Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

татӑк сăмах пирĕн базăра пур.
татӑк (тĕпĕ: татӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ун чухне аван ӗҫлесе илеттӗм. Ачасене общежитире мар, тара тытнӑ хваттерте пурӑнтартӑм, укҫаран татӑк тӑратман, холодильнике апат-ҫимӗҫпе тултарсах тӑнӑ. Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та Ольӑпа пӗрлех пурӑнтӑмӑр, эпӗ эрни-эрнипе килте пулман чухне ывӑла пӗччен епле хӑварас? 9-мӗш класс хыҫҫӑн Владик та Шупашкара кайрӗ. Ялти ҫурта ҫӑра ҫакса, выльӑх-чӗрлӗхе сутса Оля та ывӑлӗпе, хӗрӗпе пӗрле хулана пурӑнма куҫрӗ. Медсестрана вӗреннӗскер пӗр вӑхӑт ялти садикре ӗҫлерӗ. Унтан кайсан, вӑхӑт иртсен, квалификацие ҫухатрӗ. Хулара кафере савӑт-сапа ҫунӑ ҫӗрте те, пекарньӑра та ӗҫлерӗ. Ҫӑкӑр пӗҫернӗ чухне сутлӑха юрӑхсӑрри тӑтӑш пулатчӗ унӑн, куншӑн хӑйӗн кӗсйинчен тӳлеттеретчӗҫ. Тӑкакӗсене хам кӗсьерен тем чухлех саплаштарнӑ», — каласа кӑтартрӗ Владимир Ильич.

Помоги переводом

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Анчах та кӑвакарчӑн ун питӗнчен пӑхмасӑрах портсигар туртса кӑларчӗ, портсигарта чылайранпа выртакан ҫыруран пӗр татӑк ҫурса илчӗ те кӑранташ кӑларса ҫырма пуҫларӗ.

Но голубчик, вовсе не смотря на ее лицо, уже вынул портсигар, оторвал клочок бумаги от завалявшегося в нем письма, вынул карандаш и писал.

XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫамрӑк ҫынсем, вӗсен мӗн чухлӗ те пулин туйӑм тата пӗчӗк татӑк чӗре пур пулсан, хӗр ҫинчен калаҫнӑ чухне хӗрӗн пит-куҫӗ мӗнле-ши тесе интересленмесӗр иртме пултараҫҫӗ-и?

Натурально ли, чтобы молодые люди, если в них есть капля вкуса и хоть маленький кусочек сердца, не поинтересовались вопросом о лице, говоря про девушку?

X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫавӑнпа намӑс валеҫнӗ чух мана намӑс тени пӗр татӑк та лекмен.

Вот и не досталось мне при дележке ни кусочка этой самой совести.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Халтан кайнӑ, вӑйсӑр карчӑк ҫаплах пурӑнчӗ; вӑл пӗр татӑк ҫӑкӑр, пӗр сыпкӑм шыв та пулин пама ыйтрӗ.

Старуха — немощная и бессильная — все же жила; она просила хоть кусочек хлеба, хоть глоток воды.

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тен, эпӗ те йӑмӑк какайне ирӗксӗртен пӗрер татӑк ҫинӗ пулӗ, халь ӗнтӗ хама ҫимелли черет ҫитрӗ…

Может быть, и я по неведению съел несколько кусочков мяса сестренки, а теперь очередь дошла до меня самого…

XII // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Ҫын какайне пӗр татӑк касса ҫиме май пур-тӑк, ҫыннипех ҫисе яма та пулать ӗнтӗ.

Но раз можно съесть кусок, значит, можно съесть и человека целиком.

XI // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней