Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сире (тĕпĕ: эсир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Манӑн сирӗнпе хӑвӑр патӑрта кӑмӑлӑмпах калаҫмаллаччӗ те… анчах сире уҫӑлса ҫӳренӗ чухне чӑрмантарма тивет.

— Я охотнее заговорил бы с вами у вас, чем мешать вам в ваших прогулках.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Эпӗ юратакан ҫын евӗр кӑтартӑп хама, сирӗн ӳтӗре илӗп, мӗншӗн тесен вӑл селӗм, тӗрӗсне калатӑп — мана илӗртет; ҫакӑ кирлӗ-и сире?

Хотели бы вы, чтобы я притворился любящим и взял ваше тело, потому что оно прекрасно и, скажу правду, — влечет меня?

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Эпӗ сире эсир кӗтнӗ пек юратмастӑп.

Я не люблю вас так, как вы, может быть, ожидаете.

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Тата… эпӗ сире ҫав хӗрарӑм пек кӳрентермӗттӗм.

И я не оскорблю вас, как та.

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

— Эстер, — тунсӑхлӑн чӗнчӗ вӑл, — пуҫӑра ҫӗклесемӗр, унсӑрӑн эпӗ сире тӗрӗс ӑнланаймасран шикленетӗп.

— Эстер, — с тоскою сказал он, — подымите голову, а то я боюсь, что не так понимаю вас.

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

— Мана кирли сире кирлӗ-и?

— Нужно ли вам то, что мне?

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

«Санӑн ҫынну (вӑл манӑн ҫын тесе сире калать) ӑна тата Эстера сарӑ чул питӗ нумай кирлӗ тесе пӗлтерчӗ».

«Твой человек (это он называет вас моим человеком) сказал, что ему и Эстер нужно множество желтых камней».

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Паллах, сире хаваслӑ пулать.

Конечно, вам будет весело.

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

— Пӗчӗк бухта хӗррипе майӗпенрех пытӑм, сире аса илтӗм, унтан вара — ҫамрӑк Дрибб мана куҫӗсемпе шыраса унталла-кунталла ҫаврӑнкаланине куратӑп.

— Я поотстала немного, когда проходили мимо маленькой бухты, и вспомнила вас, а потом видела, как молодой Дрибб обернулся, отыскивая меня глазами.

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Сире сӑйлама, хӑналама сӗнмешкӗн манӑн нимӗн те ҫук.

У меня нет ничего, что я мог бы предложить вам в качестве угощения.

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Кунта — хулӑн кавир, тӗттӗмре эпӗ лӑпкӑн тата сире сехӗрлентермесӗр тухатӑп.

Здесь толстый ковер, в темноте я выйду спокойно и безопасно для вас.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

— Эппин, сире япӑх! — ҫӗкленӳллӗн кӑшкӑрчӗ хӗр.

— Значит, вам плохо! — торжествующе вскричала она.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Эпӗ сире манпа кичем мар-и тесе ыйтасшӑнччӗ.

Я хотела спросить, не скучно ли вам со мной?

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

— Эпӗ сире татах паратӑп, — хӗр лаши еннелле ҫаврӑнчӗ те Горн кӗсйине темиҫе ҫимӗҫ йӑпӑр-япӑр чиксе хучӗ.

— Я дам вам еще, — она повернулась к лошади и проворно сунула в карман Горна несколько штук.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

— Ҫук, сире мар, — татӑклӑн пӗтӗмлетрӗ хӗр.

— Нет, не вас, — решительно сказала она.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Сире пула вӑл канӑҫне ҫухатнӑ.

Вы просто не даете ему покоя.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

— Эпӗ сире курнӑшӑн савӑнатӑп, — пуҫларӗ Горн.

— Я рад видеть вас, — сказал Горн.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Теприсем… сире мӗнле каламалла-ши… тӑмсайрах, хӑйсен уйӗсенче тӑнӑҫлӑн ҫырткаласа ҫӳреҫҫӗ.

Другие — как бы вам сказать — туповаты и мирно пасутся в своих полях.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Эпӗ сире хӑратасшӑн мар, кӑштах та, анчах кунта питӗ ырӑ ҫынсем тата вӗсенчен ҫурри тӗшмӗше-мӗне ӗненмест.

Я не хочу вас пугать, нисколько, но здесь очень добрые люди и половина их лишена предрассудков.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Асӑрханулӑхӑра ан ҫухатӑр — акӑ мӗн евитлесшӗнччӗ эпӗ сире.

Я только хочу вас предупредить, чтобы вы были поосторожнее.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней