Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ку кӗвӗсем Чочоя тӗнчере ҫав тери интереслӗ, ҫав тери тӗлӗнмелле япаласем нумаййи ҫинчен каласа параҫҫӗ пек; ҫак Телейлӗ ҫыран хӗррине лекмен пулсан, ун пек япаласем ҫинчен ӗмӗрне те шухӑшлас ҫукчӗ ӗнтӗ вӑл.
Лайӑххи ҫав тери нумай // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Хӑйӗн ӗмӗчӗ нихҫан та ҫитес ҫуккине пӗлни Ринтынэ чунне ҫав тери ыраттарчӗ, ҫав тери хурлантарчӗ, вара вӑл питне аллисемпе хупларӗ те макӑрса ячӗ.
Ҫуралнӑ ҫӗршывшӑн тунсӑхлани // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Икерчисем ҫав тери ҫуллӑ, ҫав тери тутлӑ!
Йӳҫӗ пашалусем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Кун ҫинчен каласа пама вӑхӑт нумай кирлӗ, анчах ӗҫӗ ҫав тери хӑвӑрт пулса иртрӗ, — эпир сывласа илме те, пирӗн куҫ умӗнче халь ҫеҫ ҫав тери киревсӗр япала пулса иртнине тавҫӑрса илме те ӗлкӗреймерӗмӗр.
28 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Эпир кӳренме те пултараймарӑмӑр — вӑл хӗрача ҫав тери лайӑх, ҫав тери ӑста вылярӗ.Мы даже не в силах были огорчаться — так хорошо, так ловко сыграла эта девочка.
23 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Анчах юнгштурм формине тӑхӑннӑ ҫамрӑк йӗкӗт хӑйне ҫав тери ҫирӗппӗн, хавассӑн тыткаларӗ те, унӑн ҫутӑ куҫӗсем ҫав тери тӳррӗн пӑхрӗҫ те… иккӗленмелли, тепӗр хут ыйтмалли май та пулмарӗ!
23 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Урамра халь ҫав тери сивӗ, ҫав тери аван мар…
6 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вӑл ҫав тери таса, ҫав тери лайӑх ҫӑвӑннӑран унӑн пичӗ йӑлтӑртатса тӑрать.До того чистый, до того умытый, что лицо у него так и блестело.
4 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Эпир мӗн тери пӗр кӑмӑллӑ та туслӑрах пулса ӗҫлӗпӗр, пирӗншӗн лайӑх та таса пурнӑҫ ҫав тери хӑвӑртрах ҫитӗ.Чем больше и дружнее мы потрудимся, тем быстрее настанет для нас хорошая и чистая жизнь.
3 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ҫӳҫне тикӗс мар кастарса янӑ ҫӳллӗ те хыткан Экэчо ҫав тери тимлӗн итлет, ҫав тери тинкерсе пӑхать.
Шамана хирӗҫ кайни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Хӗрарӑмӑн ҫак сӑмахӗсем Ильсеяршӑн ҫав тери ҫывӑх, ҫав тери ачашшӑн туйӑнчӗҫ, вара унӑн хӑйӗн те ӑна ҫавнашкалах ӑшӑ сӑмахсем калас килчӗ.
III // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Ун тавра пулнӑ пӗтӗм prestige ҫухалнӑ, Марья Валериановна хӑй унран ҫав тери ҫӳлте тӑнине, ҫав тери вӑйлӑрах пулнине туйнӑ та, хӑй ӑна хӗрхенме те тытӑннӑ.
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Хӑй ҫав тери хыткукар пулнӑ пулин те, имени енӗпе лайӑххӑн тӑрӑшман, хӑш-пӗр чух кӑна, ним сӑлтавсӑрах, морякӑн управленине вӑркӑнса пырса кӗнӗ, пурне те ҫав тери хӑратса чӗтретнӗ, ҫамкасене хыртарнӑ, хӗнеттернӗ, хӑй килне илсе пынӑ, пачах та кирлӗ мар ӗҫсем ӗҫлеттерсе тӑна кӑларнӑ: лере ҫӗнӗ ҫул тума хушать, унта сарайне пӗр ҫӗртен тепӗр ҫӗре куҫарттарать…
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Ялти Брунегильда шӑп та хӑйшӗн тӳленӗ ҫав укҫа хисепӗнчен хӑйӗн влаҫӗ мӗн тери аслӑ пулнине ӑнланса илнӗ те, малтанхи ҫулӗнчех хӑйӗн улпутне ҫав тери пӑхӑнакан туса ҫитернӗ.
III // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Чӗрере питӗ йывӑрччӗ, ҫав тери йывӑр, анчах савӑнмалли минутсем те пурччӗ-ха; мана хамӑн талантшӑн упраса усратчӗҫ, тата эпӗ искусствӑна ҫав тери, ним юлми парӑнаттӑм та, таврара мӗн пулса иртнине те манса каяттӑм; мана — уншӑн халь хама та кулӑшла та, намӑс та — кунти театра питӗ лайӑх туни кӑмӑла кайса лӑплантаратчӗ.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
«Мӗн тери ырӑ, пуян чун-чӗреллӗ, ҫакнашкал тӗлӗнмелле пӗтсе пыракан, хурлӑха ҫав тери хӑрушла та илемлӗн кӑтартса паракан ҫын ку!..» — шухӑшларӑм эпӗ.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Пӗрре вӑл, суд тунӑскер, ҫав тери сӑпайлӑн, тӗлӗнмелле сӑпайлӑн тӑрать; ун тавра — ухмаха ернӗ ҫынсем, вӗсене судьясем теҫҫӗ, — вара мана ҫав тери йывӑр пулса кайрӗ; вӗсенчен нихӑшӗ те ҫакӑн пек сӑн-питлӗ тата ҫакӑн пек саслӑ ҫын айӑплӑ пулма пултарас ҫуккине ӑнланаймасть.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Ҫав тери хытӑ пӑлханни, пурнӑҫри йывӑрлӑхсене курса пӗлни унӑн тымарне касса татнӑ, вара халӗ те-ха ырӑ шӑршӑ саракан чечек тайӑлса, шанса пычӗ; ӑна ҫӑлма ҫукчӗ ӗнтӗ; мӗн тери хӗрхентӗм эпӗ вӑл хӗре!..
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Ҫав хушӑрах пьесӑри ӗҫсем малалла аталанса пычӗҫ, Анетӑна ытларах та ытларах айӑпларӗҫ, бальи ӑна ҫак никама та ҫывӑха яман хитре пикене наказани парасшӑн юри айӑплама тӑрӑшрӗ; судри хура ҫынсем сцена тӑрӑх унталла-кунталла вӗлтлетсе ҫӳрерӗҫ; вӗсем ҫав тери тарӑн шухӑшлӑн калаҫрӗҫ, ҫав тери тӗрӗс пуплерӗҫ, — унтан, айӑпсӑр Анетӑна суд туса хучӗҫ те, хураллакансен ушкӑнӗ ӑна термене илсе кайрӗ…
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Вӑл ашшӗне ҫатан карта патне ҫити ӑсатать, хӗр ун умӗнче ҫав тери шухӑша кайса тӑрать; ашшӗне ҫӑлма шанчӑк сахал, — вара, старик тухса кайсан, роль тӑрӑх каламалли сӑмахсем вырӑнне, унӑн кӑкринчен ӑнланма ҫук кӑшкӑрнӑ сасӑ, ҫав тери йывӑр, тивӗҫсӗр хурлӑх пырса ҫапнӑ хӳтлӗхсӗр чӗрчун кӑшкӑрнӑ сасӑ илтӗнсе кайрӗ.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.