Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пысӑк маршсем тунӑ пирки, таттисӗр бивуаксем туса ҫав тери ывӑнса ҫитнипе вӗсем аран-аран сӗтӗрӗнсе пыраҫҫӗ, хӑшпӗр чухне вӗсене талӑкӗ-талӑкӗпе апатсӑр кайма тивет, мӗншӗн тесен апат пӗҫерме тӑрсанах тӑшман хӑваласа ҫитет те, хуранри апата та кӑларса тӑкмалла пулать.
V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Сирӗн пӗтӗм отрядпа пӗрле сӗтӗрӗнсе пыма кирлех те мар.
Юлашки переходра // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Юлашкинчен вӑл пӗр нимӗҫ подполковникӗ, икӗ пысӑк та йывӑр чемодан йӑтнӑскер, халран кайнипе йӗп-йӗпе тара ӳксе, вокзал еннелле сӗтӗрӗнсе пынине курнӑ.
Ӑсату // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Карательсем пушанса юлнӑ Цумански вӑрманӗсем тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳресе йӑлӑхсанах, эпир унта каялла таврӑнма шутлаттӑмӑр.Как только карателям надоест гулять по опустевшим Цуманским лесам, мы собирались вернуться обратно.
Сывлӑш ҫавӑрни // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Лешӗ вара ун хыҫҫӑн ҫурталла сӗтӗрӗнсе кӗрсе кайнӑ.
Малалли пулать… // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Паллах ӗнтӗ, хӑйӗн ытти юлташӗсем чаплӑ машинӑсемпе пек вӑшлаттарса иртсе ҫӳренӗ чух, ҫак нимӗҫ офицерне «кӗҫӗн расӑн» ҫапкаланчӑкӗсемпе пӗрле фурманка ҫинче сӗтӗрӗнсе пыни йӗрӗнтерет.
«Пауль Pиберт» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Ҫавӑнпа та фурманкӑсем ҫул хӗррипе хӗсӗнсе, хуллен ҫеҫ сӗтӗрӗнсе пыраҫҫӗ.
«Пауль Pиберт» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Анчах студентсем мӗн тума сӗтӗрӗнсе ҫӳреҫҫӗ?
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Ҫӗр каҫа та Бауманӑн питӗрсе хунӑ алӑкӑн сӑнамалли шӑтӑкӗнчен пырса пӑхаканни пулмарӗ, пӗррехине ҫеҫ Курак шиклӗ ыйхӑ витӗр алӑк патӗнчен ыйха путнӑ надзиратель йывӑррӑн, сӗтӗрӗнсе, шаплаттарса утса кайни илтӗнчӗ.
XXXIV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
— Вӑт, суйрӗ-тӗк суйрӗ, — тесе пӳлчӗ ӑна шатра питлӗ те шурӑ ҫӳҫлӗ, мӑйне хӗрле галстук ҫыхнӑ, чавса патӗнче ҫурӑлнӑ кӗпе тӑхӑннӑ пӗр йӗкӗт: — эсӗ пашпортпа та ҫӳренӗ, анчах улпут санран пӗр пус та оброк курайман, хӑвна валли те эсӗ пӗр тӗпренчӗк те ӗҫлесе илеймен: аран-аран киле сӗтӗрӗнсе ҫитрӗн те — унтанпа ҫаплах пӗр сӑхманпа ҫӳретӗн.
Кантур // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 128–147 с.
— «Чаплинӑна, вунӑ ҫухрӑма мӗн тума сӗтӗрӗнсе каймалла-ха санӑн?»
Ермолайпа арман хуҫи арӑмӗ // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 17–28 с.
— Халӗ ӗнтӗ вӑл шӑпах тепӗр сехет хушши тимӗр шапа пек сӗтӗрӗнсе ҫӳрет.
VIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Киле аран ҫеҫ сӗтӗрӗнсе пырса кӗретӗн те, аннӳ сан ҫине пӑха-пӑха йӗрет.
VI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Тилӗ тигрпа сывпуллашса тухса каять, ун хыҫҫӑн, уринчен юн юхтарса, кашкӑр та сӗтӗрӗнсе пырать.Распрощалась лиса с тигром и отправилась восвояси, а следом за ней, обливаясь кровью, пополз и волк.
Тигр, кашкӑр тата тилӗ ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Жандармски управленине сӗтӗрӗнсе кӗнине курнӑ сана, Иуда!
XV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Хуҫан приз илме тивӗҫлӗ, тимӗр кӑвак орловски рысакӗ вырӑнне, виҫӗ ытам хулӑмӑш, бобр тирӗнчен ҫӗлетнӗ, парчча тӑрӑллӑ ҫӗлӗк тӑхӑннӑ кучер вырӑнне кӗтесри ланккамаран пӗр хыткан лаша сӗтӗрӗнсе тухрӗ; ларчӑкӗ ҫинче чалӑшшӑнрах ларнӑ, якалса пӗтнӗ кивӗ сӑхман тӑхӑннӑ извозчик пулнӑ, ун хыҫӗнче вара — ҫамрӑк, кӗтмен ҫӗртен ахӑрашса, камитле, ӑна кӗтсе илнипе тӗлӗннӗ, хӗллехи те мар, Мускаври пек те мар фасонлӑ, ҫемҫе шӗлепке тӑхӑннӑ ҫын ларса пынӑ.
IX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Паллах ӗнтӗ, ку укҫа ӑна малашне сӗтӗрӗнсе ҫӳренӗ чухне кирлӗ пулать.
XXXIV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Виҫӗ вӑрӑ-хурах утрав тӑрӑх ҫаплипех сӗтӗрӗнсе ҫӳрекенскерсем, пире сахал кансӗрлеме пултараҫҫӗ.Три разбойника, все еще бродившие по острову, мало беспокоили нас.
XXXIV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Доктор каланӑ тӑрӑх, Бен Ганн утрав тӑрӑх чылай ҫулсем хушши сӗм пӗччен сӗтӗрӗнсе ҫӳренӗ вӑхӑтра скелета тата ылттӑна та шыраса тупнӑ.
ХХХIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Вӑл мана вӗлернӗ хыҫҫӑн мӗн тума шутланине — Ҫурҫӗр енчи бухтӑран пӗтӗм утрав урлӑ пиратсен лагерӗ патне ҫитиччен сӗтӗрӗнсе кайма хӑйӗн юлташӗсене чӗнсе тупӑ пеме шухӑш тытнине — эпӗ паллах ӗнтӗ, нимӗн те пӗлмен.
XXVI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.