Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тасатмалла (тĕпĕ: тасат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӗтел ҫине лартиччен чӗркенӗ хутне илмелле е станиоле тасатмалла.

Если это и случится, то обертку снимают приложенными к сыру ножом и вилкой.

Мӗн тата мӗнле ҫимелле // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Тутана хупӑ тытса, шӑла хӑвӑрт тасатмалла.

Это делают со сжатыми губами и по возможности быстро.

Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Пусма ҫинчех урасене лайӑх шӑлса тасатмалла.

Уже на лестнице нужно тщательно вытереть ноги.

7. Хӑнара // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Тӳшек-минтерӗсем урайне ӳкнӗ, тусанран ҫуса тасатмалла.

Ага, вот подушки, перина лежат на полу, только в пыли все.

XIV. Ешӗл туй // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Кӗленчене пикенсех ҫуса тасатмалла пулчӗ.

Пришлось вымыть его щелоком, по- настоящему.

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Щетка илсе пушмака тусанран тасатмалла мар-и?

Или взять щетку и смахнуть пыль с туфель?

Урамра // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Тарласан алӑсене сӑмса тутрипе е одеколонпа йӗпетнӗ мамӑк таткипе шӑлса тасатмалла.

(Когда руки сильно потеют, их можно время от времени мыть или вытирать ваткой или платком, смоченным одеколоном).

Ташӑ каҫӗнче // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ҫу кунӗнче Шерккей картишӗнчен пӳрте кӗре пӗлмест, ялан мӗнле те пулин ӗҫ тупӑнать: е вите тасатмалла, е вутшанкӑ вакласа купаламалла, пуҫвӗрен явмалла, урапа-ҫуна тӳрлетмелле, — пушӑ вӑхӑтра вӑл ҫавӑн пек ӗҫсемпе тек аппаланать.

Летними днями Шерккей почти не заходит в дом — все время находится какая-нибудь работа: то хлев почистить, то дров нарубить да сложить, веревки свить, телеги-сани починить, так и заполняется весь день без остатка.

V. Хисеп йыхравӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Вӑрманта, уй-хирте ӗҫленӗ чухне канма кӑшлакан чӗрчунсем пурӑнман вырӑнсене суйласа илмелле, хытхураран, хӑрӑк туратсенчен тасатмалла.

Помоги переводом

Геморраги сивчирӗнчен асӑрханӑр // Алина ЛУКИЯНОВА. Сывлӑх, 2015.06.03

Харпӑр хӑй гигиени пирки калас пулсан ҫакна асра тытмалла: хурал пӳрчӗсемпе, сунар, дача ҫурчӗсемпе усӑ курма пуҫлас умӗн вӗсенче стенасене, урайне дезинфикацилекен хатӗрсем хушнӑ шывпа ҫуса тасатмалла.

Помоги переводом

Геморраги сивчирӗнчен асӑрханӑр // Алина ЛУКИЯНОВА. Сывлӑх, 2015.06.03

1. Ӗҫ тӑвакан органсен, муниципалитетсен органӗсен ял-хуласен, парксен, скверсен, масарсен, сывлӑх учрежденийӗсен, халӑх массӑллӑ пухӑнакан вырӑнсен территорийӗсене тата вӗсен таврашӗнчи (50 метртан кая мар) территорисене тирпей-илем кӗртмелле; ял-хуласем ҫывӑхӗнчи вӑрмансене йӗркене кӗртмелле; хуласен таврашӗнчи зонӑсенче юрӑхсӑра тухнӑ хуралтӑсене шута илмелле, вӗсене пӑсас ыйтӑва татса памалла; ял-хула, сад-пахча кооперативӗсем, сывлӑх учрежденийӗсем ҫывӑхӗнчи вӑрмансене ҫӳп-ҫап куписенчен, хӑрӑк шанкӑран, вӗтӗ хунавсенчен тасатмалла; ҫӳлерех асӑннӑ мӗнпур вырӑнта шӑши евӗр кӑшлакан чӗрчунсене пӗтермелли мероприятисем ирттерессине йӗркелемелле; унсӑр пуҫне ҫак мероприятисенех профилактика тӗллевӗпе кашни ҫуркунне-кӗркуннех ирттермелле; общество ҫурчӗсемпе пурӑнмалли ҫуртсене кӑшлакан чӗрчунсем лекесрен хӳтӗлемелли тата вӗсене пӗтермелли мероприятисем йӗркелемелле.

Помоги переводом

Геморраги сивчирӗнчен асӑрханӑр // Алина ЛУКИЯНОВА. Сывлӑх, 2015.06.03

Анчах та малтан ҫенӗкре тасатмалла пулнӑ.

Надо было только вычистить сени.

IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Астӑватӑр-и, пӗррехинче эсир мана ҫапла каласаччӗ: пирӗн большевиксене хирӗҫ ҫапӑҫма кирлӗ мар, мирлӗ халӑх хушшинче вут-ҫулӑмпа тата хӗҫпе тухмалла, цивилизаци ҫинчен большевикла тасамарлӑха тӗппипех ҫуса тасатмалла

Помните, вы мне как-то сказали, что лучше бы нам не вступать в бой с большевиками, а пройти огнем и мечом среди мирного населения, смыть начисто большевистское пятно с цивилизации…

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Андрейпе Маринкина чи усал та ирсӗр ӗҫ пачӗҫ: вӗсен администраци ҫурчӗ ҫумӗнчи уборнӑй шӑтӑкӗсене тасатмалла.

Андрея и Маринкина назначили на самую скверную работу: на чистку выгребных ям при доме администрации.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Июнь уйӑхӗнче Архангельск советне ҫӗнӗрен суйларӗҫ, ӑна меньшевиксемпе эсерсенчен тасатмалла пулчӗ, Павлин Соломбалӑри митингсенче сӑмахсем тухса каларӗ, меньшевиксене те, эсерсене те — совет влаҫӗн ҫак хаяр тӑшманӗсене — пӗр хӗрхенмесӗр тустарса аркатрӗ.

В июне переизбирался Архангельский совет, надо было очистить его от меньшевиков и эсеров, Павлин выступал на митингах в Соломбале и беспощадно громил тех и других как яростных врагов советской власти.

6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Кӑвак тӳпере кӗренрех тӗслӗ юрпа витӗннӗ йывӑҫ тӑррисем епле сулланнине пӑхса, Андрей кӗтмен ҫӗртен килсе тухнӑ хумханупа хӑй ҫинчен, хӑйӗн юлташӗсем ҫинчен, районти коммунистсем ҫинчен шухӑшларӗ: «эпир пурте вӑрман ӑстаҫисем, вӑрмана юратакансем, хамӑрӑн вӑрмансене пирӗн ҫӗрте выртакан хӑрӑк-харӑкран ҫакӑн пекех тасатмалла, ҫынсене ҫак мачта тума юрӑхлӑ хырсем пекех тӳррӗн те вӑйлӑн ӳстерсе ҫитӗнтермелле!»

Глядя, как покачиваются в синей высоте опушенные розоватым снегом вершины, Андрей с неожиданным волнением подумал о себе, о своих товарищах, о коммунистах района: «Все мы лесоводы и лесолюбы, так же очищать нам свои леса от валежника и хвороста и растить людей такими же прямыми и сильными, как эти мачтовки!»

10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Городовойсем аптраса тӑнӑ, малтан мӗн тумаллине те пӗлмен вӗсем: те шуйттан ҫурисене тытмалла, те стенасем ҫинчи листовкӑсене хырса тасатмалла.

Городовые не знали, что им делать сначала: ловить ли чертенят-мальчишек или соскабливать листовки со стен.

Вӑтӑр ҫиччӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Ӗҫ пӗтернӗ хыҫҫӑн станокне тата ҫулланса пӗтнӗ аллисене чӳпӗкпе тасатмалла пулнӑ.

Паклей полагалось обтирать после работы станки и грязные, замасленные руки.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Завода ҫийӗнчех тасатмалла пулнӑ.

Завод надо было очистить сразу же.

Улттӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Строительство районне бандӑран тасатмалла.

Необходимо очистить район строительства от банд.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней