Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

серепинчен (тĕпĕ: серепе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Асаплӑ шухӑш серепинчен вӑхӑтлӑха та пулин хӑтӑлма Таранова хӑйсен ял ҫынни Кермӑн пулӑшрӗ темелле.

Помоги переводом

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Арендӑна ҫӗр илсен те Аксанов серепинчен хӑтӑлаймастӑн.

Помоги переводом

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Тӑшман тыткӑнӗнчен тарса тухма пултартӑм авӑ, анчах Сардимиров серепинчен хӑтӑлма вӑй ҫитереймерӗм.

Помоги переводом

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Упӑшки хӗнени те эрех серепинчен хӑтараймарӗ ӑна.

Даже побои мужа не спасли ее от алкоголизма.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Ҫын хӑй пуҫӗпе шухӑшласа илмесен ӑна эрех серепинчен хӑтарма май ҫук иккен.

Если человек не подумает свой собственной головой, то его невозможно избавить от алкоголизма.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Аран хӑтӑлтӑм вӗсен серепинчен.

Насилу вырвался из их сети.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Аллисене саркаласа, кула-кула тапӑнса пыракан йӗкӗт серепинчен хӑтӑласла, кӑмака ҫывӑхӗнче пӗрре пӗр еннелле, тепре тепӗр еннелле пӑр та пӑр варкӑшма тытӑннӑччӗ кӑна хӗр — шӑп ҫав вӑхӑтра алӑк уҫӑлчӗ те пӳрте йӗр ҫӗклем вутӑ йӑтнӑ Елькка кӗрех тӑчӗ.

Помоги переводом

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тӗрӗксен пӗр ушкӑнӗ ун патнелле пере-пере хӑпаратчӗ ӗнте, вӗсен тепӗр ушкӑнӗ ҫывӑхри тӳпе тӑрринчен персе те Огнянов хӑй йӑлтах юнланса пӗтнӗ, тар тӗтӗмӗпе хуралнӑ, тумтирне икӗ ҫӗртен персе шӑтарнӑ, тӑшман пулинчен ӑнсӑртран ҫеҫ ҫӑлӑнса, ун серепинчен хӑтӑлчӗ…

когда турки уже взбирались на насыпь укрепления, а другой их отряд стрелял с ближайшей высоты, — окровавленный, черный от порохового дыма, с двумя дырками в одежде, он каким-то чудом избежал вражеских пуль и вырвался из рук неприятеля…

XXXVII. Икӗ юханшыв // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Онобшипе калаҫнӑ хыҫҫӑн тухтӑр ҫав полици йӑнӑшнипе кӑна ҫакланнӑ иккенне тавҫӑрса илчӗ Марко, Кралич хӑтӑлнӑ иккен-ха вӗсен серепинчен.

Из разговора с онбаши Марко понял, что доктор стал жертвой заблуждения полиции, но Кралич ускользнул из ее когтей.

VI. Ҫыру // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

27. Ҫӳлхуҫаран хӑрани — пурӑнӑҫ ҫӑлкуҫӗ, Вӑл вилӗм серепинчен хӑтарать.

27. Страх Господень - источник жизни, удаляющий от сетей смерти.

Ытар 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Ӑслӑ ҫын вӗрентӗвӗ — пурӑнӑҫ ҫӑлкуҫӗ, вӑл вилӗм серепинчен хӑтарать.

15. Учение мудрого - источник жизни, удаляющий от сетей смерти.

Ытар 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней