Поиск
Шырав ĕçĕ:
Зал пуш-пушӑпа пӗрех; унта-кунта выртакан темиҫе пукан, сӗтел — пӗр кӗтесӗнче сирсе пӑрахнӑ ҫӑмламас ейме, апат-ҫимӗҫӗн ҫӗрсе пӑнтӑхнӑ юлашкисем, стена ҫумӗнче лутра темиҫе диван, чул урайӗнче — консерв шӑвӑҫ банкисем, ҫӗмрӗк кӗленче савӑтсем, тӗлӗнмеллерех темӗнле ӗлкеллӗ, алӑк тӗлӗнче тӑракан машина е вӑрҫӑ хатӗрӗ — дисксемпе, шариксемпе тата металл тетелпе.
Пӑрахса хӑварнӑ пӳрт // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Вӑл пушӑ сӑра кӗленчине сывлӑшра темиҫе хутчен ҫаврӑнмалла ывӑтрӗ те, сасартӑк, турилкке хӗрри ҫине пуҫхӗрлӗ лартса, ӑна темиҫе секунд хушши ӳкермесӗр тӑратрӗ; тӑватӑ шӑмӑ шарпа, ҫавӑн пекех тата икӗ ҫуртапа ывӑтса выляса кӑтартрӗ, ҫуртисене иккӗшне те пӗр вӑхӑтрах ҫурта лартмалли ҫӗре тирӗнтерчӗ; ун хыҫҫӑн пӗр вӑхӑтрах виҫӗ япалапа: веерпа, йывӑҫ сигарӑпа тата зонтпа вылярӗ.
III // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Хамӑн тивӗҫӗмсене виҫӗ ушкӑна: хам тӗлӗшпе, ҫывӑх ҫынсен тӗлӗшпе тата турӑ тӗлӗшпе епле пулмалли ҫине уйӑрса, эпӗ пӗрремӗш ушкӑнтисене ҫырма тытӑнтӑм, анчах вӗсем питӗ нумай та темиҫе тӗрлӗ, темиҫе тӗслӗ пулни палӑрчӗ, ҫавӑнпа малтан «Пурнӑҫ Правилисене» ҫырмалла, унтан расписани тума тытӑнмалла пек туйӑнчӗ.
V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кӑштах ларсан тата темиҫе тӗлтен ҫӗтӗлсе шӑтнӑ кӗпи-йӗмне пӑшӑрхануллӑн, тишкӗрсен, вӑл ура ҫине тӑчӗ, кӗлтуса ҫуртине темиҫе турӑш тӑракан кӗтес шайӗпе тан ҫӗклерӗ, турӑшсем ҫинелле пӑхса сӑхсӑхрӗ те ҫуртана ҫулӑмӗпе аялалла туса лартрӗ.
XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Николай мӑйкӑҫа майӗпен, васкамасӑр туртса хӗссе пырать, — паян темиҫе вырӑс ҫыннине рудниксене ярать, ыран — темиҫе поляка, паян ют ҫӗршыв пасӗсем ҫук, ыран ик-виҫӗ шкула хупнӑ… ҫирӗм ҫиччӗмӗш ҫул тӑрӑшать унӑн величестви, пире сывлӑш ҫитмест, пире сывлама йывӑр, анчах вӑл мӑйкӑҫа хӗсет те хӗсет — ҫапах та хӑй, тав турра, ҫаплах сывӑ-ха.
Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Ҫав йӗрсем ҫумне, ҫак пит-куҫ ҫумне нумай хушса калама кирлӗ те пулман ӗнтӗ: темиҫе ҫын ятне, ӑнсӑртран пулнӑ темиҫе ӗҫпе вислосем ҫеҫ хушма пулнӑ.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Часавнинче тата — вӑл пушшех авалхискер — часавнинче, Иркутска кайнӑ май, темиҫе ҫӗрпе темиҫе кун чӑрсӑр Аввакум протопоп пурӑннине пӗлетӗн-и?!
7 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Ирӗке тухнисем хушшинче ытларах чехсемпе поляксем, темиҫе вырӑс хӗрӗпе украинкӑсем, темиҫе француз тата пӗр араб пур, — арабне вара фашистсем ӑҫтан тыткӑна илме пултарни те паллӑ мар.
XVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Разведчиксем тӗрткелешсе, кулса тата пӗр-пӗрне пӳле-пӳле, Казакова темиҫе минут хушшинчех халӗ хӑйсем кӗрӗк арки йӑваласа ҫӳрени ҫинчен каласа пачӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсем виҫӗ кун каярах йывӑр «чӗлхене» тупса килнӗ те, «хуҫа» вӗсене темиҫе кун канма ирӗк панӑ.
III // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вӑл, нуша курса тӳснӗ ҫынсем пек, пит чӑтуллӑ ҫын пулнӑ, вӑл темиҫе сехет те, темиҫе кун та пӗр пӑшӑрханмасӑр, тарӑхмасӑр, кӗтме пултарнӑ.
VII // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Вӑл темиҫе хут хӑрах аяк ҫинчен тепӗр аяк ҫине ҫавӑрӑнкаланӑ, выртма канлӗрех, хӳтӗрех вырӑн тупас тесе темиҫе хут тӑра-тӑра выртнӑ, ӑна ҫапах та кансӗррӗн туйӑннӑ; вӑл тӑрса каллех тепӗр майлӑ выртнӑ, урисене виткеленӗ, куҫӗсене хупса шӑп пулкаланӑ.
VI // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Паллах ӗнтӗ ик-виҫӗ посланник пулӗҫ, темиҫе нимӗҫ-ученӑйсем, яланхи пекех тӗрлӗ туристсемпе вырӑс княҫӗсем, литераторсенчен кам та пулин, унтан темиҫе француз офицерӗ.
II // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Каҫхи сӗтел вырӑнне ӳпӗнтерсе лартнӑ ещӗк ҫине пӗр стакан ҫӑра чей лартать, темиҫе банан, темиҫе таро ҫимӗҫӗ тата хинин порошокне хурать.
Сунара! // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Темиҫе ҫӗр ҫулсенче тумаллине ҫӗршыв темиҫе пилӗкҫуллӑхра турӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Темиҫе гимнастеркӑпа шинельшӗн, темиҫе винтовкӑшӑн пирӗн чи лайӑх диверсантсене пӗтерме пултарнӑ!Из-за нескольких гимнастерок, шинелей и винтовок рисковать жизнями наших лучших диверсантов!
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Вӑрман касни, тайгара прачаксем уҫни, темиҫе километр тӑршшӗ юр тасатса ҫул туни, пурӑнмалли ҫуртсем тата йӑла ҫурчӗсем ҫӗнӗрен темиҫе туса лартни — ҫаксем пурте Сталин сӑмах тухса каланипе хавхаланнӑ строительсен хастарлӑ ӗҫӗ пулнӑ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Темиҫе сехетрен ҫулӑн икӗ енӗпе темиҫе ҫӗр шӑтӑк чавса хучӗҫ.А через несколько часов по обеим сторонам дороги было вырыто около полусотни братских могил.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Пӗр икӗ сехет маларах темӗн те пӗр тӗрлӗ, пысӑк та вак-тӗвек ӗмӗтсемпе, кӑмӑлсемпе пурӑннӑ ҫынсен юнланса пӗтнӗ ӳчӗсем, темиҫе ҫӗршерӗн, бастионпа траншея хушшинчи ем-ешӗл те сывлӑмлӑ лапампа Севастопольри часовньӑн тип-тикӗс урайӗнче пӗр хускалмасӑр выртаҫҫӗ; темиҫе ҫӗршер ҫын ылханни, кӗлтуни илтӗнсе тӑрать, ҫӑварӗсем типсе ларнӑ вӗсен, ҫӗр ҫумӗпе шӑваканнисем те, енчен енне ҫаврӑнса выртса йынӑшса илекеннисем те пур вӗсен хушшинче, — пӗрисем ем-ешӗл лапамри вилесем хушшинче выртаҫҫӗ, теприсем носилкӑсемпе койкӑсем ҫинче, суран ҫыхмалли пунктӑн юнланса пӗтнӗ урайӗнче; анчах та ҫав ҫавах, иртнӗ кунсенчи пекех, Сапун-ту тӗлӗнче шурӑмпуҫ шевли выляма пуҫларӗ, йӑлкӑшса тӑракан ҫӑлтӑрсем шупкалчӗҫ, шавласа выртакан тӗксӗм тинӗсрен шурӑ тӗтре хӑпарма тытӑнчӗ, хӗвелтухӑҫӗнче йӑмӑх хӗрлӗ ҫутӑ йӑлкӑшма пуҫларӗ, янкӑр кӑвак горизонт тӑрӑх шӑвакан шупкарах хӗрлӗ ҫинҫешке пӗлӗтсем тара-тара ҫухалчӗҫ, ҫав-ҫавах, иртнӗ кунсенчи пекех, ыйхӑран вӑраннӑ тӗнчене савӑнӑҫпа юрату, телей сунса, хӑватлӑ та ҫав тери илемле хӗвел ишсе тухрӗ.
14 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Михайлов, ҫак виҫӗ сехет хушшинче темиҫе хутчен те, ҫук, хӑтӑласси пулас ҫук ӗнтӗ манран, тесе шухӑшланӑскер, хӑй ҫумӗнче пур пек пӗчӗкҫӗ иконӑсене темиҫе хутчен те чуптуса илме ӗлкӗрнӗскер, юлашкинчен кӑштах лӑпланчӗ, ку таранччен те бомбӑсемпе етресем пайтах вӗҫсе иртрӗҫ, пӗри те мана килсе лекмерӗ, халь тин ма лектӗр ентӗ? тесе лӑплантарчӗ вӑл хӑйне хӑй.
10 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Темиҫе хутчен эпӗ вӗсене темиҫе чӗкеҫ, е кӑвакалсем ушкӑнӗ вӗҫнӗ чухне чӳречесем патӗнче тӑнине куркаланӑ».Много раз я видел их у окна, когда пролетали просто несколько ласточек или стая уток.
6. Вӗсен пуҫне аэроплан тӑвас шухӑш епле пырса кӗнӗ // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.