Поиск
Шырав ĕçĕ:
Май килнӗ таран хӑвна ют пурнӑҫа тата ют туйӑмсене ӑнланакан тума пулать, анчах художествӑллӑ вӑйӑ валли сахал вӑл.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Ман шутпа, пирӗн актрисӑсем ҫукки вӗсене хӑйсем нихҫан та пӗлмен туйӑмсене кӑтартса пама хушнинчен килет, анчах пӗртте вӗсен пултарулӑхӗ ҫителӗксӗрришӗн мар.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Вӑл ӗненмелле мар вӑйлӑ туйӑмсене, ырӑ тӑвакан ирсӗрлӗхсене, хаяр ӗҫсем тӑвакан ырлӑхсене кӑтартакан начар роман ҫырать те, ҫула май, е, тӗрӗсрех каласан, пӗртте ҫула май мар, темӗнле ыйтусене те хускатса илет, вӗсене пула сирӗн сывлӑш пӳлӗнсе ларать, сире хӑрушӑ пулса каять, вара, хӑранине сирсе яма, эсир шухӑшлама тытӑнатӑр.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
— Славян хӗрарӑмӗ нихҫан та сцена ҫине тухса халӑха хӑй ҫине пӑхтарас, вӑл пӗр хӑйӗн хуҫине ҫеҫ ним юлмиччен парнелекен туйӑмсене ҫав халӑхра хускатас ҫук; унӑн вырӑнӗ килте, халӑх умӗнче намӑс курмалла ҫӗрте мар.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Пирӗн хаяр ӗҫре пӗр туйӑмсене хӑйсене ҫеҫ вырӑна хумаҫҫӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Кашнин чӗринчех чи ҫутӑ туйӑмсене вӑратса Мӑнкун ыр кӑмӑллӑхпа хӗрхенӳлӗх ҫинчен, ҫынна юратмаллине тата ҫут тӗнчемӗр илемлӗхне аса илтерет.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Республикин Мӑнкун ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://www.cap.ru/news/2021/05/02/glava- ... et-so-svet
Вӑл ҫав туйӑмсене хӑйӗн чӗринчен кӑларса пӑрахӗччӗ, — ан ҫунтарччӑр, ан асаплантарччӑр…Так и выгреб бы их из своего сердца, чтоб не жгли, не растравляли его…
VI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Хамӑрӑн телейӗмӗре, хамӑрӑн ӗмӗтӗмӗрсене, пӗтӗм шухӑшӑмӑрсемпе туйӑмсене пӗр ӑнтӑлӑва, пӗр туртӑма пӗтӗҫтертӗмӗр — вӑл ҫӗнтерӳшӗн ҫунни…
XXIV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
«Эп сӑмахсене пултарнӑ таран хамах тӳрремӗн куҫаратӑп та шӑпах ҫак туйӑмсене атмосферӑна пама тӑрӑшатӑп, — тесе цитатӑлать тенора инҫекурам каналӗ.
Вырӑсла калаҫакан тенор чӑвашла программа хатӗрленӗ // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах
Кун пек йывӑр туйӑмсене Ибрагим пур майсемпе те: Васильевпа калаҫни ҫинчен аса илнипе те, ҫӗнӗ ӗҫсем пирки шутланипе те ирттерсе яма тӑрӑшрӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Таврара пӗтӗмпех праҫник чухнехи пек курӑннӑ, пурте ҫутӑлса тӑнӑ, хавасланнӑ, ҫынсем те вӑл кун, чечеке ларнӑ пек, хӑйсен ӑшӗнчи чи паха туйӑмсене палӑртнӑ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ывӑлӗн сӑн-пичӗ ҫак туйӑмсене пытарма пултарнӑ иккен.
Юлашки дюйм // Тӑван Атӑл. Джеймс Олдридж. Юлашки дюйм. — Тӑван Атӑл, 1961, 6№, 79–89 с.
Ним курӑниччен малтан ытти туйӑмсене хупласа ученӑйсем ҫине икӗ пысӑк куҫ пӑхнӑ.И прежде всего, подавляя все остальные впечатления, в упор смотрели громадные выпуклые глаза.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Ҫынпа мӗнле хутшӑнура пулнине кура, ҫыру пуҫламӑшӗнче ҫынна ҫав туйӑмсене шута илсе чӗнмелле.Обращение в письмах зависит от характера взаимоотношений с адресатом и от ваших чувств к нему.
10. Ҫырусем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Кун пек чухне хӑвӑрӑн туйӑмсене шута илмелле.В такой обстановке следует, в первую очередь, полагаться на свои чувства.
3. Калаҫу культури // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Вӗсен хушшинче: наукӑлла тавракурӑма аталантарасси; коммунизм идеалӗсене тарӑннӑн шанма, обществӑлла тивӗҫе туйма вӗрентни; ҫынра пролетари интернационализмӗпе патриотизм, Тӑван ҫӗршыва парӑнса хӑвӑн пурнӑҫна шеллемесӗр ӑна хӳтӗлеме хатӗр тӑрас туйӑмсене ҫитӗнтерни; ӗҫе хӑнӑхтарни, ӗҫпе обществӑлла производство ҫине коммунизмлӑ пӑхма вӗрентни; коммунистла мораль виҫисене ҫирӗплетесси, коммунизмла пӗрлехи пурнӑҫ правилисене ӑнлануллӑ тытса пыма хӑнӑхтарни; пролетари интернационализмӗпе социализмла патриотизма аталантарни; ҫынна пур енлӗ те килӗшӳллӗ аталантарасси.
Начар енӗсем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Вӑл пирӗн пархатарлӑ туйӑмсене, лӑпкӑ пурнӑҫа, пурне те кирлӗ ӑнӑҫлӑха пӑсса пынӑ пулӗччӗ.
Ҫын хӑйне халӗ тата ӗлӗк мӗнле тытни // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Ывӑлӗ, ашшӗне пӗлтерес килнӗ кӑткӑс туйӑмӗсемпе тата ҫав туйӑмсене каласа пама пӗлменнипе асапланать.Сын мучился сложным чувством к отцу и неумением его высказать.
Ашшӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Симӗс тӗс вӑл — ӑшӑпа сулхӑнрах нӳрлӗхе пӗрлештернӗ евӗрлӗрех: пирӗн чунта вӑл лӑпкӑлӑхпа ҫителӗклӗх туйӑмӗсене вӑратать, анчах вӑл телей текен туйӑма та, чарусӑр вӗри туйӑмсене те аса илтермест…
VII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ун ҫийӗпе, ун тавра, пур ҫӗрте те вӗҫӗ-хӗррисӗр тӗттӗмлӗх кӑна; унӑн вичкӗн туйӑмлӑ чун-чӗри, туртса карӑнтарнӑ хӗлӗх евӗр, пур тӗрлӗ ҫӗнӗ туйӑмсене хирӗҫ те хуравласа чӗтренме хатӗр.
I // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.