Поиск
Шырав ĕçĕ:
Халь хурҫӑ кайӑксем куҫа курӑнми ҫӳле улӑхса ярӑнса вӗҫсе ҫӳренӗ чух, вӗсем ҫӗр чӑмри йӗри-тавра урлӑ-пирлӗ, халиччен этемсем пырайман вырӑнсене — пӑрлӑ тинӗссем урлӑ, этем каҫайман ҫуллӗ сӑртсем, вӑрмансем урлӑ вӗҫнӗ чухне, дирижабльсем темиҫе ҫӗршер тонна тиесе, пӗр лармасӑр темиҫе пиншер километр вӗҫме пултарнӑ чухне, стратосферӑна 20 километр ҫӳллӗшне ытла этем улӑхса курнӑ хыҫҫӑн, пирӗн ҫак ӗҫе пуҫласа аталантарса яракан ҫынсен пурнӑҫне пӗлесех пулать.
Умсӑмах // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с. — 3–4 с.
Вӑл сире хӑйсен коралӗсем патне ертсе кайӗ, хӑйсен выльӑх-чӗрлӗхне кӑтартӗ тата плантацисенчи кӗтӳ ҫӳремелли вырӑнсенче темиҫе ҫӗр, темиҫе пин лаша тата ытти выльӑх ҫӳрени ҫинчен мухтанса каласа парӗ.
C сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ку вӑтӑр фут тӑршшӗ, тӑватӑ фут сарлакӑш шӑнӑҫуллӑ кимӗ; кун пек кимӗ ҫинче темиҫе кӗсменҫӗ пулать, пысӑк кӳлӗре вӑл темиҫе кӗсменпе авӑснипе хӑвӑрт ишет.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Каҫхине ашшӗ темиҫе хут та тӑрса ларчӗ, темиҫе хут та чӗлӗм туртрӗ — вӑл ҫаплах колхоз ҫинчен шухӑшларӗ пулмалла.Ночью отец несколько раз вставал, закуривал — наверно, продолжал думать о колхозе.
Иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Пӗрре е темиҫе хут чӗтренипе темӗн пысӑкӑш хумсем океан ҫине тухса кӑнтӑралла, хӑйсем тухнӑ вырӑнтан пиншер миль таран ярӑнса, темиҫе сехетрен Гавай утравӗсем патне ҫитнӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Складсенче акӑ мӗн пурччӗ: ҫур миллион ытла питех те лайӑх патрон; ҫу сӗрсе хунӑ вӑтӑр винтовка (тыткӑна илнӗ ҫынсен винтовкисемсӗр пуҫне); темиҫе йывӑр пулемёт тата автоматсем; темиҫе аптека, эмелсемпе пӗрле Маклен ятлӑ тупӑсен виҫӗ ҫӗр снарячӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Вӑл ҫав кунах Сновскран тухса кайнӑ та Октябрь революциччен те тӑванӗсем унран темиҫе ҫыру ҫеҫ илнӗ: малтан германски фронтран, унтан прапорщиксен шкулӗнчен, тепӗр темиҫе уйӑхран Галицирен тата пӗр ҫыру, патшана сирпӗтсе антарнӑ хыҫҫӑн, госпитальрен илнӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Ҫак края уҫни вӑл — темиҫе ӑру, темиҫе ҫын ӗҫӗ.Открытие края — результат работы многих поколений, итог усилий многих людей.
Инҫет хӗвелтухӑҫ тишкеревҫи // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 3–7 с.
Темиҫе урам, темиҫе километр утсассӑн та тул ҫутӑлмасӑр ҫывӑрса каяймастӑмччӗ.
Ҫар корреспонденчӗ // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Зоя ӑна темиҫе хут итленӗ пулсан та питӗ юрататчӗ, темиҫе хут итленӗ пулсан та ҫӗнӗрен савӑнса итлетӗп, тесе шантаратчӗ.Зоя очень любила ее, не раз слышала и уверяла, что каждый раз слушает с новым наслаждением.
Старопетровския проездри ҫурт // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Темиҫе уйӑх хушшинче края ҫаратса тап-таса туса хӑварчӗҫ, темиҫе ҫӗр миллион тенкӗлӗх ҫаратса кайрӗҫ.За несколько месяцев ограбили край дочиста, на сотни миллионов рублей.
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Латкин тепӗр темиҫе сехетрен тин баржӑн тӗттӗм трюмӗнче, хӑй пекех тыткӑна лекнӗ темиҫе вунӑ красноармеец хушшинче, тӑна кӗчӗ.
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Боевой хуралта темиҫе пост тата мӑшӑрлӑ темиҫе патруль; патрульсем прачук тӑрӑх ҫӳреҫҫӗ, ҫапла вара прачука тӑтӑшах тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ.
10 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Унӑн ӑна шухӑшра та пулса ҫула ӑсатасси, унпа сывпуллашасси, темиҫе кун каярах вӑл пӑхнӑ чӳречесенчен пӑхасси, темиҫе кун каярах вӑл кайнӑ сукмак тӑрӑх утасси килчӗ.
8. Степан ҫуртӗнче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ҫапах та кимме тытса пыраканне тивӗҫлипе мухтамалла: нумай ҫулсем хушши вӑл тинӗсри пысӑк чулсене ҫапӑнмасӑр пӑрӑнса ҫӳреме пултарнӑ, тӑвӑллӑ ахӑр саманан ҫиллес атакисене сире-сире янӑ, темиҫе хут та ӳпӗне-ӳпӗне кайнӑ пулин те, каллех тӳрленсе ларнӑ, темиҫе хут путса ҫӗнӗрен ҫиеле тухнӑ.
Шӑпчӑк Ванюшӗ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Санин пуринпе те темиҫе хут сывпуллашса илчӗ, пурне те ыран куриччен! — тесе темиҫе хут алӑ пачӗ те (Эмиле вӑл чуптуса та илчӗ), килне тухса утрӗ.
XIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Кайран, эпӗ ҫывӑрма кайсан, вӑл та манпа пӗрле ҫуртине йӑтсах пычӗ, мана витсе ячӗ, тӑван анне пекех кӑмӑллӑн пӑхрӗ; мана лайӑх мар пулса кайрӗ, эпӗ ӑна куҫран та пӑхаймарӑм; вӑл манӑн кравать ҫинче ларса тахҫанчченех калаҫрӗ, темиҫе хут та пирӗн Сид мӗн тери лайӑх ача терӗ, ун ҫинчен ниепле те калаҫса тӑранаймасть вӑл, эсӗ мӗнле шухӑшлатӑн: ҫухалса кайман-ши, шыва путман-ши вӑл тесе ыйтать манран, тен, вӑл аманнӑ та халӗ ӑҫта та пулин асапланса выртать пуль, тен, вӗлернӗ ӑна, эпӗ акӑ вӑл ӑҫтине те пӗлместӗп тет… унӑн куҫӗнчен куҫҫуль шӑпӑртатса юхса анчӗ, эпӗ ӑна темиҫе хут та: «Сида нимӗн те пулман, ирхине вӑл киле таврӑнатех», — терӗм; аппа мана ҫакӑншӑн алӑран ачашласа чуптуса илчӗ, ҫав сӑмахсене тата тепӗр хут калама ыйтрӗ, вӗсене илтсен, ӑна ҫӑмӑлрах тет — питӗ кулянать вӑл.
Хӗрӗх пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Кунта ҫиекен упа сарри, тутлӑ улма, темиҫе карҫынка питӗ тутлӑ та темӗскертен пӗҫернӗ симӗс пӑшалусем, темиҫе кӑкшӑм ӗҫмелли шыв пур.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Финанс пайӗнчен пичетлесе хунӑ темиҫе михӗ йӑтса тухрӗҫ, вӗсене лавсем ҫине тиерӗҫ те, урапасем темиҫе минутран шоссе тӑрӑх танкӑртаттарса кайрӗҫ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Темиҫе ҫӗр вагон кустӑрмисем, купи-купипе тутӑхнӑ тимӗр, рельссем, буферсем, букссем — темиҫе пин тонна металл уҫӑ ҫӗрте тутӑхса выртать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.