗнчене Пултараканӗ, этем йӑхне Тӑваканӗ, мӗн пуррине йӑлтах Туса Ҫитерекенӗ Хӑйӗн ырӑлӑхӗпе сире каллех сывлӑшпа пурӑнӑҫ парӗ, мӗншӗн тесессӗн эсир халӗ Унӑн саккунӗсемшӗн хӑвӑра хӑвӑр хӗрхенместӗр» тенӗ.

21. Исполненная доблестных чувств и укрепляя женское рассуждение мужеским духом, она поощряла каждого из них на отечественном языке и говорила им: 22. я не знаю, как вы явились во чреве моем; не я дала вам дыхание и жизнь; не мною образовался состав каждого. 23. Итак Творец мира, Который образовал природу человека и устроил происхождение всех, опять даст вам дыхание и жизнь с милостью, так как вы теперь не щадите самих себя за Его законы.

2 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Культура сферин ӗҫченӗсем хӑйсен тивӗҫне тата обществӑна чунтан парӑннипе палӑрса тӑраҫҫӗ, вӗсем пире пурнӑҫа юратма, ҫынсен чунӗнче патриотла туйӑмсене вӑратма, ӗмӗрхи хаклӑхсене ӑша хывма пулӑшаҫҫӗ.

Работники сферы культуры всегда являли собой образец бескорыстного служения своему делу и обществу, воспитывали любовь к жизни, пробуждали патриотические чувства, учили «вечному, доброму, светлому».

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Культура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2014) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=2741252

Чун тӗпӗнче ҫур ӗмӗр ытла упранакан ҫак вӑрттӑн туйӑмсене вӑратма, ҫиеле кӑларма тӑваттӑмӗш класа ҫӳрекен Ольгӑпа виҫҫӗмӗшӗнчи Илюшка пулӑшрӗҫ...

Помоги переводом

Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней