Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тӗкӗлесе хунӑ япаласене часах вырӑнтан тапратать, алӑкӗ вара яриех уҫӑлать.Тюки и свертки были скоро сдвинуты с места, и дверь открылась настежь.
ХLIV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ҫиле кам тапратать? —
Ӑшӑ — хӗвелте // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Вӑл кашни каҫах Испанири вӑрҫӑ ҫинчен сӑмах тапратать те е республиканецсен ретне тӑрса паттӑррӑн ҫапӑҫакан хӗрача ҫинчен хаҫатра вуланине, е ашшӗ-амӑшӗсем ирӗк памасӑрах фронта кайнӑ ача ҫинчен радиопа илтнине каласа парать.
«Овод» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Ыран акӑ вӑрӑм ҫӗҫӗ ҫакса янӑ ҫиллес мучи килмелле, вӑл ӗнтӗ каллех асатте ҫине кӑшкӑрма тапратать.Завтра придет сердитый дядя с большим ножом на поясе и будет кричать на дедушку.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Выселкӑра пӗр вӑй питти арҫын та юлманнипе усӑ курса, вӑл артель пурлӑхне пӗчӗккӗн йӑкӑртма тапратать.
Шӑпчӑк Ванюшӗ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Енчен ун пек самант тупӑнмасан Тумлам пур пӗрех сӑмах тапратать: унӑн пурнӑҫӗнчи чи лайӑх вӑхӑт граждан вӑрҫинче иртни пур енчен те сисӗнет.
Тумлам // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Ҫӗнӗрен тӑрать, ыратнине ҫӗнтерсе, каллех йывӑр та асаплӑ виҫӗ утӑмне утӑмлама тапратать.Вновь вставал и, превозмогая боль, делал мучительно трудных три шага.
13 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Пӑртак ӑшӑннӑ хыҫҫӑн Чернецов, учӗ ҫине утланса ларса, офицер кӗрӗкӗн хутламӗсене турткаласа тӳрлетет, йӗнер пӗкечи ҫинчен чӗлпӗре илсе тытса, хушка ҫамкаллӑ ҫӳрен урхамахне вырӑнтан тапратать те хӑюллӑн та ҫирӗппӗн кулса илет:
XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Пушӑпа хытӑ хӗртсе илни ҫеҫ ӑна вырӑнтан тапратать; вара енчен енне сулкаланса илет те, пур-ҫук вӑйӗпе туртӑнса, каллех малалла тапранса каять.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Гришатка пулӑшу чӗнсе кӑшкӑрма тапратать.
Тӑнне ҫухатнӑ // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Пугачев пичӗ хӗрелме тапратать.
Ҫакас е каҫарас // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Пугачев вара тӗрлӗ чеелӗхсем шутласа кӑларма тапратать.
Ҫуна // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
«Вӑл, вӑл», — хӑвӑрттӑн тапма тапратать Гришатка чӗри.
Чипер юл // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Кунта халь ҫаврӑнса пӑхма та ӗлкӗрейместӗн, — вӗр-ҫӗнӗ хӳшӗсене пӑрахса хӑвараҫҫӗ те, вӗсенче вара ҫурхи ҫил ҫеҫ хуҫаланма тапратать.
Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Турттарма пуҫлаҫҫӗ те, ҫумӑр тӑкма тапратать.
III // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.
Нимӗҫсем ҫинчен асӑнсанах, вӑл сив чир тытнӑ пек чӗтреме пуҫлать, вырӑнтан сиксе тӑрса хӗрӳллӗн калаҫма тапратать, чышкипе сӗтеле чыша-чыша илет.
XV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— Ӗнтӗ тӑкма тапратать!
I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Тепӗр пилӗк минутран хӗрӗ ӗнерлеме тапратать.
V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Мӑлатукпа шаккакалать, мӗнле лекнӗ ҫапла тӗккелет те кӳмине кӗрсе ларать, лашисене тапратать, вара курса ҫеҫ юл.
X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Щукарь кӗсри ҫине уртӑннӑ-уртӑнманах, хайхи кӗсре сулӑна-сулӑна каять, ӑшӗнче унӑн темскер пакӑртатма тапратать, вара кӗсре, епле тӑнӑ ҫаплипех, хӳрине тӑсса, ҫул ҫине тӳнсе каять.
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959