Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сӗтӗрӗнсе (тĕпĕ: сӗтӗрӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нушам хам хыҫранах сӗтӗрӗнсе ҫӳрет ҫав.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫимун хыҫӗнчен нумай сӗтӗрӗнсе ҫӳрерӗ Кулине, тутлӑ пӗремӗксемпе, аҫтӑрхан мӑйӑрӗпе сӑйлатчӗ вӑл ӑна, алтӑрӗ-алтӑрӗпе симпыл ӗҫтеретчӗ, ҫапах юраймарӗ вӑл Ҫимуна.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ан пӑшӑрхан, вӑл текех Степӑсем хыҫҫӑн сӗтӗрӗнсе ҫӳреймӗ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сӗтӗрӗнсе пыракан хутаҫӗ утма кансӗрлет, вӑл ӑна хывса хӑварчӗ, хӑйне пӳрте кӗртсе сак ҫине вырттарчӗ.

Помоги переводом

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

А-а, эсӗ каллех сӗтӗрӗнсе ҫитрӗн-и-ха, тутӑхса кайнӑ тимӗр пӑрҫа?

Помоги переводом

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

Мӗн тума сӗтӗрӗнсе килтӗн кунта?

Помоги переводом

24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Аран сӗтӗрӗнсе ҫитрӗ.

Помоги переводом

19 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Енчен те эсир ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе сӗтӗрӗнсе ҫӳретӗр пулсан, эпир сире институтран хӑваласа кӑларса яратпӑр.

Помоги переводом

11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Путевкӑна тӑсас шанчӑк пӗтнӗ, халь ӗнтӗ унӑн пӗр эрне хушши ниҫта вырӑн тупайман пек пӗр-пӗччен сӗтӗрӗнсе ҫӳрес пулать, мӗншӗн тесен вӑл кунта пурӑннӑ чух канакансен ҫӗнӗ ушкӑнӗ килес ҫук, малтан килнисенчен — кам пултарнӑ тата камӑн кӑмӑлӗ пулнӑ — тахҫанах хӑй валли тупнӑ ӗнтӗ».

Помоги переводом

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Халичченхи пек ҫӑмӑллӑн утмаҫҫӗ, аран сӗтӗрӗнсе пыраҫҫӗ.

Помоги переводом

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ахальтен Мустайпа вӑрман тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳрет-и?

Помоги переводом

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Анчах хӑй кунӗпе ял тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳрет.

Помоги переводом

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

— Мӗн шуйттанӗшӗн ҫӗрле сӗтӗрӗнсе ҫӳретӗн эсӗ?

Помоги переводом

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Вӑрман таврашӗнче пур та — мӑн ҫыннӑн сӗтӗрӗнсе ҫӳрес пулать.

Помоги переводом

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Малашне те таптатӑп: неччу ҫул ҫинче сӗтӗрӗнсе ҫӳреме!

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Йыш тени мӗн пӗчӗкрен илӗртнӗ Тихӑна, анчах амӑшӗпе пӗрле вӗҫӗмсӗр ялтан яла сӗтӗрӗнсе ҫӳресе никампа та вӑрах хутшӑнма тӳр килмен ӑна.

Помоги переводом

XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Икӗ тулли витре вӑйпитти арҫыншӑн йывӑр пулмалла мар, апла пулин те Герасим Федотович киле аран-аран сӗтӗрӗнсе ҫитрӗ.

Помоги переводом

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑрманта сӗтӗрӗнсе ҫӳреме тиврӗ.

Помоги переводом

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сӗтӗрӗнсе ҫӳрекен ҫапкаланчӑк пултӑм.

Помоги переводом

Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кам пӗлет, тен, ҫав хӗр-полковник ҫарӗн уйрӑм ушкӑнӗсем ҫак вӑрмансенче те сӗтӗрӗнсе ҫӳреҫҫӗ пулӗ, хӑйсен тавралӑхне хӳтӗлес теҫҫӗ пулӗ.

Помоги переводом

Ыратнӑ ҫӗре ал пырать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней