Поиск
Шырав ĕçĕ:
43. Ҫав вӑхӑтра Симон Газа хулине тапӑннӑ, ӑна хӑйӗн ҫарӗпе хупӑрласа илнӗ, хӳме ҫӗмӗрмелли сӑпрайсем тутарса, вӗсене хула ҫумне лартса, пӗр пашнине аркатса ярса илнӗ, 44. сӑпрай ҫинче пулнисем хулана вирхӗнсе кӗнӗ те унта пӗтӗмпе айӑн-ҫийӗн тустара пуҫланӑ.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫав вырӑнта кӗл тултарнӑ пашне, аллӑ чике ҫӳллӗшскер, ларать; ун ӑшӗнче ҫавӑрӑнса тӑрса кӗл ҫине анса ларакан сӑпрай пулнӑ.
2 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫав вӑхӑтра Ионафан, Иерусалим керемне туртса илес тесе, иудейсене пухнӑ, керем умне хӳмене ҫӗмӗрекен темӗн чухлӗ сӑпрай туса лартнӑ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эппин, ҫапла: е эсир трупа, шӑхличӗ, цитра, арфа, кӗсле, сӑрнай тата кӗвӗ-ҫемӗ каламалли ытти сӑпрай янӑраса кайнӑ-кайманах эпӗ лартнӑ ылтӑн кӗлеткене ӳксе пуҫҫапма хатӗр тӑратӑр, е сире, пуҫҫапмасассӑн, халех ҫунакан кӑмакана ывӑтӗҫ; сире ун чухне манӑн алӑран мӗнле турӑ ҫӑлса хӑварӗ?
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Патша, эсӗ кирек епле ҫынна та трупа, шӑхличӗ, цитра, арфа, кӗсле, сӑрнай тата кӗвӗ-ҫемӗ каламалли ытти сӑпрай янӑраса кайнине илтсенех ылтӑн йӗрӗхе пуҫҫапма хушнӑ; 11. кам та кам ӳксе пуҫҫапмасть, ӑна ҫунакан кӑмакана пӑрахмалла, тенӗ.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫавӑнпа та трупа, шӑхличӗ, цитра, арфа, кӗсле тата кӗвӗ-ҫемӗ каламалли ытти сӑпрай сасси янӑраса кайсассӑнах, пур халӑхсем, йӑхсем, ӑрусем Навуходоносор патша лартнӑ ылтӑн йӗрӗхе ӳксе пуҫҫапнӑ.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫавӑн чухне кӑшкӑрса пӗлтерекенӗ хыттӑн каланӑ: халӑхсем, йӑхсем, ӑрусем, сире пӗлтереҫҫӗ: 5. трупа, шӑхличӗ, цитра, арфа, кӗсле, сӑрнай тата кӗвӗ-ҫемӗ каламалли ытти сӑпрай янӑраса кайнине илтсенех, ҫӗре ӳксе, Навуходоносор лартнӑ ылтӑн йӗрӗхе пуҫҫапӑр.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эсӗ, этем ывӑлӗ, кирпӗч ил те ӑна хӑвӑн умна хур, ун ҫине Иерусалим хулине ӳкер; 2. ӑна хупӑрласа ил, ӑна хирӗҫ тӗрексем ларт, ун тавра тӑпра хӳме купаласа ҫавӑр, ӑна хирӗҫ тапӑр вырӑнаҫтар, йӗри-тавра ӑна хирӗҫ хӳме ишмелли сӑпрай лартса тух; 3. ху валли тимӗр хӑма ил те ҫавна хӑвӑнпа хула хушшине тимӗр хӳме вырӑнне тӑрат, хула ҫине пӑх, ӑна хупӑрласа илмелле, хупӑрласа ил ӑна.
Иез 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эпӗ санӑн тавра тапӑрпах вырӑнаҫӑп, сан тавра хурал пашнисем туса лартӑп, сана хирӗҫех аркатакан сӑпрай лартса тухӑп.
Ис 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ашшӗ килӗн, ачисен тата мӑнукӗсен пӗтӗм мухтавӗ, килти пӗтӗм ӑпӑр-тапӑртан тытӑнса кӗвӗ-ҫемӗ каламалли юлашки сӑпрай таранах ун ҫинче ҫакӑнса тытӑнса тӑрӗ.
Ис 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Еманпа Идифун вӗсемпе пӗрле пулнӑ, вӗсем трупа кӑшкӑртнӑ, кимвал ҫапса янӑраттарнӑ тата ытти тӗрлӗ сӑпрай каласа Турра мухтанӑ; Идифун ывӑлӗсене вара хапха умне тӑратнӑ.
1 Ҫулс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫурт лартнӑ ӗҫе чутласа янтӑланӑ чул ярса тӑнӑ; Ҫурт лартнӑ чухне унта ҫапкӑч, чусла е ытти нимӗнле тимӗр сӑпрай сасси те илтӗнмен.
3 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Минтер кунта «хӑлхаран туртса ҫакнӑ» символ кӑна, чӑваш Жанна Д Аркне е хамӑрӑн Агафия Гаврилова пек паттӑр Ваҫиле Кузнецовӑна ачашлӑх енчен кӑтартмалли сӑпрай вырӑнне.
«Тӑлӑх арӑм минтерӗ» роман тавра // Виталий Станьял. https://chuvash.org/blogs/comments/4943.html
- 1