Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сӗтӗрсе (тĕпĕ: сӗтӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Гусев люка пӑрса уҫрӗ, Лося шала сӗтӗрсе кӗртрӗ те — Тӳпе ывӑлӗсем иккӗшӗ те ҫӑмарта ӑшӗнче ҫухалчӗҫ.

Гусев отвинтил люк, подтащил Лося, и оба сына неба скрылись внутри яйца.

Тарни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Таратпӑр! — кӑшкӑрчӗ те Гусев хыттӑн сиксе шахта урлӑ вӗҫсе каҫрӗ, купол тӳпинчен пуҫ купташкипе чӑрмаланчӗ те Лось умне кукленсе ӳкрӗ, Лося аллинчен ярса тытса тухмалли тӗле, туннелелле, сӗтӗрсе кайрӗ.

Гусев закричал: — Беги! — и сильным прыжком перелетел через шахту, царапнув черепом по купольному своду, — упал на корточки около Лося, схватил его за руку и потащил в проход, в тоннель.

Магр майра патша лабиринчӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Лось ӑна пӳлӗме сӗтӗрсе кӗчӗ, алӑка тачӑ хупса хучӗ.

Лось втащил его в комнату, захлопнул дверь.

Контратака // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Пӗрне хӑйӗн карланкинчен уйӑрса сывлӑшалла вӑркӑнтарчӗ; акӑ пурне те хӑйӗн хыҫҫӑн терраса тӑрӑх сӗтӗрсе пырать; акӑ ӳкрӗ.

Оторвал одного от горла, швырнул в воздух, и пошёл по террасе, волоча их всех за собой; и упал.

Контратака // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Гусев кимме ангар хапхи патне сӗтӗрсе ҫитерчӗ.

Гусев подтащил лодку к самым воротам ангара.

Гусев хулана сӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫакна кура хуласен аслӑ пуҫӗсем калаҫса татӑлаҫҫӗ те кӗтӳҫе ярса тытаҫҫӗ, чакӑл ту ҫине сӗтӗрсе каяҫҫӗ, кӳлле пӑрахаҫҫӗ.

Тогда старшины городов, сговорившись, взяли пастуха, повели на скалу и бросили его в озеро.

Аэлитӑн пӗрремӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

«Ӑсран тухнӑ кӗтӳҫе чакӑлта ҫине сӗтӗрсе каятпӑр та вӗри кӳлле пӑрахатпӑр, — хӑй мӗлке пулса тӑтӑрах».

«Отведём безумного пастуха на скалу и бросим его в горячее озеро, — пусть сам станет тенью».

Аэлитӑн пӗрремӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Анчах мана комиссар туса лартнӑ пулсан, манӑн комиссар пуласах пулать: манӑн ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ҫывӑрмалла мар, дезертирсене персе вӗлермелле, тырӑ тытса илмелле, пӗр сӑмахпа — мана хама ҫул хӗрринчи канава сӗтӗрсе антариччен кӗрешмелле.

Но раз я поставлен комиссаром, я должен им быть: не спать ночей, стрелять дезертиров, ругаться с полками, реквизировать хлеб, бороться до тех пор, пока меня самого не сволокут в придорожную канаву…

2. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.

Артемон билетсӑр кӗрсе кайнӑ Алиса тилӗне хӳререн ярса илсе, палаткӑран сӗтӗрсе кӑларать.

Артемон тащил за хвост из палатки лису Алису, которая прошла без билета.

Ҫӗнӗ пуканесен театрӗ малтанхи спектакльне кӑтартать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Артемона хӳререн сӗтӗрсе кайӑпӑр, — терӗ Буратино.

Артемона потащим за хвост, — проворчал Буратино.

Буратино хӑйӗн пурӑнӑҫӗнче пуҫласа питех те пысӑк хуйхӑна кӗрсе ӳкет, анчах ӗҫ аванах майлашса каять // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Укҫашӑн, синьор, вӗсем сан пата шуйттана хӑйне те сӗтӗрсе килме пултараҫҫӗ… — терӗ.

За деньги они приведут к вам, синьор, хоть самого чёрта…

Буратино ылтӑн ҫӑраҫҫи вӑрттӑнлӑхне пӗлет // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Эпӗ халех питех те маттур икӗ ачана чӗнсе килӗп, — эсир эрех ӗҫкеличчен вӗсем пӗтӗм вӑрмана ухтарса тухӗҫ те, Буратинона кунта сӗтӗрсе килӗҫ, — тет вӑл.

Сейчас я позову двух расторопных ребят, покуда вы подкрепляетесь вином, они живо обыщут весь лес и притащат сюда Буратино.

Буратино ылтӑн ҫӑраҫҫи вӑрттӑнлӑхне пӗлет // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Ҫак вӑхӑтра туратсем шатӑртатнипе хытӑ сасӑсем илтӗнчӗҫ, шӑтӑк ҫывӑхӗнчен чир-чӗрсенчен тӳрленмелли сӗлӗхсене сутакан Дуремар тата урисене аран-аран сӗтӗрсе пыракан Карабас Барабас иртсе кайрӗҫ.

В это время послышался хруст веток, грубые голоса, — мимо пещеры прошли продавец лечебных пиявок Дуремар и волочащий ноги Карабас Барабас.

Ҫӗр шӑтӑкӗнче // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Шапасем тӗкӗр пек ҫутӑ карп пулла кӳлле каялла сӗтӗрсе кайрӗҫ.

Жабы утащили зеркального карпа обратно в озеро.

Ҫӗр шӑтӑкӗнче // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Карп пула ҫав тери мӑнтӑр та ыйхӑллӑ пулнӑ, ӑна хуть те кирек ӑҫта сӗтӗрсе кай, — уншӑн пурӗ пӗрех пулнӑ.

Карп был такой жирный и сонный, что ему было всё равно, куда его тащат под плавники.

Ҫӗр шӑтӑкӗнче // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Тӗкӗр вырӑнне вӗсем тӗкӗр пек ҫутӑ пулла, карп ятлӑ пулла сӗтӗрсе килчӗҫ.

Вместо зеркала они приволокли зеркального карпа.

Ҫӗр шӑтӑкӗнче // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Ҫыхӑсене ҫакӑнта сӗтӗрсе хучӗҫ те, Артемона та пӗрлех илсе кӗчӗҫ.

Туда втащили тюки, и туда же вполз Артемон.

Ҫӗр шӑтӑкӗнче // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Вӗсем ватӑлса суккӑрланнӑ икӗ хурӑн пуҫлӑ ҫӗлене сӗтӗрсе пычӗҫ.

Они тащили двух ужей, ослепших от старости.

Вӑрман хӗрринче питех те хӑрушӑ ҫапӑҫу пулчӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Унӑн куҫҫулӗсем те типсе ҫитеймен-ха, — вӑл Буратинона чӑланран йӗкехӳресем сӗтӗрсе кайса ҫисе янӑ тесе ӗненсех тӑнӑ пулнӑ.

Глаза у неё всё ещё были заплаканные — она была уверена, что крысы утащили Буратино из чулана и съели.

Буратинопа Пьеро Мальвина патне килеҫҫӗ, анчах вӗсен ҫавӑнтах Мальвинӑпа тата Артемон йытӑпа пӗрле унтан тармалла пулать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Буратино Пьерона кӗпе ҫаннисенчен ярса илчӗ те, чечексемпе витӗнсе тӑракан чӑтлӑха сӗтӗрсе кайрӗ.

Буратино схватил Пьеро за рукав и потащил его в заросли мимозы, покрытой цветами в виде круглых жёлтых пахучих пупырышков.

Буратино Ухмахсен Ҫӗршывӗнчен тарать те, инкек-синкек тӗлӗшпе, хӑйӗн юлташне тӗл пулать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней