Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл каҫпа тин таврӑнчӗ — тӗксӗм хӑй, тӑрмаланнӑ ҫӳҫлӗ, ҫамки ҫинче тарӑн йӗрсем выртаҫҫӗ, кӑвак куҫне темле тӗтре карса илнӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Ҫакӑн пек тавлашусем час-часах пулса иртетчӗҫ, кӑнтӑрла пуҫланатчӗҫ, те ҫурҫӗр тӗлнелле тин пӗтетчӗҫ, эпир Коноваловпа вара ҫав «кӗленче ҫынсем» патӗнчен тӗттӗм ҫӗрле, чӗркуҫҫи таран пылчӑк ашса таврӑнаттӑмӑр.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Мефодий Иванович мӑшӑрӗ хулпуҫҫинчен пырса лӑскасан тин сывлӑш ҫавӑрса ямa шӑпланчӗ.
Ванчӑк чӳрече // Денис Гордеев. «Халӑх шкулӗ – Народная школа» №5/2019 стр. 56-60
Тин кӑна каланӑ сӑмахсем шӑпах ӑна пырса тивеҫҫӗ тесе пӗрре те шутлас килмерӗ.
Ванчӑк чӳрече // Денис Гордеев. «Халӑх шкулӗ – Народная школа» №5/2019 стр. 56-60
Тӗнче улшӑнни, тӗнчере пурӑнма ниепле те пӗлмелле марри вара ӑна тин уҫҫӑн курӑнчӗ.И для него ясно, что мир изменился и что жить на свете уже никак невозможно.
Унтер Пришибеев // Иван Юркин. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 81–88 стр.
Пӗррехинче вӑл ман патӑмран тухса кайрӗ те, — хӗллеччӗ, — ӑна ҫуркунне юр ирӗлсе пӗтсен тин хирте тупнӑ.Он однажды ушел от меня, — зимой это было, — и только весной, когда стаял снег.
II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Эс малтан ӑнланса ил, вара тин сӗтӗр.
Усал шухӑшлӑ ҫын // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 63–70 стр.
Унӑн тискер кайӑкӑнни пек кӗлетки, хӑй тин кӑна шухӑшланӑ шухӑшӗсене пула, пӗтӗмпех ҫемҫелсе, нӳтӗркенсе кайнӑ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Ку пӗлӗтсем ҫӗр ҫине, хумсене ҫил тӑпӑлтарса кӑларнӑ вырӑна, тата тин ҫеҫ ҫуралакан симӗсрех кӑпӑксемпе витӗнеймен хум ҫине кӑтрашкаллӑ купасемпе аялалла вирхӗнекен ҫуткам-кӑвак хумсем евӗрлех курӑннӑ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Унӑн хӑрах енчи хӑмӑр мӑйӑхӗнче улӑм пӗрчи ҫакланса тӑнӑ, тепӗр улӑм пӗрчийӗ сулахай питҫӑмартинчи хырман сухал шӑрчӗ ҫине кӗрсе ларнӑ, хӑлхи хыҫне вӑл тин ҫеҫ хуҫнӑ пӗчӗк ҫӑка турачӗ хӗстернӗ.
I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Чӑпарланма пуҫланӑ хура ҫӳҫӗ тӑрмаланса тӑнинчен тата тискер кайӑкӑн пек шӗвӗр пичӗ тӑртанса лӳчӗркеннинчен — вӑл тин ҫеҫ ҫывӑрса тӑни палӑрнӑ.
I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Эсӗ малтан ватӑлса кӑвакар, унтан тин — вӗрентмелле, тесе кала.
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Хальхинче тин хӗрарӑмӑн иккӗленӳ ҫуралнӑ, тек укҫа куҫарман.Только на этот раз у женщины зародилось сомнение, и денег не перевела.
Паллашу сайтӗнчи виҫӗ савнине укҫа куҫарса панӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/23422.html
Ырханкка тин ҫеҫ вагонран тухнӑ пулнӑ, тем те пӗр ҫӗклемӗ ҫавӑрса илнӗ ӑна — чемодан, картонкӑсем тата тӗрлӗ ҫыхӑсем йӑтнӑ вӑл.Тонкий же только что вышел из вагона и был навьючен чемоданами, узлами и картонками.
Мӑнтӑрккапа ырханкка // Митта Петӗрӗ. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 11–14 стр.
Мӑнтӑркка вокзал столовӑйӗнчен тин ҫеҫ апатланса тухнӑ пулнӑ, унӑн ҫулланнӑ тутисем пиҫнӗ чие пек йӑлтӑртатса тӑнӑ.Толстый только что пообедал на вокзале, и губы его, подернутые маслом, лоснились, как спелые вишни.
Мӑнтӑрккапа ырханкка // Митта Петӗрӗ. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 11–14 стр.
Лашана виҫҫӗ ҫапнӑ хыҫҫӑн урапа унталла та кунталла тайкаланнӑ, тӑваттӑ ҫапнӑ хыҫҫӑн вара тин вырӑнтан хускалнӑ.После третьего удара телега покачнулась, после же четвертого она тронулась с места.
Ҫул ҫинче // Митта Петӗрӗ. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 3–10 стр.
Халӗ тин вӑл колхоз ҫемйи, аслӑ ҫемье мӗнле хаклӑ иккенне, нихҫанхинчен ытларах туйса илчӗ.И, как никогда, почувствовала, как дорога ей большая колхозная семья.
40-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Локтево председателӗ ҫакна тепӗр кунне ирпе тин курчӗ.
38-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хӑватлӑ ҫил хумӗ Санька ҫине вӑшӑрханса вӗрет, Санькӑна каялла чакарчӗ, утӑпа юханшыв шӑршине, тин ҫеҫ сунӑ сӗт шӑршине ун патне илсе ҫитерчӗ.
33-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Санька пахча хыҫне тухсан тин, кивӗ арпалӑх патӗнче, чарӑнса тӑчӗ, ҫаврӑнса пӑхрӗ.Остановился Санька далеко за усадьбами, около старой риги, оглянулся.
27-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951