Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

таврӑнатпӑр (тĕпĕ: таврӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Хисеплӗ господин, эпир тӳрӗ ӗҫкӗ-ҫикӗрен, туйран, таврӑнатпӑр; хамӑр йӗкӗте авлантартӑмӑр; мӗнле кирлӗ пек ҫавӑрса хутӑмӑр; пирӗн ачасем пурте ҫамрӑкскерсем, хастар пуҫсем, — ӗҫме нумай ӗҫнӗ, — анчах мухмӑртан уҫӑлма ним те ҫук; — эсир кӑшт та пулин пире кӑмӑл тумӑр-ши, пире пӑртакҫӑ укҫа памӑр-ши, — кашнин тӳпине пӗрер черккелӗх парӑрччӗ?

— Господин почтенный, едем мы с честного пирка, со свадебки; нашего молодца, значит, женили; как есть, уложили; ребята у нас все молодые, головы удалые — выпито было много, а опохмелиться нечем; то не будет ли ваша такая милость, не пожалуете ли нам деньжонок самую чуточку, — так, чтобы по косушке на брата?

Тӑнкӑртатать // Василий Хударсем. Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 3–27 с.

Хӗр уйӗнче пултӑмӑр, темиҫе хӳме урлӑ сиксе каҫрӑмӑр (малтанах эпӗ сикме хӑраттӑм, анчах атте хӑравҫӑсене юратмасть те — эпӗ шикленме пӑрахрӑм), Мускав шывӗ урлӑ икӗ хут каҫрӑмӑр; эпӗ ӗнтӗ киле таврӑнатпӑр пуль тесеттӗм, атте ман лашам ывӑннине те астутарчӗ, анчах Крым каҫҫи патӗнче сасартӑк аяккалла пӑрӑнчӗ те ҫыран тӑрӑх сиктерсе кайрӗ.

Побывали на Девичьем поле, перепрыгнули чрез несколько заборов (сперва я боялся прыгать, но отец презирал робких людей, — и я перестал бояться), переехали дважды чрез Москву-реку — и я уже думал, что мы возвращаемся домой, тем более что сам отец заметил, что лошадь моя устала, как вдруг он повернул от меня в сторону от Крымского броду и поскакал вдоль берега.

XXI // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Нимӗҫсене хӑваласа ярсанах каялла таврӑнатпӑр.

Отгонят немца — и опять вернемся.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Выставкӑран таврӑнатпӑр

— С выставки катим…

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Эпир сӗт илсе таврӑнатпӑр.

Мы ходили за молоком.

Вӗҫсе курни // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 63–67 с.

— Халӗ сире ырӑпа калатпӑр, тепӗр эрнерен таврӑнатпӑр та ак — ун чух урӑх йышши калаҫу пулать!

— Зараз добром просим, а через неделю вернемся другой разговор будет!

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Каялла таврӑнатпӑр!

Назад пойдем!

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Служивӑйсем, киле таврӑнатпӑр.

— Служивые, домой идем.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Эсир пире пӗр те пӗр ҫурӑмран перес пулсан, каялла таврӑнатпӑр та пурне те аш татки туса тӑкатпӑр.

Ежели в спину зачнете нам стрелять, — вернемся и перерубим всех на мелкое крошево.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Эпир Германирен таврӑнатпӑр, ҫул ҫинче пӗр кӑлтӑк сиксе тухрӗ.

— Мы возвращаемся из Германии, но в дороге случилась маленькая неувязка.

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Вӑйӑран киле таврӑнатпӑр ӗнтӗ, виҫӗ хӗр хамӑр…

— С игрищ идем домой, трое нас, девок…

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Салтаксем, лагерьтен таврӑнатпӑр.

Служивые, из лагерей.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Унтан каялла таврӑнатпӑр пулас.

— Потом должны вернуться обратно…

II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Паян станицӑна каятпӑр, ҫырӑнатпӑр, паянах таврӑнатпӑр, ыран туй тӑватпӑр, акӑ мӗнле!

Нынче поедем в станицу, зарегистрируемся, нынче же вернемся, а завтра справим свадьбу, вот так!

XXVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Халӗ тухса каятпӑр кунтан, Лукич, анчах эпир каллех таврӑнатпӑр!

Сейчас уезжаем, Лукич, но мы вернемся!

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпир пухуран таврӑнатпӑр, вӑл ҫаплах килте ҫук!

Мы с собрания приходим, а ее все нет!

13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпир Гаврикпа ӗҫе часах пӗтеретпӗр те, хӑвӑрт таврӑнатпӑр.

Мы с Гавриком зараз управимся и тоди быстренько вернемся.

XVII. Тир хуҫи // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Конторӑна ӑшӑнма таврӑнатпӑр эпир.

Мы возвращаемся в контору погреться.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Киле кулленех кая юлса, ывӑнса, анчах паттӑр кӑмӑлпа таврӑнатпӑр Куллен эпир Мускав урамӗсем тӑрӑх иртетпӗр, вӗсем халь хура вӑрман пек тӗксӗм, уҫӑмсӑр.

Возвращались домой поздно, усталые, шли домой по темным московским улицам, они казались дремучими и таинственными.

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпир вӗсене Боркине ҫити поездпа каятпӑр, унтан Кореваново урлӑ Водохранилищӗне ҫити ҫуран утатпӑр, вара ҫыран хӗррине чатӑр карса, ҫӗр каҫатпӑр, ирхине, хӗвелпе пӗрле тӑрса, ҫуллахи хӗвелтӑру кунне савӑнӑҫлӑн кӗтсе илетпӗр, кӑнтӑрлана каялла киле таврӑнатпӑр терӗмӗр.

Сказано было, что мы поедем поездом до Борок, а там пройдем пешком через Кореваново до водохранилища и на берегу его разобьем палатку, где и заночуем, а утром, встретив восход солнца, отпразднуем летнее солнцестояние и в обед вернемся с поездом домой.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней