Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

таврашри (тĕпĕ: тавраш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мана кунта пӗр ватӑ кӑвак лашапа илсе килчӗҫ, лашине ман таврашри анкарти вӗрлӗкӗ патне кӑкарса хунӑччӗ, эпӗ ун ҫине пӑхрӑм та, телейӗм пуррине сиснипе, ик куҫӑмран куҫҫуль шӑпӑртатса анчӗ.

Меня привезли на старой белой лошади, она была поодаль привязана к тыну, и у меня навернулись слёзы от этого чувства, от счастья, когда я посмотрел на неё.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку таврашри сиплӗ ҫилпе унӑн пит-куҫне тӗс кӗнӗ, вӑйӗ те хутшӑннӑ.

Живительный горный воздух возвратил ей цвет лица и силы.

Июнӗн 10-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Унта сан таврашри чи лайӑх йыш пухӑнать…

Все здешнее лучшее общество…

Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Пирӗн таврашри тусене пӗлмест пулас-ха.

Видно, не знает наших горок!

Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Лашасем ӗшенсе ҫитрӗҫ, хамӑр та шӑнса кайрӑмӑр; тӑман пирӗн таврашри ҫурҫӗр енчи пекех, вӑйлӑрах та вӑйлӑрах вӗркет; юрри кӑна салхурах та хурлӑхлӑрах илтӗнет.

Лошади измучились, мы продрогли; метель гудела сильнее и сильнее, точно наша родимая, северная; только ее дикие напевы были печальнее, заунывнее.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Аллӑмпа хыпашласа кӗтӗм те пӗр ӗне ҫумне пырса ҫапӑнтӑм; ку таврашри ҫынсем тарҫӑсем пурӑнмалли вырӑнта вите тӑваҫҫӗ иккен.

Ощупью вошел я и наткнулся на корову (хлев у этих людей заменяет лакейскую).

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Акӑ эпир почта станцине те куратпӑр, ҫав таврашри сакльӑ тӑррисене асӑрхарӑмӑр, пирӗн умра хӑйӑ ҫутисем те тараватлӑн курӑнса кайрӗҫ, ҫав вӑхӑтрах акӑ нӳрлӗ сивӗ сывлӑш та вӗрсе ячӗ, ту хушши кӗрлеме пуҫларӗ, унтан йӗпхӳ те пӗрӗхкелеме тытӑнчӗ.

Уж мы различали почтовую станцию, кровли окружающих ее саклей, и перед нами мелькали приветные огоньки, когда пахнул сырой, холодный ветер, ущелье загудело и пошел мелкий дождь.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Пирӗн таврашри тӗнче ытла та хӑвӑрт улшӑнса пырать.

Мир вокруг нас меняется все быстрее.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней