Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пуҫне вӑкӑр пек пӗшкӗртсе, шӑнӑрлӑ пӳрнисене чышмӑрласа утать, уксах ури ҫине сисӗнмеллех тайӑлса пырать.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫавӑн пек пулса тухать те, — сисӗнмеллех хумханса, ахӑртнех, хӑйӗн шухӑшне питӗ тӗрӗс тесе шутласа калаҫрӗ вӑл.Так оно и выходит, — говорил он с видимым волнением, очевидно очень дорожа своей мыслью.
XI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Тумланас тӗлӗшпе те Игнат Савельевич ытти колхоз председателӗсем хушшинче сисӗнмеллех палӑрса тӑнӑ: вӑл ура хырӑмӗ тӗлӗнче кунчи пӗркеленнӗ хром атӑ тӑхӑннӑ, чылай кивелнӗ пустав галифе хӑмписем чӗркуҫҫи таранах ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, шурӑ пиртен ҫӗленӗ гимнастеркин ҫиелтен лартса янӑ кӗсйисем яланах хӑпартланса тӑраҫҫӗ, вӗсене темле хутсем, ҫырмалли пӗчӗк кӗнекесем, кӑранташсем чиксе тултарнӑ, ӗнсипе ҫурӑмӗ ҫинче тарпа хутӑшса хытса ларнӑ тусан.
VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Тата хӗвелӗ те, хӗвеланӑҫнелле куҫса пынӑ май, Ҫӑрттан мучие хыҫран хӑвалать тейӗн: хӑй вӑл, тӗркесе пӑрахнӑ аҫамӗ ҫине ӳпне выртнӑскер, хӗвел пайӑркисем ҫӗтӗк кӗпи витӗр ҫурӑмне сисӗнмеллех йӗплеме тытӑнсан, ыйхӑран вӑранмасӑрах, сулхӑналла шӑва-шӑва куҫать; анчах темиҫе минутран хӑпма пӗлмен хӗвел старик ҫурӑмне каллех пӗр хӗрхенмесӗр хӗртме тытӑнать, вара Ҫӑрттан мучие каллех хырӑм ҫинче айккинелле шӑвӑнма лекет.
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Каҫ сӗмӗ сисӗнмеллех палӑрма пуҫласан Лявантти шӑллӗне килне леҫме пычӗ.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Ҫывӑх вӑхӑтра хулара контейнерсен, каяш турттаракан хӑватлӑ машинӑсен шутне сисӗнмеллех ӳстерме шутлаҫҫӗ.
Хусана тирпей кӗрет // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08