Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗчӗккӗ те хӑрӑм тасатакан ҫын пекех хуп-хура наводчик, петлицисем ҫине икӗ виҫкӗтеслӗх ҫӗлесе лартнӑскер, тупӑ кӗпҫине сылтӑмалла пӑрчӗ, ун ҫийӗпе куҫпа виҫсе пӑхрӗ, — вара тупӑ хыттӑн карт! сиксе илчӗ, унтан тепре, татах тепре, йӗри-тавра тӑпра купаласа ҫавӑрнӑ позицийӗнчен сиксе тухса танк ҫинелле ыткӑнасшӑн тейӗн.
XXV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Тухмалли вырӑнсене минӑран тасатакан саперсемпе партизансем, йӑтӑнса аннӑ вырӑнтан тухнӑ ҫӗрте тӗл пулса тӑван пиччӗшӗсем пек, пӗр-пӗрне ыталаса илсен, малалла мӗн пулнине каласа пама кирлӗ-ши?
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Кантӑк тасатакан шӗвекпе ҫурӗ.
Ванчӑк чӳрече // Денис Гордеев. «Халӑх шкулӗ – Народная школа» №5/2019 стр. 56-60
Вирусран хӑрамалла мар пекчӗ-ҫке, ман вӗсене тасатакан шанчӑклӑ программа ларать.
Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Эпир подвалти чӳречеллӗ пӗчӗк пӳлӗмре ларатпӑр, чӳрече витӗр шӑпӑр та урасем анчах курӑнаҫҫӗ: ахӑрнех унта килкартишне тасатакан ҫын тӑратчӗ пулмалла.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пуҫне аллисемпе хӗссе уткаласа ҫӳрерӗ, пыра-киле шӑлне тасатакан груша туратне те кышласа ячӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл утнине, вӑл харлаттарса ҫывӑрнине, унӑн ҫӳҫӗсене, хӑй кашни ир тасатакан аттисене те курас килместчӗ манӑн.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Шӑтӑкран пӑхнӑ чух нихҫанхинчен те ҫутӑрах курӑнакан ҫӑлтӑрсем пуҫ ҫинчех йӑлкӑшса тӑнӑ пек туйӑннӑ, хуллен сулланакан лӑсӑллӑ хыр туратти ҫав ҫутӑ вут куҫӗсене тутӑр татӑкӗпе шӑлса тасатакан алӑ пекех курӑннӑ.
12 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫирӗк турачӗ ҫинче хӑйӗн хура шӗвӗр сӑмсине тасатакан чакак сасартӑках пуҫне айӑккалла пӑрчӗ те тимлесе итлерӗ, вӗҫсе кайма хатӗрленсе ларчӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
2025 ҫулччен Сӗнтӗрвӑрринче тата Етӗрнере биологи мелӗпе тасатакан сооруженисене юсаса ҫӗнетмелле тата тумалла, Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫумӑр шывӗсемпе каяш шывсене тасатакан вырӑнти сооруженисене туса хута ямалла.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Халӑха шывсен япӑх витӗмӗнчен хӳтӗлес тӗллевпе пӗлтӗр Ҫӗнӗ Шупашкарти биологи мелӗпе тасатакан сооруженисен виҫҫӗмӗш черетне тума тытӑннӑ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Шыв тасатакан сооруженисемпе санитари зонин объектне тӑвасси те вӗҫленсе пырать.
Валерий Фадеев: «Аталанмалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, тӑрӑшмалла кӑна» // И.САЛАНДАЕВ. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&ty ... id=2709271
Аякран юр тасатакан трактор кӗрлеттерсе килет.
Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html
Ҫавӑнпа-ши халӗ йӗри-таврари ҫырма-ҫатрасенче ӳсекен йывӑҫсем хӑрса ӳксен те вӗсене вутӑлӑх тасатакан сахалрах.
Ал айӗнчи паха удобрени // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№
Юна тасатакан чей.
Хӗрлӗ клевер чечеке ларсан // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№
Ҫӗнӗ Шупашкарта «Шупашкарти ҫурт-йӗр тӑвакан комбинат» тулли мар яваплӑ обществӑн тимӗр-бетон хатӗрӗсем туса кӑларакан завочӗ, Шупашкарпа хула ҫывӑхӗнче пурӑнакансене ӗҫмелли таса шыв парса тӑракан «Заовражная» станци тӗпне тасатакан сооружени, Вӑрнар районӗнчи Малтикас ялӗнче поселокри аш-какай комбиначӗн 1000 ӗне вырнаҫмалӑх комплексӗ, ытти предприяти хута кайнӑ.
Тупӑшлӑ предприятисем нумайланнӑ // В.ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.06.28, 100№
Усал-тӗселтен тасатакан сӑваплӑ ҫулӑма тивӗртнине, хулаш йӗри-тавра хӗрсем ака тунине («хӗраки»), йӑх юписене лартнине Ҫимӗке килнӗ пур хӑна сӑнарӗ — вӗттинчен пуҫласа аслисем таранах.
«Чемен картинче» пӗтӗм чӑвашсен Ҫимӗкӗ иртрӗ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12773.html
30. Ун урлӑ эсир те Христос Иисуспа пӗрлешнӗ, Вӑл пире Турӑран ӑс паракан, тӳрре кӑларакан, тасатакан, хӑтаракан пулчӗ.
1 Кор 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Турӑ ҫав Хыпара пӗлтерессе ӗлӗкех Хӑйӗн пророкӗсем урлӑ сӑваплӑ ҫырусенче каланӑ; 3-4. ҫак Хыпар — Унӑн Ывӑлӗ Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ҫинчен; Вӑл ӳчӗпе Давид йӑхӗнчен ҫуралнӑ, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрса хӑвачӗпе, тасатакан сывлӑшӗпе Хӑй Турӑ Ывӑлӗ иккенне кӑтартнӑ; 5. Унӑн ячӗпе пур халӑхсене те ӗненекен тумашкӑн эпир Ун урлӑ тивлетпе апостол тивӗҫне илнӗ, 6. апла ҫав халӑхсемпе пӗрле Иисус Христос сире те чӗннӗ.
Рим 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мӗншӗн тесен Вӑл — шӑратакан вут-ҫулӑм пек, тасатакан сӗлтӗ пек, 3. Вӑл кӗмӗл шӑратса тасатма ларӗ, Левий ывӑлӗсене, Ҫӳлхуҫана тӗрӗс парне кӳрсе тӑччӑр тесе, ылтӑнпа кӗмӗле шӑратса тасатнӑ пек шӑратса тасатӗ.
Мал 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.