Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Мӗнле-ха капла, таса тутӑр паратӑр-и эсир мана е памастӑр-и? — тӗрӗ вӑл малалла Гашӑна.— Что ж, хотите вы мне дать чистый платок? — продолжала она, обращаясь к Гаше.
VII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑйлӑ ҫил хӑваласа пыракан чалӑш ҫумӑр витререн янӑ пек ҫӑвать; хулӑн пуставран ҫӗлетнӗ тумтирлӗ Василин ҫурӑмӗ тӑрӑх таса мар шыв кӳме ҫитти ҫинче пухӑннӑ кӳлленчӗке йӑрӑлтатса юхать.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Шӑп ҫав вӑхӑтра сасартӑк кӗпер айӗнчен таса мар ҫӗтӗк кӗпеллӗ, тӑртанса кайнӑ тӑрлавсӑр питлӗ этем тухать, вӑл шакла пуҫне ним те тӑхӑнман, вӑйсӑр урисем кукӑр, яп-яка та хӗрлӗ тӗслӗ татӑк аллине ҫак ҫын тӳрех кӳмеллӗ ҫӑмӑл урапа ҫинелле тӑсать.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Акӑ ӗнтӗ тӗтӗм, тикӗт, кӗлентӗр шӑрши сисӗнме пуҫларӗ, калаҫни, ура сассисем тата кустӑрма шӑлтӑртатни илтӗнчӗ; хӑнкӑрмасем таса уйри пек янӑрамаҫҫӗ ӗнтӗ, улӑм ҫивиттиллӗ, чус хӑмана касса эрешленӗ пӗчӗк крыльцаллӑ, хӗрлӗ те симӗс хупписене уҫса хунӑ пӗчӗкҫӗ чӳречеллӗ ҫуртсем ик енче те лара-лара юлаҫҫӗ, хӑшпӗр чӳречесенчен пӗр-пӗр хӗрарӑм пуҫне кӑларса пӑхать.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унӑн ӗненӗвӗсем тата ырӑрах пулма пултарни мӗнех вара, унӑн пурнӑҫӗ чаплӑрах тӗллев патнелле тӗмсӗлнӗ; ҫакӑншӑн ку таса чуна сахалтарах юратмалла-ши, унран сахалтарах тӗлӗнмелле-ши вара?
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ ниме хапсӑнман таса юратупа тата хӑй ҫинчен манса ыттисемшӗн тӑрӑшнипе иртсе кайнӑ.Вся жизнь ее была чистая, бескорыстная любовь и самоотвержение.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кулянса ларакан кукамай ҫине пӑхсан, вӑл хӑй хуйхине юриех ӳстерсе кӑтартать текен шухӑш никам пуҫне те пырса кӗрес ҫук, унӑн хуйхи ҫав тери пысӑк тата ҫын чунне пырса тивет; анчах темшӗн-ҫке эпӗ Наталья Савишнӑна ытларах кӑмӑллатӑп тата ҫак уҫӑ кӑмӑллӑ Натальйӑсӑр пуҫне аннене чунтан-вартан тата таса юратупа урӑх никам та юратманнине халичченех ҫирӗп ӗненсе тӑратӑп.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хамӑр инкек ҫинчен Наталья Савишнӑпа калаҫса пӑхас килчӗ; вӑл таса кӑмӑллӑ пулнине, пире юратнине пӗлетӗп эпӗ, ҫавӑнпа унпа пӗрле йӗрсе илесси ман чӗрене лӑплантарӗччӗ.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мӗншӗн-ха вӑл ҫакнашкал хӑрушла шурса кайнӑ, мӗншӗн витӗр курӑнас пек таса питҫӑмарти ҫине хура пӑнчӑ тухса ларнӑ?Отчего эта страшная бледность и на одной щеке черноватое пятно под прозрачной кожей?
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унӑн питне курас тесе, эпӗ тенкел ҫине тӑтӑм; анчах унӑн пичӗ тӗлӗнче мана каллех ҫав шупкарах сарӑ таса япала курӑнчӗ.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ алӑк патӗнче чарӑнтӑм та пӑха пуҫларӑм; анчах куҫӑмсем йӗрсе вӑйсӑрланнӑран, нервӑсем пӑсӑлса кайнӑран нимӗн те уйӑрса илеймерӗм; ҫутӑ, парча, бархат, ҫурта лартмалли пысӑк савӑтсем, чӗнтӗрлӗ кӗрен минтерсем, турӑ судне кӗмелли хут, хӑю ҫыпӑҫтарнӑ калпак тата ӑвӑс тӗслӗ темле таса япала — ҫаксем пурте тӗлӗнмелле пӗр ҫӗре пӗрлешнӗн курӑнчӗҫ.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Володя, — терӗм эпӗ ӑна ниҫта кайса кӗме пӗлмесӗр, таса мар перчетке ҫине кӑтартса, — Володя, эсӗ ҫакӑн пирки шухӑшламан та вӗт!
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ниме хапсӑнмасӑр вӗҫӗ-хӗррисӗр юратнин таса та ырӑ туйӑмне, никама пӗлтермесӗрех, хӗрхенекен тупаймасӑрах сӳннӗскере, эпӗ хурланса аса илетӗп.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ӑҫта чи лайӑх парне — кӑмӑл ҫемҫелнипе тухакан ҫав таса куҫҫуль тумламӗсем?
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кӗлтунӑ хыҫҫӑн пӗчӗкҫӗ утиялпа пӗркенсе выртатӑн; чуна канлӗ, ҫутӑ тата савӑнӑҫлӑ; ӗмӗтленӳллӗ пӗр шухӑш тепринпе ылмашӑнать, — мӗнле шухӑшсем-ши вӗсем? вӗсене пӗлме ҫук, анчах таса юратупа телейлӗ пуласлӑха шаннипе тулса тӑраҫҫӗ вӗсем.
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хам астӑвассах эпӗ Наталья Савишнӑна та, вӑл пире епле юратнине те астӑватӑп; анчах вӗсене хаклама халӗ ҫеҫ пӗлекен пултӑм, — ҫак карчӑк ытарма ҫук ырӑ, сайра тӗл пулакан таса чунлӑ ҫын пулни ун чухне ман пуҫа пырса та кӗмен.
XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Таса турӑ амӑшӗ!
XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ тӗлӗретӗп, ҫав вӑхӑтра ман пуҫа темле ҫӑмӑл, ҫутӑ та таса асаилӳсем килсе кӗреҫҫӗ.Я дремал, и в моем воображении возникали какие-то легкие, светлые и прозрачные воспоминания.
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унӑн таса шурӑ питне тахҫанах хӑнӑхса ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, юрататтӑмччӗ; анчах халь ун ҫине тимлӗрех пӑхрӑм та тата хытӑрах юратса пӑрахрӑм.
IX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ вӑл вунпиллӗкмӗш ҫултанпа турӑ ҫынни пек пулма тӑрӑшнине, хӗлле те, ҫулла та ҫара уран ҫӳренине, мӑнастирсене пыра-пыра кайнине, хӑй юратнӑ ҫынсене пӗчӗк турӑшсем парса парнеленине аванах пӗлетӗп; унӑн ӑнланмалла мар сӑмахӗсене хӑшпӗрисем малашне мӗн пулассине систерни вырӑнне хураҫҫӗ; вӑл урӑхла пурӑннине нихҫан та никам та курман; сайра-хутра вӑл асанне патне кӗркелесе тухать, пӗрисем каланӑ тӑрӑх, вӑл пуян ҫынсен тивлетсӗр ывӑлӗ, таса чунлӑ ҫын; теприсем каланӑ тӑрӑх, вӑл ахаль хресчен ҫеҫ, ҫитменнине кахал хӑй.
V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.