Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сар сăмах пирĕн базăра пур.
сар (тĕпĕ: сар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑрҫӑчченхи уйӑхлӑ каҫсем, янравлӑ урам, хулӑн саслӑ илемлӗ каччӑсем аса килчӗҫ пуль сар хӗрсене, савнисене, те ҫавӑнпа хурлӑхлӑ илтӗнчӗ ҫак юрӑ паян, тунсӑхлӑ чӗресене ыраттарса, куҫҫуле пӑчӑртаса кӑларчӗ.

Помоги переводом

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗске сар кӗрӗк тӑхӑннӑ лутра арҫын ҫӗлӗкне хывсанах, йӑлтӑртатса тӑракан шакла пуҫӗпе сарӑ мӑйӑхӗнченех палларӗҫ ӑна пӳртрисем.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑйпе пӗрле пӗчӗк пичкепе пыл сӑра, чӗрес тулли сар ҫу, чӗр пулӑ кукӑлӗ, йӑва, чӑкӑт илнӗ.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӗне туяннӑ хыҫҫӑн икӗ уйӑх хушши пухнӑ сар ҫуне, вунӑ кӗренкерен кая мар, чӗресе тултарчӗ.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лаша патне таврӑннӑ чухне вӑл ҫула май икӗ кӗрепенкӗ сысна ашӗ, ҫур кӗрепенкӗ сар ҫу туянчӗ.

Помоги переводом

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унӑн пит-куҫӗнче каҫ ӳсӗр Ҫтаппан кӑмӑлне сар ҫу пек ирӗлтернӗ ачашлӑх выляса илчӗ.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӑмӑлна уҫмашкӑн, сар пикеҫӗм, Май килмест-ши ешӗл ҫуркунне?

Помоги переводом

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Вӑл самантра сӗтел ҫине сар чӑкӑт, шаркку, симӗс хӑяр, хӗрлӗ помидор, ҫӗр ҫырли, хурлӑхан варенийӗ, ӑшаланӑ ҫӑмарта кӑларса лартрӗ.

Помоги переводом

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Вӗҫелис кӑмӑлӗ те часах вӗри кӑмакари сар ҫу пек ирӗлет, ҫемҫелет.

Помоги переводом

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

«Эх, ырлӑх, — тет Михала, — Ҫумри ҫывӑх ҫынпала, Саркайӑк пек Санюкпа, Сар ҫурта пек арӑмпа…»

Помоги переводом

Санюкпала Михала // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 17 с.

— Кашта ҫинче ик сар тутӑр, Парласа илсе юлӑр.

Помоги переводом

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сар хӗвел хӗрӳллӗ теҫҫӗ, Вӑл лӑпкать, савать ҫӗре.

Помоги переводом

2 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Ҫаврӑнса ӳкет сар ҫулҫӑ Ман умри сукмак ҫине.

Помоги переводом

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Магдаль амӑшӗ — Ухвине кинемей — сар ҫу пекех ҫемҫе чунлӑ та тарават ҫын иккен.

Помоги переводом

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вара: — Чӑх, конешнӑ. Сармантейӑн сар чӑххи, — терӗ.

Помоги переводом

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пирӗшти яланах ҫумра ҫӳретӗр, сар хӗвел ӑшшипе, ҫут тӗнче илемӗпе малашне те савӑнса пурӑнмалла пултӑр.

Помоги переводом

Тӑванлӑха яланах упрасчӗ // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d1%82a%d0 ... 81%d1%87e/

Ҫеҫен хир варринчи Тулӑхлӑ тыр ани, Ыраш пусси каллех Сар шӑркана ларни.

Помоги переводом

Асӑмра // Людмила Романова. https://sutasul.ru/articles/vulakan-pult ... ra-3324267

Тӗрлӗ тӗслӗ чечек Таврара ҫурӑлса Сар хӗвел питӗнче Илемлӗхне сапни.

Помоги переводом

Асӑмра // Людмила Романова. https://sutasul.ru/articles/vulakan-pult ... ra-3324267

Хӑми сар ҫу пек, ик енчен те яп-яка савалана.

Помоги переводом

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Сар хӗр урама тухса ӗлкӗриччен таҫта та «вӗҫсе» ӳкме пултарӗ.

Помоги переводом

О, савнӑ тусӑм // Митта Петӗрӗ. «Капкӑн», 1940. — 12№ — 10–11 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней