Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хурлӑхпа асап кунӗсем сана, ӗлӗк ҫав тери савӑнӑҫлӑ тата ҫав тери хаваслӑскере, пуҫ ҫинченех хупласа илнӗ…
VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Халӗ малалла: «Ӑна Тосканӑна мӗн тӗллевпе янине Монтанелли ӑнланать-ши, е вӑл иезуитсен аллинче вылямалли ахаль япала ҫеҫ-и. Вӑл е ҫав тери ӑслӑ киревсӗр этем, е ҫав тери айван ашак».
III // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Летчик-истребительшӗн, аслӑ пилотажӑн фигурисене ҫав тери ӑста тума пӗлекен Чкаловшӑн хуллен каякан тата вӑрт-варт ҫаврӑнма пултарайман «Юнкерспа» вӗҫесси ҫав тери тарӑхмалли япала пулнӑ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Вӑл ун ҫине ҫав тери хӑвӑрт сиксе ларчӗ, Яков ӑна тӗртсе яма та ӗлкӗреймерӗ; Полина ӑна мӑйӗнчен ыталаса илчӗ те, ҫав тери хӗрӳллӗн, ҫыртнӑ пек чуп тӑва-тӑва, унӑн куҫӗсем ҫине, ҫӑварне вӗри сывлӑшпа сывласа пӑшӑлтатрӗ:
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Хӗрӗ ют ҫӗршывсенче пулса курнӑ та, каҫ-каҫ амӑшне кахаллӑн, хулӑнрах сасӑпа тӗрлӗ лӑпӑр-лапӑр ҫинчен каласа панӑ: тахӑш хулара хӗрарӑмсем ҫуртсен тул енчи стенисене щеткӑсемпе супӑньпе ҫӑваҫҫӗ, тепӗр хулара хӗлле те, ҫулла та ҫав тери ҫӑра тӗтре тӑрать, ҫавӑн пирки кунӗпех хунарсем ҫунаҫҫӗ, анчах ҫапах та нимӗн те курӑнмасть; Парижра пурте ҫӗленӗ кӗпе-йӗмпе сутӑ тӑваҫҫӗ тата унта ҫав тери ҫӳллӗ башня пур — ун тӑрринчен тинӗс леш енчи хуласем те курӑнаҫҫӗ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ох, мӗн тери йӗрӗнмелле, мӗн тери кӳренмелле вӑл маншӑн…
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
«Ҫав тери кичем, ҫав тери!» — тунмасӑр каларӑм эпӗ, хӗрӗн хӑюлӑхӗпе тӳрӗ кӑмӑлӗнчен тӗлӗнсе…«Так скучно, так скучно!» — признался я, удивляясь смелости и честности девушки.…
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Константин ҫав тери фронта каясшӑн пулнӑ, ҫав тери ҫуннӑ — акӑ ӗнтӗ фронта ҫитсе кураймарӗ.Ему очень хотелось на фронт, он буквально рвался туда — и вот не доехал.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
«Эпӗ ӑна ҫав тери юрататӑп, ҫав тери юратнӑ», — пӑшӑлтатма пуҫларӗ Арон.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Калаҫнӑ чух хохол пекрех, а саспалли вырӑнне о тесе калаҫакан Дяденко подпоручик, ҫамрӑк офицер, ҫӗтӗк шинеллӗ те вирелле тӑракан ҫӳҫлӗскер, ҫав тери хытӑ, пӗр вӗҫӗмсӗр калаҫать пулсан та, мӗн пирки те пулин чӑркашланса тавлашса илме сӑлтав шырасах ҫӳрет пулсан та, вӑрт-варт хускалакан этем пулсан та, пурӗпӗр Володя кӑмӑлне каять, ҫак ҫиелтен пӑхма ҫиллес пек туйӑнакан этем питӗ аван, ҫав тери ырӑ кӑмӑллӑ этем иккенне курмасӑр тӑма пултарайман вӑл.
18 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Куҫӗсем пысӑках мар ун, хӑмӑр, ҫав тери чӗрӗ, вӑтанма пӗлмен куҫсем; уссийӗсем ҫав тери ҫӑра, анчах сарлаках мар, ҫавӑра-ҫавӑра ҫыртнӑран, вӗсем тикӗсех те мар; янахӗ вара, уйрӑммӑнах янах шӑмми ҫийӗсем икӗ кун хушши ҫитӗннӗ хура та шӑрт пек ҫирӗп сухал айне пулнӑ.
1 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Ларса пынине курнипех тавҫӑрса илме пулать ӗнтӗ, ытлашши вӑрӑмах мар вӑл, анчах та ҫав тери сарлака этем, хулпуҫҫийӗсене ытла сарлаках теме ҫук унне, пуринчен ытла — кӑкӑрӗ сарлака; вӑл сарлака та платла этем, мӑйӗпе ӗнси ун ҫав тери тӗреклӗ, пилӗкӗ ҫинҫе мар, палӑрмасть те вӑл, анчах хырӑмӗ те пысӑк мар ун, хӗвелпе пиҫсе сывлӑхсӑр ҫынӑнни евӗр саралса ларнӑ сӑн-питне курсан ӗнтӗ, ӑна ырхан ҫын теме те пулать.
1 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
«Куртӑм, эсир маттур иккенне, а эпӗ ҫав тери, ҫав тери айван» текен ҫын сӑнарлӑ вӑл.Которое говорило: «Видел, и признаюсь, что вы молодец, а я очень, очень плох».
15 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
— Пӗлетӗн-и, эпӗ вӑл бомбӑсене ҫав тери хӑнӑхса ҫитрӗм, Российӑра пӗр-пӗр ҫӑлтӑрлӑ каҫхине тула тухсан ӗнтӗ, маншӑн вӗсем пурте бомба пек туйӑнасси паллах: ҫав тери хӑнӑхса ҫитетӗн.
5 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Анчах штабс-капитан Михайлов, курсивпа паллӑ тунӑ сӑмахсемпе ҫыру тонне пӑхмасӑрах, хӑйӗн кӗпӗрнере пурӑнакан шурчак сӑн-питлӗ тусне калама ҫук хурланчӑклӑ чун киленӗвӗпе аса илчӗ, каҫсерен унпа пӗрле беседкӑра ларнисене, сисӗм-туйӑм ҫинчен калаҫнисене аса илчӗ вӑл, хӑйӗн ырӑ кӑмӑллӑ улан юлташне аса илчӗ кабинетра ларнӑ чух, пӗрер пус хурса пулькӑ тунӑ чух, вӑл, ҫителӗклӗ взятка илеймен пирки, мӗнле тарӑхнине, унӑн арӑмӗ хӑйсенчен мӗнле кулнине аса илчӗ, — ҫак ҫынсемпе мӗн тери туслӑ пурӑннине аса илчӗ вӑл (шурчак сӑн-питлӗ тусӗ хӑйне ытларах та кӑмӑлланӑн туйӑннӑ-и тен ӑна): ҫак сӑнсем хӑйсен обстановки-мӗнӗпех куҫ умне тухса тӑрса вӗлтлетсе иртнӗн туйӑнчӗҫ ӑна, ҫав тери илемлӗ, савӑнӑҫлӑ, чуна килентермелле-мӗн вӗсем, вӑл вара, хӑйӗн асаилӗвӗсемпе киленсе йӑл кулса илчӗ те, аллипе хуллен ҫеҫ кӗсьине тытса пӑхрӗ, кӗсьинче ун хӑйшӗн питӗ паха, чуна ҫывӑх ҫыру выртать-мӗн.
2 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Йывӑр та тӑвӑллӑ, геройла тӑватӑ ҫул хушши ҫав тери кӗтнӗ, ҫав тери илтес килнӗ сӑмахсене калакан юратнӑ сасӑ янӑраса кайсан, ҫынсем сывлама хӑраса, ним тапранмасӑр хытса тӑчӗҫ:
Пирӗн халӑха мухтав! // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Чижик Нюрӑна ҫав тери, ҫав тери хӗрхенет!
Чижик Холмы ялне кайрӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Куштӑркаса кайнӑ алтупанӗсемпе ҫав тери хытӑ ҫупрӗҫ, йывӑр аттисемпе ҫав тери хытӑ тӑпӑртатрӗҫ…Так хлопали загрубевшими ладонями, так стучали тяжелыми сапогами…
Пӗтӗм ҫӗршыва // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Чижик аппӑшӗ патне пырать, анчах Лена ӑна асӑрхамасть, вӑл ҫав тери ывӑннӑ, ҫав тери ерӗҫмест.Чижик подходит к сестре, но Лена так занята и так устала, что не замечает Чижика.
Шавлӑ халӑх // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Паллах, ҫӑкӑр хӑй тӗллӗн ҫитӗнменнине Чижик пӗлет, ҫӑкӑр пултӑр тесен, колхозниксен нумай ӗҫлес пулать, анчах вӑйлӑ тырӑ пуҫтарасси ҫав тери йывӑр та ҫав тери кирли ҫинчен вӑл нихҫан та шухӑшламан.
Пулӑшакансем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.