Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сутнӑ (тĕпĕ: сут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсене эрех сутнӑ чух халӑха улталамалла мар тесе хӗрес чуп тутарнӑ, ҫавӑнпа вырӑссем «целовальник» теҫҫӗ, чӑвашсем вара хӑйсене евӗр «чунавальнӗк» тенӗ.

Помоги переводом

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Хӑвах пӗлетӗн, туса ҫитермен картинӑсене сутма пултараймастӑп эпӗ, ку вӑл платник е атӑҫ туса пӗтермен япаласене сутнӑ пекех пулса тухать.

Помоги переводом

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Улма сутнӑ укҫана Поля пӗр пус хӑварми туртса илчӗ: пур пӗрех ӗҫсе яратӑн, терӗ.

Помоги переводом

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Анчах ку укҫашӑн чунне сутнӑ художнике нимӗн чухлӗ те пӑшӑрхантармарӗ.

Помоги переводом

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫутнӑ, суйласах сутнӑ теҫҫӗ вӗт!

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Макҫӑм ҫунса кайнӑ Ваҫухха юмӑҫ карчӑкӑн пир-авӑрне илсе сутнӑ хыҫҫӑн «пӗр-икӗ ҫул хушши выльӑх пусса аш-какайпа суту-илӳ тукаларӗ те Микула пулӑшнипе Энӗш юхан шывӗ ҫинче тӑватӑ чуллӑ тата кӗрпе тӑвакан чуллӑ арман лартрӗ.

Помоги переводом

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Малтанах хамӑр лашасем сутнӑ Пӑва леш енчи тутар патне ҫитрӗм.

Помоги переводом

Кӗтмен тӗлпулу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫак ҫӗкӗрте ҫулла хам ҫапса хам сутнӑ пулсан, ун чухнехи пӗр пӑт хакӗпе халӗ, кӗркунне, виҫӗ пӑт илеттӗмччӗ.

Помоги переводом

Каллех Советра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑйӗнчен ытлашши тыррине те, ашне те пасара кайса сутнӑ.

Помоги переводом

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тупсан, хӑйне те вута пӑрахса ҫунтарса ямалла та, — маларах тухса тӑчӗ ҫуркунне Панчука лаша сутнӑ Тевлеш.

Помоги переводом

Ик халӑхӑн — пӗр хуйхӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Иртнӗ ҫул ваккӑн суту-илӳ организацийӗсем 200 млрд тенкӗлӗх тавар сутнӑ.

Помоги переводом

Суту-илӳ ӗҫченӗсене мухтав! // Чӑвашстат. http://putpobedy.ru/publikatsii/11109-su ... ne-mukhtav

Ача чухнех амӑшӗпе пӗрле нухайсем вӑрласа кайнӑ ӑна, Хусан тутарӗсене сутнӑ; нумай ҫул тыткӑнра, чуралӑхра пурӑннӑ вӑл, вӑй питти ҫынсемпе пӗрле тамӑкран тухса тарма вӑй ҫитернӗ; ҫул ҫинче те аташса кайман, выҫӑ вилмен, чиперех киле таврӑннӑ, ыттисем пек килте те ашшӗ-амӑшӗ ҫуначӗ айӗнче ачашланса ларман, турхан патӗнче тарҫӑра ӗҫленӗ; ватӑ тӗкӗрҫӗсемпе тан, ашшӗпе тан Хусан патӗнче ҫапӑҫнӑ тата; ак Тукай килӗнче те ытти тарҫӑсенчен нимрен те кая мар йӗкӗт.

Помоги переводом

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑйӗн куҫӗ умӗнче тӑван ывӑлне, чунне тахҫанах тутар ханӗсене сутнӑ Туканаша, ҫакса вӗлерчӗҫ — вӑл ҫавах вырӑссене ылханмарӗ, вӗсем патӗнчен тухса тармарӗ.

Помоги переводом

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӑн-чӑн мусульмансем-и эсир е чунӑра эсреле сутнӑ шуйттансем?

Помоги переводом

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хальхинче, ҫуркунне ҫывхарса ҫитнӗ вӑхӑтра, эпӗ утара пылне колхоз сутнӑ пушӑ чӗрес-каткасене леҫсе пама кайрӑм.

Помоги переводом

Ӑслӑ пулӑсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 56–59 с.

Ҫтаппан вара пӗр бидон сӗт сутнӑ укҫине пытарса хӑварать.

Помоги переводом

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Пӗлтӗр куллен вӑтамран 1 тонна сӗт, аш-какай, тырӑ сутнӑ - пурпӗр сӗт турттармалли машина илейместпӗр, пӑрӑх вырнаҫтараймастпӑр.

Помоги переводом

Патшалӑх хресчене ытларах пулӑштӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 3 с.

Судья ӗҫе йышӑнман: «Чиркӳшӗн сутнӑ пулсан, уншӑн Казакова айӑплама ҫук», — тесе каларӗ, тет.

Помоги переводом

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Хурсене Касак Ваҫҫи Кавала кайса сутнӑ, теҫҫӗ.

Помоги переводом

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗрмай мӗн те пулин сутнӑ, сутнӑ

Вот и продавали то одно, то другое…

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней