Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

татӑк сăмах пирĕн базăра пур.
татӑк (тĕпĕ: татӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗрре эпӗ: – Пӑрах, мӗн татӑк ҫӗрӗпе ҫӳрен? – тесен анне ҫӳлерех асӑннӑ историе каласа пачӗ.

Однажды я сказала: - Выкинь, что ходишь с отколотым кольцом? - мама мне рассказала вышеупомянутую историю.

Выҫӑллӑ-тутӑллӑ ачалӑхӑм // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Вӑхӑт сӑмаях сарӑхтарнӑ хутсенче вӑрҫӑра пӗр татӑк ҫӑкӑра та ҫамрӑк поэтпа пайланӑ юлташӗсем чӑваш арӗ ҫинчен мухтаса ҫырнине хам та манӑҫланса вуларӑм.

Помоги переводом

Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче // Елена ЛУКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.04, 4 (6097) №

7. Филипп Ӑна хуравласа каланӑ: кашнине пӗчӗк татӑк тивмелӗх ҫеҫ ҫӑкӑр илес тесен те, икҫӗр динари ҫитес ҫук, тенӗ.

7. Филипп отвечал Ему: им на двести динариев не довольно будет хлеба, чтобы каждому из них досталось хотя понемногу.

Ин 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Ҫыннине кура юрама тӑрӑшни — начар япала: ун пек ҫын пӗр татӑк ҫӑкӑршӑн та усал ӗҫ тӑвать.

21. Быть лицеприятным - нехорошо: такой человек и за кусок хлеба сделает неправду.

Ытар 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Чӗрӳпелен унӑн илемне ан сӑхлан, [куҫу ытарайманран серепене лекмелле ан пултӑр,] унӑн вылянчӑк куҫ хӑрпӑкӗ санӑн пуҫна ан ҫавӑртӑр: 26. аскӑн арӑма пула татӑк ҫӑкӑр юлмиччен ҫука юлаҫҫӗ, ют арӑм вара пурӑнӑҫа тӗп тӑвать.

25. Не пожелай красоты ее в сердце твоем, [да не уловлен будешь очами твоими,] и да не увлечет она тебя ресницами своими; 26. потому что из-за жены блудной обнищевают до куска хлеба, а замужняя жена уловляет дорогую душу.

Ытар 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Вӑл пӗр татӑк ҫӑкӑршӑн таҫта та сӗтӗрӗнсе ҫӳрет; сӗмлӗх кунӗ хатӗрех тӑнине, вӑл алӑ тупанӗ ҫинчех пулнине пӗлет вӑл.

23. Он скитается за куском хлеба повсюду; знает, что уже готов, в руках у него день тьмы.

Иов 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Давид пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнесемпе канӑҫлӑх парнисем кӳрсе пӗтерсессӗн, Давид халӑха Ҫӳлхуҫа ячӗпе пилленӗ, 3. израильсене пурне те — арҫыннисене те, хӗрарӑмӗсене те — пӗрер ҫӑкӑр, пӗрер татӑк аш тата пӗрер иҫӗм кукӑлӗ валеҫсе панӑ.

2. Когда Давид окончил всесожжения и приношение мирных жертв, то благословил народ именем Господа 3. и роздал всем Израильтянам, и мужчинам и женщинам, по одному хлебу и по куску мяса и по кружке вина,

1 Ҫулс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Тӑваттӑмӗш уйӑхӑн тӑххӑрмӗш кунӗнче хулара выҫлӑх ытла вӑйланса ҫитнӗ, хула халӑхӗн татӑк ҫӑкӑр та пулман.

3. В девятый день месяца усилился голод в городе, и не было хлеба у народа земли.

4 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнесемпе канӑҫлӑх парнисем кӳрсе пӗтерсессӗн, Давид халӑха Саваоф Ҫӳлхуҫа ячӗпе пилленӗ; 19. ун хыҫҫӑн вӑл пӗтӗм халӑха, израильсен пысӑк йышне, [Данпа Вирсавия хушшинче пурӑнакансене] — арҫыннисене те, хӗрарӑмӗсене те — кашнинех пӗрер ҫӑкӑр, пӗрер татӑк ӑшаланӑ аш тата пӗрер иҫӗм кукӑлӗ валеҫсе панӑ.

18. Когда Давид окончил приношение всесожжений и жертв мирных, то благословил он народ именем Господа Саваофа; 19. и роздал всему народу, всему множеству Израильтян [от Дана даже до Вирсавии], как мужчинам, так и женщинам, по одному хлебу и по куску жареного мяса и по одной лепешке каждому.

2 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Леш хӗрарӑмӗ Саул патне пынӑ та, Саул питӗ хӑраса ӳкнине курса, ҫапла каланӑ: акӑ санӑн хӑрхӑму эсӗ каланине итлерӗ, пурӑнӑҫне хӑрушлӑха кӗртсе ӳкерчӗ пулин те эсӗ хушнине турӗ; 22. халӗ эпӗ сана хӑрхӑму каланине итлеме ыйтатӑп: эпӗ сана пӗр татӑк ҫӑкӑр сӗнетӗп, ҫисемччӗ — йӑл илӗн, ҫула тухма вӑй кӗрӗ, тенӗ.

21. И подошла женщина та к Саулу, и увидела, что он очень испугался, и сказала: вот, раба твоя послушалась голоса твоего и подвергала жизнь свою опасности и исполнила приказание, которое ты дал мне; 22. теперь прошу, послушайся и ты голоса рабы твоей: я предложу тебе кусок хлеба, поешь, и будет в тебе крепость, когда пойдешь в путь.

1 Пат 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Унӑн асаилӗвӗн пӗр сыпӑкӗпе сире те паллаштарам эппин: «...Вӑрҫа эпир 1941 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тухса кайрӑмӑр. Йӗпреҫе ҫитрӗмӗр, кунта лашасем пуҫтартӑмӑр та пуйӑса лартӑмӑр. Темиҫе кун кайнӑ хыҫҫӑн Мускава ҫитрӗмӗр. Тӗп хуларан Ленинград еннелле выртакан ҫул ҫинчи ҫар ҫыннисем хатӗрлекен Боровичи хулинче чарӑнтӑмӑр. Фронт валли пухнӑ лашасене шӑпах ҫавӑнта антарса хӑвартӑмӑр. Хамӑра Ленинграда илсе кайрӗҫ. Тӑван ҫӗршывпа Финлянди чиккине хӳтӗленӗ ҫӗрте тӑтӑмӑр, финсемпе ҫапӑҫӑва кӗме те тӳр килчӗ. 900 кун пынӑ блокадӑна та чӑтса ирттерме тиврӗ. Блокада ункине татса янӑ ҫӗре те хутшӑннӑ. 1943 ҫулта Синявино текен шурлӑхлӑ вырӑнта ҫапӑҫрӑм. Кунта 5 кун ӑша пӗр татӑк апат ямасӑр пурӑнтӑмӑр. Шӑпах ҫав тытӑҫура мана йывӑр амантрӗҫ. Госпитальте ҫур ҫул сывалма тиврӗ. Самайлансан фронта тепӗр хут ӑсантӑм. Эстоние, Литвана, Новгород, Псков хулисене ирӗке кӑларассишӗн пынӑ хӗрӳ ҫапӑҫусенче пултӑм. Пирӗн ҫарсем малаллах шурӗҫ, тӑшмана хӑваласа Польша ҫӗрне кӗтӗмӗр. Ӑна ирӗке кӑларнӑ хыҫҫӑн Хӗвелтухӑҫ Пруссие фашистсен тыткӑнӗнчен хӑтарма пырса ҫитрӗмӗр. Пӗррехинче /пуш уйӑхӗччӗ ун чухне/ Висла шывӗ урлӑ кимӗпе каҫнӑ чухне пирӗн ҫине нимӗҫ самолечӗсем бомба тӑкма тытӑнчӗҫ. Вӑйлӑ хум пырса ҫапнипе кимӗ ҫаврӑнса ӳкрӗ. 20 салтакран пӗр эпӗ кӑна чӗрӗ юлтӑм пуль. Мана салтак шинелӗ хӑтарса хӑварчӗ. Кимӗ ҫине лариччен тӳмесене вӗҫертсе янӑччӗ. Шинель шыв ҫинче ҫунат пекех сарӑлса выртрӗ, путма памасӑр анлӑ юханшыв урлӑ тӗрӗс-тӗкеллӗн ишсе каҫма пулӑшрӗ. Ҫыран хӗррине ҫитсен пӗр йывӑҫ тураттинчен ярса тытрӑм. Мана, вӑйран кайнӑскере, хамӑр салтаксем асӑрхарӗҫ, шывран тухма пулӑшрӗҫ. Витӗрех йӗпеннӗ тумтире улӑштарса тӑхӑнтартрӗҫ, ҫур черкке спирт ӗҫтерчӗҫ. Саперсен ушкӑнӗпе пӗрле тепӗр кимӗ ҫине ларса Висла урлӑ каҫрӑмӑр. Нимӗҫсене хӑваларӑмӑр. Кунта пысӑках мар завод пурччӗ /спирт завочӗ пулнӑ иккен-ха вӑл/. Ӑна фашист йыттисенчен туртса илессишӗн ир пуҫласа каҫченех ҫапӑҫрӑмӑр. Шӑпах ҫавӑнта пирӗн ҫарсен артиллерийӗ атакӑлама тытӑнчӗ. Эпир те, пехотӑрисем, тӑшман ҫине хӑюллӑн кӗрсе кайрӑмӑр. Мана кунта каллех амантрӗҫ, тепӗр 2 уйӑх госпитальте выртрӑм. Сывалсан Мурманск хулинчен эшелонпа Япони еннелле илсе кайрӗҫ, кунта Япони самурайӗсемпе тытӑҫма тиврӗ. 1945 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче нумай хут аманнӑ салтаксене киле ямалли ҫинчен калакан приказ тухрӗ».

Помоги переводом

Салтак шинелӗ ҫӑлса хӑварнӑ // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

«Ун чухне аван ӗҫлесе илеттӗм. Ачасене общежитире мар, тара тытнӑ хваттерте пурӑнтартӑм, укҫаран татӑк тӑратман, холодильнике апат-ҫимӗҫпе тултарсах тӑнӑ. Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та Ольӑпа пӗрлех пурӑнтӑмӑр, эпӗ эрни-эрнипе килте пулман чухне ывӑла пӗччен епле хӑварас? 9-мӗш класс хыҫҫӑн Владик та Шупашкара кайрӗ. Ялти ҫурта ҫӑра ҫакса, выльӑх-чӗрлӗхе сутса Оля та ывӑлӗпе, хӗрӗпе пӗрле хулана пурӑнма куҫрӗ. Медсестрана вӗреннӗскер пӗр вӑхӑт ялти садикре ӗҫлерӗ. Унтан кайсан, вӑхӑт иртсен, квалификацие ҫухатрӗ. Хулара кафере савӑт-сапа ҫунӑ ҫӗрте те, пекарньӑра та ӗҫлерӗ. Ҫӑкӑр пӗҫернӗ чухне сутлӑха юрӑхсӑрри тӑтӑш пулатчӗ унӑн, куншӑн хӑйӗн кӗсйинчен тӳлеттеретчӗҫ. Тӑкакӗсене хам кӗсьерен тем чухлех саплаштарнӑ», — каласа кӑтартрӗ Владимир Ильич.

Помоги переводом

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Анчах та кӑвакарчӑн ун питӗнчен пӑхмасӑрах портсигар туртса кӑларчӗ, портсигарта чылайранпа выртакан ҫыруран пӗр татӑк ҫурса илчӗ те кӑранташ кӑларса ҫырма пуҫларӗ.

Но голубчик, вовсе не смотря на ее лицо, уже вынул портсигар, оторвал клочок бумаги от завалявшегося в нем письма, вынул карандаш и писал.

XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫамрӑк ҫынсем, вӗсен мӗн чухлӗ те пулин туйӑм тата пӗчӗк татӑк чӗре пур пулсан, хӗр ҫинчен калаҫнӑ чухне хӗрӗн пит-куҫӗ мӗнле-ши тесе интересленмесӗр иртме пултараҫҫӗ-и?

Натурально ли, чтобы молодые люди, если в них есть капля вкуса и хоть маленький кусочек сердца, не поинтересовались вопросом о лице, говоря про девушку?

X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫавӑнпа намӑс валеҫнӗ чух мана намӑс тени пӗр татӑк та лекмен.

Вот и не досталось мне при дележке ни кусочка этой самой совести.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Халтан кайнӑ, вӑйсӑр карчӑк ҫаплах пурӑнчӗ; вӑл пӗр татӑк ҫӑкӑр, пӗр сыпкӑм шыв та пулин пама ыйтрӗ.

Старуха — немощная и бессильная — все же жила; она просила хоть кусочек хлеба, хоть глоток воды.

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тен, эпӗ те йӑмӑк какайне ирӗксӗртен пӗрер татӑк ҫинӗ пулӗ, халь ӗнтӗ хама ҫимелли черет ҫитрӗ…

Может быть, и я по неведению съел несколько кусочков мяса сестренки, а теперь очередь дошла до меня самого…

XII // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Ҫын какайне пӗр татӑк касса ҫиме май пур-тӑк, ҫыннипех ҫисе яма та пулать ӗнтӗ.

Но раз можно съесть кусок, значит, можно съесть и человека целиком.

XI // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней