Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сӳнме (тĕпĕ: сӳн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мӗнле-ха ку: ҫутҫанталӑк саккунӗсене пула этем ҫапла пултарулӑхсӑр ҫуралать-и? — шухӑшланӑ Штольц: — е ку хатӗрленментен, вӗренментен килет-и? — Ӑҫта-ха ҫав хӑйӗн илӗртӳне нихҫан ҫухатман, кулӑшла пулман, улшӑнакан, ҫапах та сӳнме пӗлмен кӑмӑл-туртӑм?

— Что же это: врожденная неспособность вследствие законов природы, — говорил он, — или недостаток подготовки, воспитания?.. Где же эта симпатия, не теряющая никогда естественной прелести, не одевающаяся в шутовский наряд, видоизменяющаяся, но не гаснущая?

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Канцеляринче хутсем ҫырса ларнӑ вӑхӑтра сӳнме пуҫланӑ; унтан кӗнекесем ҫинче пурнӑҫра мӗн тума кирлине пӗлмен чӑнлӑхсене вуланипе сӳнсе пытӑм; пӗлӗшсемпе чухне сӑмах-юмахсем, элексем, йӗкӗлтенисене, усал та сивӗ шапӑлтатӑва, ниме тӑман калаҫусене итленипе, ним тӗллевсӗр, кӑмӑл туртӑмӗсӗр пурӑннипе ҫыхӑнса тӑракан туслӑха курнипе сӳнсе пытӑм; Мина пирки сӳнсе пытӑм тата вӑя пӗтертӗм: хам илекен тупӑшӑн ҫуррине ытла ӑна тӳлесе пытӑм, ӑна юрататӑп, тесе вӗҫкӗнлентӗм; Невски проспекчӗ тӑрӑх, енот тирӗнчен ҫӗлетнӗ кӗрӗкпе хӑнтӑр ҫухаллӑ ҫынсем хушшинче кичеммӗн те кахаллӑн утса ҫӳренӗ чухне, вечерсенче, хӑнара, хама юрӑхлӑ кӗрӳ вырӑнне хурса хавас кӑмӑлпа йышӑннӑ ҫӗрте, сӳнсе пытӑм; хуларан дачӑна, дачӑран Гороховӑй урамне куҫса ҫӳренипе, устрицӑсем тата омарсем тиесе килнинчен ҫуркунне пулнине уйӑрса илнипе, кӗркуннепе хӗллене — йӑлана кӗнӗ уяв кунӗсемпе, ҫуллана — уҫӑлса ҫӳренипе пӗлтӗм, мӗнпур пурнӑҫа — ыттисем пекех, кахаллӑн та канлӗн тӗлӗрсе ирттернипе сӳнсе пытӑм тата пурнӑҫӑмпа ӑсӑма ҫак вак-тӗвексемшӗн сапаласа пӗтертӗм…

Начал гаснуть я над писаньем бумаг в канцелярии; гаснул потом, вычитывая в книгах истины, с которыми не знал, что делать в жизни, гаснул с приятелями, слушая толки, сплетни, передразниванье, злую и холодную болтовню, пустоту, глядя на дружбу, поддерживаемую сходками без цели, без симпатии; гаснул и губил силы с Миной: платил ей больше половины своего дохода и воображал, что люблю ее; гаснул в унылом и ленивом хождении по Невскому проспекту, среди енотовых шуб и бобровых воротников, — на вечерах, в приемные дни, где оказывали мне радушие как сносному жениху; гаснул и тратил по мелочи жизнь и ум, переезжая из города на дачу, с дачи в Гороховую, определяя весну привозом устриц и омаров, осень и зиму — положенными днями, лето — гуляньями и всю жизнь — ленивой и покойной дремотой, как другие…

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хама ӑнланнӑ пӗрремӗш минутранпах эпӗ сӳнме пуҫланине туйса илнӗ.

С первой минуты, когда я сознал себя, я почувствовал, что я уже гасну.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫук, манӑн пурнӑҫ сӳнме пуҫланинчен тытӑннӑ.

Нет, жизнь моя началась с погасания.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Унтан пайӑркасем пӗрин хыҫҫӑн тепри сӳнме пуҫлаҫҫӗ; юлашки пӗр пайӑрки чылайлӑха юлать; вӑл, ҫинҫе йӗп пек, ҫара туратсем хушшине пырса тӑрӑннӑ; анчах акӑ вӑл та сӳнет.

Потом лучи гасли один за другим; последний луч оставался долго; он, как тонкая игла, вонзился в чащу ветвей; но и тот потух.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Тӗтӗм мӑк ҫийӗпе ҫӗр тӑрӑх сарӑлнӑран, Алексея кунта сӳнме пуҫланӑ вӑрман пушарӗ мӑкӑрланнӑ пекех туйӑннӑ.

Дым льнул ко мху, цеплялся за деревья, и Алексею показалось, что местность эта объята затухающим лесным пожаром.

15 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Вут сӳнме пуҫласан, сасартӑк тункатана сӗм тӗттӗм чаршавӗ хупӑрласа илнӗ те, вара хыттӑн шавлакан ҫӗрлехи тискер мӗлкесем пӗр-пӗринпе хӑрушшӑн пӑшӑлтатса, капланса пынӑн туйӑннӑ.

Когда костер начинал гаснуть, внезапно дерево окутывала тьма, и шумные, копошащиеся тени ночных зверей, казалось, начинали скапливаться и друг с другом жутко перешептывались.

8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Вӑл сӳнме те ӗлкӗреймерӗ— ун йӗрӗпех тепӗр кӑвак ҫӑлтӑр ярӑнса тухрӗ, унтан виҫҫӗмӗш — сарӑскер хӑпарчӗ.

Она ещё не успела погаснуть, как по её следу выкатилась другая синяя звёздочка, а за нею третья звёздочка – жёлтая.

3 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Ан парӑр сӳнме илеме, вӑл куҫтӑр ламран лама…

Помоги переводом

«Яла кӗрсен мӗн сас лайӑх?» // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2019/06/19/%d1%8f%d0%b ... b9a%d1%85/

Кунта унӑн шӑллӗ Герьян Васильев ҫемйипе пурӑнать - ашшӗ-амӑшӗн кил вучахне сӳнме памасть.

Помоги переводом

Пурнӑҫ пусмипе - тӑвалла // Хыпар. «Хыпар», 2010.03.24

Аталану ҫулне суйласа илнисем малашне те хӑйсен ӗҫ-хӗлне сӳнме памаҫҫӗ, тесе шанас килет.

Помоги переводом

Уйрӑм кил хуҫалӑхӗсене - пулӑшу // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

6. Ҫавӑнпа эпӗ сана ҫакна астутарасшӑн: хам алӑ хунипе Турӑран илнӗ хастарӑн ҫулӑмне сӳнме ан пар.

6. По сей причине напоминаю тебе возгревать дар Божий, который в тебе через мое рукоположение;

2 Тим 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Ӑссӑррисем ӑслисене каланӑ: «пире кӑштах ҫу парӑр-ха, пирӗн ҫутаткӑҫсем сӳнме пуҫларӗҫ» тенӗ.

8. Неразумные же сказали мудрым: дайте нам вашего масла, потому что светильники наши гаснут.

Мф 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Шкулти мероприятисене сиктермест, пултарулӑхне сӳнме памасть.

Не пропускает школьных мероприятий, не дает угасать свои способности.

Хаҫат-журнал вулакан — хастар пулакан // Лариса ПЕТРОВА. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней