Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ирхине пӗр ҫиччӗмӗш сехетсенче пӳрте кӗчӗ.
Почтмейстер // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
— Кунтан хӑвӑртрах тасалсан аван пулӗччӗ пире, хамӑрӑн мӗн пуррине илсе, ирхине виҫӗ сехетсенче тухса шӑвӑнмалла та анаталла вӗҫтермелле.
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Каҫхине, вунӑ сехетсенче, шыв кукрин сулахай енче эпир темӗнле хула ҫутисене куртӑмӑр.Вечером, часов около десяти, мы увидели огни какого-то города в излучине на левом берегу.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Кашни каҫах вунӑ сехетсенче эпӗ, пӗр-пӗр ял патӗнче ҫырана тухса, вун-вунпилӗк центлӑх ҫӑнӑх, тӗтӗмленӗ какай тата мӗн те пулин ҫимелли туянатӑп; хӑш-пӗр чухне кашта ҫинче ларма пӗлмен чӑхха та йӑтса пыратӑп.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ултӑ сехет ҫитеспе ман умран кимӗсем иртме тытӑнчӗҫ, сакӑр-тӑхӑр сехетсенче вара кашни кимӗ ҫинчех санӑн аҫу хулана пырса сана вӗлернӗ тесе каласа пани ҫинчен сӑмахларӗҫ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
— Итлӗр-ха, — васкавлан сӑмах хушрӗ Елена, — эсир мӗншӗн килнине пӗлетӗп эпӗ, мана Андрей Петрович сирӗн шухӑшӑра каласа пӗлтерчӗ, анчах эпӗ тархасласа ыйтатӑп: паян пирӗнпе ан сывпуллашӑр, ыран иртерех, вунпӗр сехетсенче килӗр.
XVII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Ку сехетсенче уставсем вырӑнне Конан-Дойла, Шпановӑн шпионсем ҫинчен ҫырнӑ «Первый удар», Васильевскаян «Радуга» кӗнекисене вулама пулать, конспектсем ҫырас вырӑнне ҫырусем ҫырма, буссол пайӗсем ҫинчен калаҫас вырӑнне тӗлӗрен япаласем ҫинчен калаҫма пулать.
1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Пирвайхи сехетсенче тӗмӗллӗ йывӑҫсем чӑнах та отряда чӑрмантарса пычӗҫ.В продолжение первых часов кустарники действительно задерживали отряд.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ялӗсенчен пысӑкраххи прилив пулакан сехетсенче йӗри-тавра шывпа хупӑрланса чӑн-чӑн утрав пулса тӑракан пӗр чуллӑ ҫӗр ҫинче вырнаҫнӑ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Гленарван Австрали ҫӗрӗ ҫинче иртмелли юлашки сехетсенче вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель тухакан ҫырансен тӑрӑхӗпе тепӗр хут кайса ҫӳресшӗн пулчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Отряд ҫапах та пӗр чарӑнми малалла каять, каҫ енне кайсан, ултӑ сехетсенче хӗрӗх миль хыҫа тӑрса юлнӑ Кордильерсем горизонтри тӗтре витӗр хура йӗрсем пек кӑна курӑнма пуҫларӗҫ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Буфетчикпа тавлашса кайсан, яхта ҫинчи пассажирсем пурте Паганель май ҫавӑрӑнса ӳкеҫҫӗ, майор анчах никам енче те мар, уншӑн пулсан географи тени ахаль те кирлӗ мар та, апат ҫиес сехетсенче пушшех те кирлӗ мар вара.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Мӗн чухлӗ ҫӗмӗрсе, таткаласа пӑрахнӑ пурӑнӑҫ пулчӗ ҫак кунсенче, мӗн чухлӗ ҫамрӑк пуҫ кӑвакармарӗ ҫак сехетсенче, мӗн чухлӗ кӑна куҫҫуль тӑкӑнмарӗ, кам пӗлет, кам телейлӗрех пулӗ-ши — вилнисем-ши, е пушанса юлнӑ чӗрепе, нихӑҫан тасалман мӑшкӑл хыҫҫӑн асаппа, ҫывӑх ҫын вилнӗ хуйхӑпа та танлаштарма ҫук хуйхӑпа юлнисем-ши.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ҫӗрле виҫӗ сехет хушши кухня ӗҫлеме чарӑнать, ҫак сехетсенче Климка кирек хӑҫан та ҫӳлте, Павка патӗнче ирттерет.На три ночных часа затихала кухня, и эти часы Климка всегда проводил наверху у Павки.
Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ҫапла эпир Мускав ҫывӑхӗнчи тайгана ноябрь уйӑхӗнче кӑнтӑрла вунпӗр сехетрен тата икӗ сехетрен пуҫласа каҫчен пакшасем тытма ҫӳретпӗр, ҫав сехетсенче пакшасем хыр икеллисем ҫиеҫҫӗ, туратсем ҫинче ярӑнаҫҫӗ лайӑхрах апат шыраса пӗр йывӑҫ ҫинчен тепӗр йывӑҫ ҫине сиксе лараҫҫӗ.
Пакша // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 126-129 с.
Базаров ун патне тепӗр кунне, сакӑр сехетсенче пычӗ.
XXIV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Вӑл ҫурри хупӑ куҫсемпе сехечӗ-сехечӗпе кравать ҫинче хускалмасӑр выртрӗ, тӑртаннӑ пӳрнисем ҫеҫ утиял хутланчӑкӗсене майӗпен кӑштӑртаттаркаласа хыпашларӗҫ, ҫав сехетсенче вара пурӑнса ирттернӗ пӗтӗм кунҫулӗ куҫӗ умӗнчен шӑвӑнса иртрӗ.
III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Мӗн кӑна шутламастчӗ пулӗ вӑл ҫав сехетсенче!
4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Больницӑра чирлисем патне эрнере икӗ хут кӗртеҫҫӗ, унта та палӑртнӑ сехетсенче кӑна.Больничный режим позволял посещать больных два раза в неделю в строго отведенные часы.
4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Ҫӗнӗрен те ҫӗнӗрен аса илчӗ вӑл юлашки сехетсенче пулса иртнисене.
5 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.