Поиск
Шырав ĕçĕ:
«Тапрӗ сикрӗ, вӗҫрӗ урхамах, Тухчӗ, тухчӗ, сар хӗр, урама!»
О, савнӑ тусӑм // Митта Петӗрӗ. «Капкӑн», 1940. — 12№ — 10–11 с.
Ҫулсеренех тӗрлӗ чечек шӑтать, тата ҫав пӗлтӗрхи-виҫӗмҫулхи чечексемех: чапӑр курӑкӗ, сар чечек…
9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Акӑ кунта, сӑрт хӗрринче, такам «савать-и, савмасть-и» текен чечек ҫеҫкене татса тӑкнӑ: ахӑртнех, «юмӑҫ янӑ» пулас: татса пӗтернӗ сар чашки ҫине, ав, пӗр мӑшӑр шур ҫеҫке юлнӑ.
7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Уя тухрӑм, — уй куртӑм: Ик сар лаша вӑрҫаҫҫӗ…
5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Куҫ умне сар хӗвел пӑхнипех куҫӑхакан чечек пек ачаш хӗр сӑн-пуҫӗ, кӗлетки тухса тӑрать.
3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Йӑвинче — тин ҫӑмартаран тухнӑ пысӑк чӑмӑр хырӑмлӑ, сар сӑмсаллӑ виҫӗ чӗпӗ.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Сар хӗвеллӗ ҫу кунӗсем.
Траншейӑсем симӗс курӑкпа тулаҫҫӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/transhejasem-sime ... lacce.html
Пӗрле ӗҫлекенсемпе уйрӑмах ҫепӗҫҫӗн, савса-хисеплесе пуплешнӗн туйӑнчӗ: «Пӑхаттир», тет, ав, вӗсене, «сар каччӑ», «маттурсем», тет.
XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Анчах эсир, сар каччӑсем, ку ӗҫре япӑха юлассӑн туйӑнмасть-ха.
XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Лешӗ, ку сӑмахсене илтсе, сар ҫу пек ирӗлсе кайрӗ, ҫапах та ӳкӗте кӗресшӗн пулмарӗ.
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Ҫуркунне пулин те, ҫӳл тӳпери сар хӗвелӗ таврана ҫуллахинчен кая мар ӑшӑ сапаларӗ, уява пуҫтарӑннисен пит-куҫне савӑнӑҫпа тултарчӗ.
Ҫурхи уяв халӑха пӗрлештерчӗ // Лариса ЕВГЕНЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/05/05/c%d1%83%d1% ... 80%d1%87e/
Эпӗ вара текех сӑмах вакласа тӑмарӑм, хама каласа панӑ паллӑсем тӑрӑх (ҫӳллӗ, типшӗм, сар кӗпе…) преступнике шырама тухса утрӑм…
2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
Пирӗн пата тата икӗ хӗрарӑм пырса тӑчӗҫ, вӗсем те сар кӗпеллӗ леш вӑрӑм арҫын хӗрӗн укҫине мӗнле кӑларса илнине курни ҫинчен каларӗҫ.
2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
— Ҫӳллӗччӗ вӑл, типшӗмрех питлӗ, кӗске ҫанӑллӑ сар кӗпепе, хӑмӑр карттуспа, хура брюкипе, пиншакне хывса аллинчен уртса янӑччӗ…
2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
Вӑл кун Геннадий Петрянкин сержант, ҫамрӑк кӑна сар каччӑ, Совет Ҫарӗнчен пӗлтӗр ҫеҫ таврӑнса милицире ӗҫлеме кӗнӗскер, постра мула хӗрринче, Етӗрне ҫулӗ ҫинче тӑнӑ.
1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
Кантӑкран сада пӑхать хӗр Хӗпӗртӳллӗ куҫсемпе, Тутисем ҫавах кулаҫҫӗ Сар пикенӗн хӗвел пек, Ун умне садран тухать пӗр Ҫап-ҫут ҫирӗп яш ача.
Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.
Унӑн кӑмӑлне сар ҫу пек ирӗлтерме ылтӑн ҫӗрӗ те пулӑшрӗ паллах.
9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
«Сар каччӑпа сарӑ хӗр» ӑмӑрту
Чӑваш ачи чӑвашах юлтӑр! // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/10/c ... shah-yultr
«Сар каччӑпа сарӑ хӗр» ӑмӑртура 7-9 классенче вӗренекен ачасем чӑваш халӑх историне, культурине, чӗлхине, йӑли-йӗркине пӗлнине ӑс-тӑн вӑййинче палӑртрӗҫ.
Чӑваш ачи чӑвашах юлтӑр! // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/10/c ... shah-yultr
Хура вӑрман хыҫне вут хуракан Пӗлмен-шим сар хӑмӑш пуррине?
Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.