Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

таптаса (тĕпĕ: тапта) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир ҫыран тӑрӑх хӑмӑшсем хушшинчи сукмакпа кайрӑмӑр, ӑна сунарҫӑсем таптаса такӑрлатнӑ пулас.

Мы двигались в камышах вдоль берега по тропке, очевидно промятой охотниками.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Салтаксем пылчӑк ҫинче танка ирттерсе яриччен хӑйсене таптаса пусарма ирӗк парассине кӑтартса выртни паллӑ пулчӗ.

Солдаты лежали в грязи, на земле, с таким видом, что ясно было, что они скорее дадут раздавить себя, чем пропустят машину.

Вӑрҫӑ ҫулӗ ҫинче // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 172–187 с.

Спорт снарячӗсем, рацисем, писарсен сӗтелӗсем вырӑнне палатӑсен шалчисем, автомобильсен урапи йӗррисем, таптаса пӗтернӗ ҫерем, сарӑхнӑ курӑк хушшипе выртакан тӑвӑр сукмаксем ҫеҫ юлнӑ.

Колышки палаток, следы автомобильных шин, вмятины маршевого похода, вытоптанные кулиги с пожелтевшей по краям травой.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

— Эпӗ тата илсе килетӗп, — терӗ те хӗрарӑм, салтак аттисем таптаса тӑкӑрлатнӑ сукмакпа хирти кухньӑсем тӗтӗм мӑкӑрлантарса ларакан хуралтӑсем патнелле кайрӗ.

— Я еще принесу, — сказала женщина и пошла по дорожке, протоптанной солдатскими сапогами, к постройкам, где расположились полевые кухни.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

— Нимӗҫ хамӑр урлӑ таптаса каҫса кайсан анчах, — хушса хучӗ Бездоля, ҫыхса пӗтермен пуҫ кӑшӑлне аяккинелле хурса.

— Разве что по костям нашим проедет немец, — добавил Бездоля, откладывая неоконченный венок.

Пӗр ывӑҫ ҫӗр // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 28–38 с.

Эпӗ вӑл король ывӑлне хамӑн аллӑмсемпе тытса пӑвса пӑрахса, ун ҫине ҫумӑр ӑманӗ ҫине пуснӑ пек пусса, таптаса лапчӑтасса ҫитнӗ.

Мне хотелось своими руками придавить этого королевича, наступить на него и прижать башмаком, как дождевого червяка.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Черныш чикарккине таптаса сӳнтерчӗ, ура ҫине тӑчӗ те итлесе пӑхрӗ.

Черныш, затоптав цыгарку, встал и прислушался.

XXII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Уй варринче гусеницисемпе таптаса тӑкать…

Передавит среди поля гусеницами…

XII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Каҫӑ туса, артиллерие тепӗр енне каҫарса яма ӗлкӗриччен, «тигрсем» пире виҫӗ хут ҫӗр ӑшне таптаса хума пултараҫҫӗ.

Пока наведут переправу и перебросят артиллерию, «тигры» могут нас трижды смешать с землей.

IX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Хӑй вӑхӑтӗнче санӑн, хытӑ кӑмӑллӑ та тавӑрма юратакан ҫыннӑн, тӗрлӗ ҫухатусемпе тарӑхса ҫитнӗскерӗн, ҫак ют ҫӗрсенче пурне те таптаса тухас килетчӗ, хӑв умӑнта эсӗ, тӑшмансемсӗр пуҫне, урӑх нимӗн те тата никама та курмастӑнччӗ.

Было время, когда тебе, грубому, мстительному, озлобленному личными потерями, все было немило в этих чужих землях, ты не видел перед собой ничего и никого, кроме врагов.

V // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Ҫынсем ҫулсене тасатаҫҫӗ, таптаса такӑрлатаҫҫӗ, йӗрлесе пӗтереҫҫӗ, вӑл пур — татах ҫӑвать, пур япала ҫине те ҫӳллӗ мамӑк минтерсем хурса тухать.

Люди расчистят дорожки, натопчут, наследят, — а он опять пойдет и все завалит высокими пуховыми подушками.

Пӗлӗт ҫинчи тата ҫӗр ҫинчи явленисем // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

— Пӑрӑнӑр, атту эп сире таптаса каятӑп!

 — Отойдите, а то я вас задавлю!

Велосипед туянаҫҫӗ // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

— Пӗтӗмпех таптаса тӑкма эпир алла вӗрентмен тискер лашасем мар вӗт, — кӗтмен ҫӗртен хыттӑн татса каларӗ Брянский.

— Мы не дикие кони, чтобы все топтать, — с неожиданной резкостью вмешался Брянский.

V // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Пӗтӗмпех таптаса тӑкӑпӑр!

Все тут перетопчем!

V // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Таптаса, тӑпӑлтарса пӗтернӗ хир хура юрпа витӗннӗ пулнӑ, — тарӑн тутлӑрах шӑрши халь те ун ҫинче тытӑнса тӑнӑ-ха.

Черным снегом было покрыто поле, все истоптанное и истерзанное, сладковатый запах пороха еще витал над ним.

10 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

Мӗн-ха вӑл вӗсем, воинсем, умӗнче таптаса тӑрать?

Что ж он, чистенький, стоит перед ними, воинами?

10 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

Эппин, пирӗн чӑнлӑх чӗрӗ-ха, ӑна таптаса лапчӑтман.

Значит, жива наша правда, не потоптана!

7 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

Вӗсем хӑйсен тачкисене ҫирӗп, типӗ, таптаса якатнӑ грейдер ҫине туртса хӑпартрӗҫ те — нимрен малтан сарӑлса выртакан хӗрарӑма курчӗҫ.

Они втащили свои тачки на крепкий, сухой, укатанный грунт грейдера, и первое, что там увидели, — была распростертая женщина.

5 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

Ку хире тахҫанах таптаса пӗтернӗ пулнӑ.

Поле давно было вытоптано.

4 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

Таптаса, юнласа пӗтернӗ хула.

Распятый, окровавленный город.

8 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней