Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

стенисене (тĕпĕ: стена) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах хуторта вӑхӑтлӑха чарӑнса тӑнӑ Хопер казакӗсем хуҫалӑха унтан та ытларах сӑтӑр туса хӑварнӑ: выльӑх картин ҫатанӗсене йӑвантарса янӑ, ҫын кӗлетки ҫӳллӗш траншейӑсем чавнӑ; ытлашши ӗҫ туса чӑрманас мар тесе, кӗлет стенисене сӳтнӗ те пӗренисемпе траншейӑсен хӗррисене ҫирӗплетнӗ; чул хӳмене салатса тӑкса, пулеметпа пемелли бойница майлаштарнӑ; лашисене латти ҫук тирпейсӗррӗн пӑраха-пӑраха парса, ҫур капан утта сая янӑ; ҫатансене вутӑ вырӑнне ҫунтарнӑ, унтан тата пӗтӗм лаҫа лапӑртаса-шӑршлантарса хӑварнӑ…

Но еще больший ущерб хозяйству причинили хоперцы, стоявшие в хуторе постоем: на скотиньем базу они повалили плетни, вырыли глубокие, в рост человека, траншеи; чтобы не утруждать себя излишней работой — разобрали стены у амбара и из бревен поделали накаты в траншеях; раскидали каменную огорожу, мастеря бойницу для пулемета; уничтожили полприклада сена, бесхозяйственно потравив его лошадьми; пожгли плетни и загадили всю летнюю стряпку…

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӗсем пӗчӗк пӳлӗмреччӗ, пӳлӗм стенисене кӑвакрах хӑма сапса тухнӑ; кунта пӗчӗк сӗтелпе пукан, тӗкӗр пур, унта-кунта, ҫӗтӗк-ҫатӑк ҫакса янӑ, урӑх нимӗн те ҫук.

Они уже были в маленькой комнате с серыми дощатыми стенами; тут, кроме небольшого столика с зеркалом, табурета и тряпья, развешанного по углам, не было никакой другой мебели.

VII. Ӑнӑҫсӑр ӗҫ // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

Ҫуркунне самай кирпӗч тумалла, стенисене хӑпартмалла, маччине сармалла, шуратмалла…

Весной саман надо делать, а там стены ставить, мазка, потолок накладывать, побелка…

VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Никӗсне хунӑ, стенисене хӑпартма нимӗн те ҫук.

— Фундамент-то заложили, а стены нечем выводить.

VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Эсӗ стенисене ҫӗклеме васкатрӑн мана, эпир чунтан тӑрӑшрӑмӑр.

Вот ты торопил меня воздвигать стены, и мы постарались.

III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ытлашшипех тӑрӑшакан пристав мастерскойӑн стенисене те кукӑртнӑ пӳрнипе шаккаса тухрӗ.

Усердствовавший пристав даже стены остукал согнутым пальцем.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пелагея тунтикунах пӳртне тирпейлерӗ, стенисене шуратса лартрӗ, кӗҫнерникунтан пуҫласа вара упӑшки килессе кӗтме, тек хапхаран пӑхкалама тытӑнчӗ.

Пелагея выбелила стены и прибрала в хате еще в понедельник, а с четверга ждала, выглядывала за ворота.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл стенисене чӑрмаласа пӗтернӗ пысӑках мар пушӑ пӳлӗмре, карса хунӑ чӳрече патӗнчи пукан ҫинче ларать.

Он сидел на стуле, в комнате с грязными стенами у занавешенного окна.

XXII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Шыв ҫийӗнчи тӗтре те сирӗлет, хӗвелтухӑҫӗнчи кӗрен тӗс те ҫухалчӗ — йӑлтӑркка ҫутӑра пурте хӑй вырӑнне ларчӗ, пурне те яланхи тӗс ҫапрӗ; вӗрипе хӗрсе саралнӑ чуллӑ сӑртсем те, шуркутсем йӑва туса чечче пек шӑтарса пӗтернӗ тӑм тӑвайкки те, ҫаралса юлнӑ тӗмескесем те, чӑнкӑ ҫырансенчи шыв та, хырсен сӑрӑ вуллисем те, стенисене кизякпа сӗрнӗ хура выльӑх вити те — пурте, пурте яланхи пекех.

Нет ни тумана над рекой, ни розовых бликов — все под ярким светом обрело и обычную форму и должную окраску; и желтые, опаленные зноем скалы, и небольшая глиняная круча, изрытая, как оспой, щуровыми гнездами, и тощий кустарник, и река в глубоких берегах, и бурые стволы сосен, и темная, обмазанная кизяком кошара — все, все было просто и обыденно.

XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Хӗрлӗ кӗтес стенисене илемлетнӗ ковёрсем нӳрӗпе ҫӗрсе пӗтнӗ.

От сырости почти истлели ковры, украшавшие стены красного Ленинского уголка.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ҫӳлти ярусран фашистсем пӗр шурфӑн пӳлсе тӑракан стенисене ватни ҫинчен, каменоломньӑна сывлӑша питӗрекен, сӗрӗм тивертекен газ тултарнӑ бомбӑсем пӑрахни ҫинчен пӗлтерчӗҫ.

С верхнего яруса сообщали, что немцам удалось взорвать завал одного из шурфов и они сбросили в каменоломни бомбы с удушливыми и угарными газами.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Аялта, ҫӗр айӗнчи крепоҫӗн, аптекӑпа больница шӑрши ҫапнӑ, стенисене шурӑ простыньсемпе карнӑ медицина пунктӗнче, кровать ҫине ирӗксӗр вырттарнӑ Толя Ковалева унӑн аппӑшӗ Нина Ковалева хураллать.

А глубоко внизу, в медицинском пункте подземной крепости, где все уже пропиталось аптечными и больничными запахами, а стены были завешаны белыми простынями, у койки, куда насильно уложили Толю Ковалева, дежурила сестра его, Нина Ковалева.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ҫап-ҫутӑ электричество лампочкисене, ҫирӗп те шанчӑклӑ ҫӗрай стенисене, куҫса ҫӳрекен вагонеткӑсене курсан, Володя ҫавӑнтах лӑпланчӗ.

И, глядя на яркий свет электрических лампочек, на прочные, надежные стены подземелья, на деловито катившиеся вагонетки, Володя сразу успокоился.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Таҫта аякра кӗмсӗртетекен вӑрҫӑ ҫурт ҫийӗсене, стенисене чӑпарлатма тытӑнчӗ.

Где-то еще далеко гремевшая война уже пятнала, приближаясь, стены и крыши домов.

Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ҫавӑнпа чавсанай стенисене те, унӑн колоннисене те тӗрлӗ ҫырусемпе чӑпарлатса пӗтернӗ:

Поэтому стены часовни и ее колонны были испещрены надписями:

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Стенисене кунта шурӑ эмаль сӑрпа сӑрланӑ, плакатсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

Стены тут были выкрашены белой эмалевой краской, на них висели плакаты.

Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Вӑл тӗл пеме ӑста, пӳлӗмӗнчи стенисене те йӑлтах хӗҫ-пӑшал ҫакса тултарнӑ; персе амантнӑ ҫынсене хӑех сиплеме пултарать, хӑй те персе амантма ӑста, ятлаҫма тесен вара — артист пек пултарать.

Он был меткий стрелок, и стены его кельи были увешаны ружьями; он умел лечить огнестрельные раны, умел и наносить их, а ругался артистически.

VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫын ҫавсем умӗнчен, телефон юписемпе тем чухлӗ хура алӑксем ҫумӗпе иртсе пырать, — ҫурт стенисене шӑтарса кӗнӗ хура алӑксем ыйхӑ пуснипе пысӑк ҫӑвар пек туйӑнаҫҫӗ.

Человек идет мимо них, мимо телефонных столбов и множества черных дверей в стенах домов, — черных дверей, сонно разинувших квадратные пасти.

Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.

Пылчӑк — стихия, вӑл ҫурт стенисене, чӳрече кантӑкӗсене, ҫын тумне, унӑн ӳтне, пуҫ мимине, ӗмӗчӗсемпе шухӑшне — пӗтӗмпех витсе хупӑрласа хунӑ…

Грязь — стихия, она пропитала собою все: стены домов, стекла окон, одежды людей, поры их тела, мозги, желания, мысли…

Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.

Кунта ун мӑн аслашшӗсем сӗм авалхи чулсенчен ҫуртсем тунӑ, хула стенисене купаланӑ, ҫак ҫӗр айӗнче ун йӑх-тӗпӗнчи тӑванӗсен шӑммисем выртнӑ; амӑшӗн чӗри ҫав чулсемпе, ҫӗрпе, халап-юмахсемпе, юрӑсемпе тата ҫынсен шанчӑкӗсемпе татса татӑлми сыпӑнса тӑнӑ — хӑйӗн чи ҫывӑх тӗпренчӗкӗ пӗтме пуҫланӑшӑн чӗрипе татӑлса йӗнӗ: ун чӗри ӗнтӗ тараса пек пулнӑ, анчах ывӑлне юратнипе хулана юратнине виҫсе пӑхсан — вал хӑшӗнчен хӑшӗ ытларах тайнине ӑнланма пултарайман.

Сотни неразрывных нитей связывали ее сердце с древними камнями, из которых предки ее построили дома и сложили стены города, с землей, где лежали кости ее кровных, с легендами, песнями и надеждами людей — теряло сердце матери ближайшего ему человека и плакало: было оно подобно весам, но, взвешивая любовь к сыну и городу, не могло понять — что легче, что тяжелей.

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней