Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сӗмсӗр сăмах пирĕн базăра пур.
сӗмсӗр (тĕпĕ: сӗмсӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑй те чӑтса тӑраймарӗ вара Пикпав старик, ҫынсен умӗнчех ӑна сӗмсӗр этем — урта терӗ.

Помоги переводом

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗн-мӗн пӗлет-ши ку сӗмсӗр?

Что-же известно ему?

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Анчах та анӑҫ Сӗмсӗр вӑйӑ Пуҫарчӗ ҫакӑ вӑй тавра.

Помоги переводом

Кун-ҫул тараси // Анатолий Анат. Чӑваш литературин антологийӗ: поэзи. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 598 с. — 283 с.

Акӑ пӗр этем чупать, Ула ӗни мӗкӗрет, Сӗмсӗр сысни ҫухӑрать, Пӗтӗм яла ҫӗмӗрет, Кӗтӳ хыҫҫӑн урампа Хура тусан хӑпарать.

Помоги переводом

Ҫимӗк каҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Пӑшал пени инҫе каймасӑр, Сас пачӗ, сӗмсӗр витлесе, Юманлӑх хускалма хӑймасӑр, Салхуллӑн тӑчӗ итлесе.

Помоги переводом

XXXX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ыраттарать пит сӗмсӗр кулӑ Хурлӑхпа тулнӑ чӗрене.

Помоги переводом

XXXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Сехри хӑпмарӗ, Тӑмарӗ сӗмсӗр тӑрӑнса, Чӗри ун шиклӗн татӑлмарӗ, Анчах кӑшт тӑчӗ пӑрӑнса, Итлерӗ, пӑхрӗ тинкерӳллӗ — Ҫав, кам текен пит илӗртӳллӗ: «Те ырӑ ҫын ку, те тӑшман?

Помоги переводом

XXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пит сӗмсӗр, тытӑнчӗ асма: Вӑл ҫапрӗ патакпа… мана.

Помоги переводом

XXVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пурте паром ҫине кӗресшӗн, — Кунта кӗрлет ҫухӑрашу, — Пӗри ав тепринчен иртесшӗн: Пырать пит сӗмсӗр харкашу.

Помоги переводом

XXVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫилленнӗ хӗр: ытла та сӗмсӗр Туртать вӑл чӗлпӗре, туртать.

Помоги переводом

XXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫурхи кун лӑпкӑ, типе, шӑрӑх; Пит сӗмсӗр явӑнать пӑван.

Помоги переводом

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ачалӑх, ҫук, пулмасть илемсӗр; Тен, пулнӑ вӑл тӑрлавсӑр, сӗмсӗр, Ашкӑнасси ялан ӑсра…

Помоги переводом

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Калаҫҫӗ тем те: Пӗлет Ухтерӗн таврашне Таҫти ҫӗр ҫухрӑмри этем те, Ҫак сӗмсӗр йӑхӑн чӗр тымарӗ, Ҫӗн йӗркене йӑлт парӑнса, Пырать, — нихҫан вал татӑлмарӗ, — Ҫак таранччен ӳссе, ӑнса.

Помоги переводом

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пӑхсах паллӑ, сӗмсӗр ҫын мар, йӗркене пӗлекен сӑпай хӗрарӑм.

Помоги переводом

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мӗнле те пулин халӑх сӗмсӗррӗн тапӑнса кӗрессине пӗлетӗн пулсан ун тӗлӗшӗнчен ху та сӗмсӗр пул: аллах сӗмсӗррисене тавӑрма хушать.

Помоги переводом

10. Крымри шӑрӑх ҫанталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Пуҫтах эсӗ, Ятламас, сӗмсӗр, тӳрккес.

Помоги переводом

18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хакимсем сӗмсӗр вӗсем, ӗмӗтсӗр, ял ҫыннисенчен ҫеҫ мар, мӑрсасемпе алманчӑсенчен те бакшиш илме юратаҫҫӗ.

Помоги переводом

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Мӗн тери хитре хӑй, Нияз текенни, анчах каляма ҫук сӗмсӗр те капӑрчӑк, — ӑҫта килнӗ унта сапаланса выртакан япаласене урайӗнчен пуҫтарчӗ Чураппа.

Помоги переводом

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӑна сӗмсӗр тӑшман, чи путсӗр кадет Баратынский барон пӗтернӗ.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Эсӗ сӗмсӗр ултавҫӑ! — кӑшкӑрса ячӗ Джесси пӗлмесӗр: ӑна ачашшӑн тата хӗрӳллӗн пырса ҫапнӑ кӗтменлӗхшӗн те йӗмелле, те хӗпӗртесе кулмалла.

— Ты низкая мошенница! — вскричала Джесси, не зная, плакать или смеяться от этой, так нежно и горячо ударившей ее, неожиданности.

XXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней