Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫав курнӑҫланусӑр вӑл — улпут пуррине те сисмест; ҫав курнӑҫланусӑр — нимӗн те ун ҫамрӑклӑхне, тахҫанах пӑрахса килнӗ ялне, авалхи кил ҫинчен калакан халапсене ӑса илтермест; вӑл халапсем — ватӑ тарҫӑсен, нянькӑсен, кӑкӑр сӗчӗпе тӑрантаракан хӗрарӑмсен йӑхран йӑха куҫса пыракан пӗртен-пӗр хроники шутланнӑ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кун пек чӗлхе ҫакнашкал хитре улӑхсенче ҫӳресе савӑннӑ ӗнен сӗчӗпе ҫуне ҫисен ҫеҫ пулать пуль ҫав…
Тӑваттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Вӑл этеме пурнӑҫ парнелет, кӑкӑр сӗчӗпе тӑрантса вӑй парать, тӑван чӗлхепе ҫут тӗнчене юратма вӗрентет, — терӗ.
Ӗҫ тумасӑр хулӑ та хуҫаймӑн // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№
27. Ун патнелле пӗшкӗнсе, хаяррӑн асаплантараканран кулса, вӑл ашшӗсен чӗлхипе ҫапла каланӑ: «ывӑлӑм! хӗрхенсем мана, эпӗ сана тӑхӑр уйӑх варӑмра йӑтса ҫӳрерӗм, виҫӗ ҫул кӑкӑр сӗчӗпе тӑрантартӑм, сана тутӑ усрарӑм, ҫитӗнтертӗм, вӗрентрӗм. 28. Тархаслатӑп сана, ачамҫӑм, тӳпепе ҫӗр ҫине пӑхса ил, унта мӗн пуррине курса, ҫакна йӑлтах Турӑ нимӗн ҫукран пултарнине, этем йӑхӗ те ҫапла пулса кайнине пӗлсем эсӗ. 29. Ан хӑра ҫак ҫынвӗлеренрен, хӑвӑн пиччӳсене тивӗҫлӗ пул та йышӑн вилӗме, ҫапла эпӗ Турӑ ырӑлӑхӗпе сана пиччӳсемпе пӗрле ҫӗнӗрен тупам» тенӗ.
2 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эсӗ халӑхсен сӗчӗпе тӑранса пурӑнӑн, патшасен кӑкӑрне ӗмӗн, вара Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, хӑвна Ҫӑлаканӗ иккенне, хӑвна Хӑтараканӗ, Иаковӑн Вӑйлӑскерӗ иккенне пӗлӗн.
Ис 60 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Патшана та, тинӗспе ҫӗре тытса тӑракан халӑха та арӑмсем ҫуратнӑ; 16. эрех тума иҫӗм лартса ӳстерекенсем те вӗсенченех ҫуралнӑ, вӗсен сӗчӗпе ҫитӗннӗ; 17. вӗсем ҫынсем валли кӗпе-тумтир тӑваҫҫӗ, ҫынсене илем кӳреҫҫӗ — ҫынсем арӑмсӑр пулма пултараймаҫҫӗ.
2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӑл ӑна ҫӗр тӳпине хӑпартрӗ, хир ӳстернӗ ҫимӗҫпе тӑрантарчӗ, чултан кӑларнӑ пылпа, ту хысакӗнчен юхтарнӑ йывӑҫ ҫӑвӗпе, 14. Васан ҫӗрӗнче ҫӳрекен ӗнесен ҫӑвӗпе, унти сурӑхсен сӗчӗпе, унти путексемпе сурӑхсен, качака такисен паха ашӗпе, тутӑ тулӑпа тӑрантарса усрарӗ, эсӗ вара эрех, иҫӗм ҫырли юнӗ, ӗҫрӗн.
Аст 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Качака путеккине амӑшӗн сӗчӗпе ан пӗҫер.
Аст 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Качака путеккине амӑшӗн сӗчӗпе ан пӗҫер, тенӗ.
Тух 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Качака путеккине амӑшӗн сӗчӗпе ан пӗҫер.
Тух 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.