Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

татмалла (тĕпĕ: тат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Манӑн пуҫӑма касса татмалла

Башку бы мне оторвать…

10 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Анчах упа кӗпҫине чечеке лариччен татмалла, мӗншӗн тесен вӑл паха сӗткенне каярахпа хӑйӗн вӑррине парса пӗтерет.

Только надо знать, следить надо, чтобы застать дягиль до цветения, чтоб не успело растение отдать свою драгоценную кровь семени.

Вӑрман сыхлавҫи // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Татмалла мар-ши вӗсене ҫапах та?

Не сорвать ли их все-таки?

IV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

— Паллах, ара, мӗншӗн татмалла ӑна?

— Ну конечно, какая же в этом надобность?

Вӑтӑр пиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Шайкӑри ачасенчен хӑшӗ те пулин пирӗн вӑрттӑнлӑха сутсан, унӑн пуҫне касса татмалла, ӳтне вут ҫинче ҫунтарса, кӗлне ҫилпе вӗҫтерсе ямалла; унӑн ятне списокран юнпа чӗрсе пӑрахмалла, ӑна тек нихҫан та аса илмелле мар, ылханса яланлӑхах манмалла.

А если кто-нибудь из шайки выдаст нашу тайну, то ему перережут горло, а после того сожгут труп и развеют пепел по ветру, кровью вычеркнут его имя из списка и больше не станут о нем поминать, а проклянут и забудут навсегда.

Иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

«Анчах та ку — наказани пулсан, — шухӑшларӗ вӑл каллех: — эпир халь хамӑр айӑпшӑн тӳлесе татмалла пулсан?

«Но если это — наказание, — подумала она опять, — если мы должны теперь внести полную уплату за нашу вину?

XXXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Касмалла тени — татмалла тени мар вӑл.

Резать — не отрезать.

1946-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ҫук, паянах чуна ҫуйхантаран ҫак ыйтусене татмалла!

Помоги переводом

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Пуринчен малтан тивӗҫне татмалла.

Прежде всего надо долг исполнять…

XXI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

— Мӗншӗн тесен сирӗн халех хваттер укҫи тӳлесе татмалла, сирӗн укҫа та пур, эсир ав тӳлесшӗн мар — акӑ мӗн.

«А такое дело, что вы сейчас должны заплатить хозяину за квартиру; что у вас есть деньги, да вы не хотите платить — вот что».

Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

— Ҫакӑн пек чӗлхесене, нимӗҫсен суйине ӗненекенскерсене, татмалла та таса мар шыв тытакан савӑт-сапана пӑрахмалла.

— Отрывать бы такие языки, что заместо ветра немецкую брехню подхватывают, да в помойку.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Татмалла-и, татмалла мар-и?

Сорвать или нет?

Ылтӑн пан улми // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 84–97 с.

Камӑн та пулин ҫав виҫӗ метр ҫӳллӗш тунката ҫине хӑпарса пуртӑпа касса татмалла пулать.

Значит, кому-то из нас предстояло вскарабкаться на пень вышиной в три метра и топором отделить от него ствол.

IX сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Ҫав туратсене пурне те татмалла ӗнтӗ, унтан пӗренине темиҫе ҫӗртен касса, вӗсене ӳкнӗ йывӑҫсен хушшипе кӑларса, шыв хӗррине илсе ҫитермелле.

Нужно было обрубить все эти ветки; нужно было распилить каждый ствол на несколько кусков; нужно было оттащить заготовленные бревна к реке, пробравшись с ними через завал.

IX сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Дон Ҫарӗн халӑхӗ, унти суту-илӳпе промышленность большевиксем тапӑннине пула тӳснӗ мӗнпур тӑкаксемшӗн пире Советлӑ Российӑн тӳлесе татмалла пултӑр.

Все убытки населения Войска Донского, торговли и промышленности, происшедшие от нашествия большевиков, должны быть возмещены советской Россией.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

«Ҫук, эпӗ урӑх ҫын, — шухӑшларӗ Крылатов, Марийкӑна хӑваласа ҫитме васкамасӑр; унӑн хӑй шухӑшӗсемпе пӗр пӗччен пуласси килчӗ. — Ҫук, ҫук, ӗмӗте татмалла мар!

«Нет, у меня другое дело, — не совсем уверенно подумал Крылатов, не торопясь догонять Марийку. — Нет, нет, не надо терять надежду!

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Пӗлетӗп, — ҫаплах хӑюллӑн ответленӗ Максименко: — нимӗҫ минисене сиенсӗрлетмелле, нимӗҫ пралукне касса татмалла, ҫав вырӑнтан сире каҫарса ямалла та комсомолецсен пуххине ирттерме киле таврӑнмалла, мӗншӗн тесен пирӗн ыран ирех пуху, а эпӗ — комсорг.

— Знаю, — так же бойко отвечал Максименко, — розминирувать нимецьки мины, розризать нимецьку проволоку, пропустыть вас у цей розриз и идты до дому на Комсомольске собрание, бо у нас завтра вранку собрание, а я комсорг.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Командирсене вӑл пурне те хытӑ наказ панӑ: вут-ҫулӑм кӑлармалли тӗп вучахсене ҫапӑҫма пуҫличчен тӑшман ан куртӑр, кирлӗ минутсенче ҫеҫ, ӗҫе татмалла чухне, вӗсене сасартӑк ӗҫе яма тӑрӑшмалла.

Всем командирам он давал строгий наказ, чтобы огневые точки были тщательно скрыты от врага до начала боя и только в нужные, решительные минуты и по возможности внезапно вступали в действие.

XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Тен, ав ҫав шланг патне шуса пырса, ылханлӑ пыршӑна бритвӑпа (Володя ӑна яланах кӗсьере усранӑ) касса татмалла мар-ши?

Может быть, подползти вон к тому шлангу, попробовать безопасной бритвочкой, которая всегда хранилась у Володи в кармане, перепилить проклятую кишку?

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Кӑмрӑк тӑвас тесен, вутӑ татмалла та ӑна пӗр ҫӗре купаламалла, ҫине ҫеремлӗ ҫӗрпе витсе хумалла, унтан вуттине чӗртмелле.

Нужно нарубить толстых сучьев, сложить их в одну кучу, прикрыть слоем дерна и сжечь.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней