Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

таврӑнни (тĕпĕ: таврӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ак Ятман таврӑнни Укакви чӗринче каллех ҫил-тӑвӑл хускатрӗ, Галимджан сӑнарне куҫ умне тата чӗррӗнтерех кӑларса тӑратрӗ.

Помоги переводом

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ун сӑмахӗ — хӑй упа шӑтӑкне мӗнле анса кайни, ӑна унтан мӗнле туртса кӑларни, яла пӗчӗк ачана ҫавӑтнӑ пек ҫавӑтса таврӑнни ҫинчен каласа кӑтартни самаях кулӑшла тухрӗ, вӗсем виҫҫӗш те каҫса кайсах кулчӗҫ.

Помоги переводом

6. Сӗве тӑрӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тен, хан Арскран Хусана таврӑнни те савӑнтармасть ӑна?

Помоги переводом

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унтан вӑл хӑй пӗлтӗр вӑрмантан Нухрата мӗнле тытса таврӑнни ҫинчен кулса каласа кӑтартма пикенчӗ.

Помоги переводом

1. Ҫапӑҫу хирӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл Хусана таврӑнни Зинаида Степановнӑшӑн уяв пекех шутланнӑ-мӗн.

Помоги переводом

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Килтен таврӑнни уйӑх ытла иртнӗ, анчах пиччӗш патне кайса килме вӑхӑт тупайман Павлуш.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пулкалать хӑш чухне, шӑлу илнӗ кунсенче, киле ӳсӗр таврӑнни, анчах уншӑнах кӳренмелле мар, вӑл ӗмӗртен пыракан йӑла.

Помоги переводом

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хам таврӑнни ҫинчен тухтӑра ҫырса пӗлтерсенех, хурав килессе кӗтсе тӑмасӑр, Сан-Риоле тухса кайрӑм, унта виҫӗ уйӑха яхӑн Лерхпа иксӗмӗр аттерен юлнӑ куҫми пурлӑха сутас ыйтупа ӗҫлерӗмӗр.

Известив доктора письмом о своем возвращении, я, не дожидаясь ответа уехал в Сан-Риоль, где месяца три был занят с Лерхом делами продажи недвижимого имущества, оставшегося после отца.

XXXV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ӑна кӗреке ушкӑнӗ таврӑнни пӳлчӗ, хӑйсен вырӑнне кулса-шапӑлтатса йышӑнчӗҫ.

Его перебило возвращение всей застольной группы, занявшей свои места с гневом и смехом.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Кунсӑр пуҫне, селӗм ир, уҫӑлса ҫӳрев, вӑй-халӑм таврӑнни тата — хӑнӑхнӑ йӑлапа — кӑмӑл-туйӑм ҫителӗклех палӑртайманнине пӗтӗмпех ӑнсӑртлӑх аллине пани ӗнерхи кунӑн йӑнӑшне-ҫитменлӗхне ҫӗнтерчӗҫ.

Кроме того, прелестное утро, прогулка, возвращение сил и привычное отчисление на волю случая всего, что не совершенно определено желанием, перевесили этот недочет вчерашнего дня.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Вӑл ҫӗрле ҫухални, ир енне ҫеҫ таврӑнни сайра мар.

Бывало, он исчезал ночью, возвращаясь к утру.

VI. Караванри шуйттан // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Ҫак пусма-ҫул тӗвви-юппин тӗллевӗсене, паллах, чухлаймастӑп, анчах шӑпах та халӗ, таҫталла та кайма май пур чухне, каялла таврӑнни аванрах мартан текен шухӑш вӗҫсе иртрӗ.

Цели и ходы этих сплетений я, разумеется, не мог знать, но, имея как раз теперь обильный выбор всяческих направлений, подумал, что хорошо было бы вернуться.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Футроз килӗнчи савӑнӑҫлӑ каҫ ӑна таҫтан шалтан туклатса аса илтерет-ха, анчах ҫав туйӑм кӗҫех ҫухалчӗ; ашшӗ таврӑнни сутӑнчӑкла ытла та хытӑ пырса ҫапрӗ, шыва чышса ӳкернӗскер ҫакнашкал лару-тӑрура ҫыран хӗрринче уҫӑлса ҫӳренин савӑнӑҫӗ пирки мар, ҫӑлӑнӑҫ пирки кӑна шухӑшлать.

Впечатление вечера у Футроза еще билось, как нервный тик, в его душе, но те чувства уже исчезли; возвращение отца сыграло роль предательского удара, после которого столкнутый в воду стремится не к радостям береговой прогулки, но только к спасению.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Эпӗ ӑна хамӑн пулӑшӑва сӗнесшӗнччӗ, тенкел ҫинчен тӑнӑччӗ те ӗнтӗ — ҫав вӑхӑтра вӑл паллакан ҫын, савнийӗ пулас, Эмиль ятлӑскер, курӑнса кайрӗ; хайхискер хӗрарӑма лӑплантарать, унӑн ашшӗ таврӑнни, амӑшӗ сывални пирки евитлет; вара вӗсем пӗтӗм халӑх умӗнче чуп турӗҫ; шӑп ҫак самантра хайхи йӗксӗк — эпӗ ӑна сӑнасах лараттӑмччӗ — пистолетне йӑпӑр-япӑр кӑларчӗ те Эмиле персе пӑрахрӗ, унтан, тӑнне ҫухатнипе ӳкекен хӗре ярса тытса, ӑна сӗтӗрсе каясшӑнччӗ, анчах эпӗ хӑвӑрт кӑна тӗллерӗм те йӗксӗке уринчен кӗрӗслеттертӗм.

Я хотел уже было предложить ей свои услуги и встал, но в это время показался ее знакомый, должно быть, жених, Эмиль, который утешил ее, сказав, что ее отец вернулся, а мамаша выздоровела; и они поцеловались при всей публике; тогда мерзавец, с которого я не спускал глаз, ловким выстрелом из пистолета свалил Эмиля и, подхватив упавшую в обморок девушку, хотел утащить ее, но я, быстро прицелившись, всадил ему в ногу пулю.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.

Ҫав вӑхӑтрах хӑйсен кивӗ йӗрӗ ҫине таврӑнни, юхан шыв авӑнчӑкӗпе кайни Рим алфавитӗнчи пысӑк «3» тунипе танлашӗччӗ.

Между тем обычный путь с возвращением на старый свой след и путешествие по изгибу реки составляли большое римское «S»,

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 141–146 с.

Гостиницӑна таврӑнни, паллах, вырӑнсӑр пулнӑ пулӗччӗ: хӑйне кӗҫӗрех тытса кайма пултарнине пур енчен те сисрӗ вӑл.

В гостиницу возвращаться, конечно, было бы глупо: по всем признакам, сегодня же ночью возьмут.

II сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Эпӗ ют ҫӗршывра, кӑвак кӳлӗ патӗнче пулни — ҫапах та унтан таврӑнни ҫинчен пӗлни те ҫитӗ сире.

Достаточно вам знать, что я был за границей, у голубого озера — и все-таки возвращаюсь оттуда.

III сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Унтан, манӑн анне ҫӗрлех хамӑр киле таврӑнни ҫинчен илтсен, доктор Ливси хӑйне аяк пӗрчинчен ҫапса илчӗ, сквайр «браво» тесе кӑшкӑрса ячӗ, хӑйӗн вӑрӑм чӑпӑклӑ чӗлӗмне камин решетки ҫине ҫапса ҫӗмӗрчӗ.

А когда они услыхали, как мать моя отправилась ночью обратно в наш дом, доктор Ливси хлопнул себя по бедру, а сквайр крикнул «браво» и разбил свою длинную трубку о решетку камина.

VI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Аллисене пуҫӗ хыҫне хурса, вӑл чылай вӑхӑт куҫӗсене хупмасӑр хӑй Академирен таврӑнни ҫинчен, Самарта 4-мӗш ҫӑр командующийӗпе Михаил Васильевич Фрунзепе тӗл пулни ҫинчен, вӑл ӑна Александрово-Гайски бригадӑн начальникӗ пулма уйӑрса лартни ҫинчен шухӑшларӗ.

Закинув за голову руки, он некоторое время лежал с открытыми глазами и думал о своем возвращении из Академии Генерального штаба, о встрече в Самаре с Михаилом Васильевичем Фрунзе, командующим 4-й армией, назначившим его начальником Александрово-Гайской бригады.

Хваттерте пурӑнакан // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Кун пек туса эпӗ, диван айӗнче выртаканскере, хам вӑл таврӑнни ҫинчен нимӗн те пӗлместӗп тесе, ӗнентертӗм.

Так уверил я лежащего под диваном, что ничего не знаю о его возвращении.

Ултавлӑ колбаса // Никита Волков. Пришвин М.М. Ярик: калавсем; вырӑсларан Н. Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1939. — 16 с. — 11–16 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней