Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

саншӑн (тĕпĕ: сан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Магазина пырсан, урай шӑлаттӑм, тусанне шӑлса тасататтӑм, чей хатӗрлеттӗм, ҫынсем илнӗ таварсене килӗсене кайса леҫеттӗм, киле апат илме каяттӑм; вӑл вӑхӑтра алӑк патӗнче ман вырӑнта Саша тӑратчӗ, вара ҫав ӗҫ хӑйӗн тивӗҫлӗхне чакарать пуль, тесе вӑл мана: — Йӑраланчӑк! Ӗҫле кунта саншӑн… — тесе вӑрҫатчӗ.

Придя в магазин, подметал пол, стирал пыль, готовил чай, разносил покупателям товар, ходил домой за обедом; мою должность у двери в это время исполнял Саша и, находя, что это унижает его достоинство, ругал меня: — Увалень! Работай вот за тебя…

I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

— Эппин саншӑн пурпӗрех… — терӗ те Васич, самантлӑха тӑнне ҫухатнӑ пек, вара хыттӑн кулса ячӗ, вӑрахчен ахӑлтатрӗ вӑл.

— Значит, тебе все равно… — каким-то отсутствующим голосом произнес Васич и вдруг беззвучно засмеялся, он долго смеялся.

37 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Эпӗ вилсен, саншӑн Вильям тӑрӑшӗ.

Когда я умру, Вильям позаботится о тебе.

II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.

Саншӑн, тен, чӑнах та хуҫа пуль.

Тебе, может быть, барыня, а мне двоюродное наплевать.

IV // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.

Эпӗ нимӗҫ мар, четник мар, саншӑн ҫапӑҫатӑп!

Я не немец и не четник, я за тебя воюю.

26 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

(Унӑн куҫӗсем «Саншӑн службӑра тӑма» тенӗ пекех пӑхрӗҫ.)

(«Тебе служить», — добавил его взгляд).

11 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Татах тепӗр минут иртсен, вӑл юнашар сӗтел хушшинчи ҫынна куҫ хӗсрӗ те ӳсӗрӗлнӗ чухнехи сасӑпа: — Харпӑр хӑй тӗллӗн пурӑнма пуҫланӑ ҫынсемшӗн! Саншӑн, механик! — терӗ те куркине ҫӗклерӗ.

Еще через минуту он подмигнул соседу по столу и сказал хмельным голосом: — За тех, кто вышел на самостоятельную дорогу! За тебя, механик! — прибавил Кларк и поднял кружку.

8 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

— Кам пулать вара вӑл саншӑн ҫак Терезия? — ыйтрӗ вӑл, ун пек-кун пек шухӑшламасӑр.

— И чем же тебе она доводится, эта самая Терезия? — спросил он не без лукавства.

8 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Саншӑн ҫапӑҫтӑр!

Пускай за тебя воюют!

15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

— Упӑшкуна юбка ҫумне ҫыхса хунӑ эсӗ, акӑ ку, ҫавӑн пекех ман ывӑл та, Ястребацра саншӑн, санӑн ачусемшӗн юн юхтараҫҫӗ.

 — Сама привязала мужа к юбке, а Гвозден с моим сыном кровь на Ястребце проливают за тебя и твоих детей.

15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Нивушлӗ эпир саншӑн пурте пӗтетпӗр?..

Неужто мы все должны погибнуть за тебя?

14 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Саншӑн мӗн чухлӗ юн юхнӑ!..

Сколько крови за тебя пролито!

14 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Тӑрӑш, ман саншӑн ӳкӗнмелле ан пултӑр, паттӑр пиччӳсемпе мухтаннӑ пекех мухтанмалла пултӑр…» — старшина ӑшшӑн кулчӗ.

Делай все так, чтобы я гордилась тобой, как горжусь твоими братьями-героями…» — Смолярчук улыбнулся.

5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Ҫак тусем хушшинче юнна тӑкман пулсан, вӗсене юратмастӑн пулсан, вӗсем саншӑн пурте пӗр пекех курӑнаҫҫӗ, эсӗ Горганы тӑвне Ҫӳлӗ Бескид тӑвӗнчен, Говерло тӑвне Поп Иван тӑвӗнчен, Маковец тӑвне Петрос тӑвӗнчен уйӑрса илеймен.

Если ты не пролил свою кровь среди этих гор, если ты их не любишь, то, разумеется, они для тебя все на одно лицо, ты не отличишь Горганы от Высоких Бескид, Говер-ло от Поп Иван, а Маковец от Петроса.

3 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Эпӗ ҫирӗп ӗненнӗ тӑрӑх, — терӗм малалла, — ҫав Безобедов маншӑн кӑна мар, саншӑн та ирсӗр, мӗншӗн тесен вӑл тӑмсай, латти ҫук ҫын, анчах ун умӗнче хӑвна мӑнна хурасси саншӑн кӑмӑллӑ пулас.

Как я уверен, — сказал я, — тебе несносен этот Безобедов так же, как и мне, потому что он глуп и бог знает что такое, но тебе приятно важничать перед ним.

ХLI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Е санӑн ҫав темле княжна пирки ҫынсем мӗн шухӑшлаҫҫӗ, хӑвӑн пирки ҫавнашкал шухӑшлама пултарни ҫинчен шутламалла мар, е ҫапла шутлатӑнах пулсан, шухӑшна малалла тӑс, урӑхла каласан, хӑвӑн ҫинчен мӗн шухӑшлама пултарнине эсӗ пӗлетӗн, анчах ҫав шухӑшсем саншӑн ытла та ют, эсӗ вӗсенчен йӗрӗнетӗн, вӗсемпе усӑ курса ху нимӗн те тӑвас ҫук, тесе шутла.

Или тебе не должно вовсе предполагать, чтоб о тебе могли думать так же, как об этой вашей княжне какой-то, или ежели уж ты предполагаешь это, то предполагай дальше, то есть что ты знаешь, что о тебе могут думать, но что мысли эти так далеки от тебя, что ты их презираешь и на основании их ничего не будешь делать.

XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Ним те мар эппин саншӑн, анчах мана еплерех, — тӑсрӗ малалла Володя, хулпуҫҫине атте пек хускаткаласа, — ҫӗмӗрни ҫитмест, тата кулса тӑрать, вӑт айван!

— Да, тебе ничего, а мне чего, — продолжал Володя, делая жест подергивания плечом, который он наследовал от папа, — разбил, да еще и смеется, этакой несносный мальчишка!

V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Эпӗ сана французсенне парӑп, вӑл ҫӑмӑлтарах, саншӑн меллӗрех.

Мы тебе французскую дадим, она легче и удобнее.

9 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Эпӗ саншӑн кӑна шиклентӗм.

Я боялся, что с тобой что-нибудь случилось.

7 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

— Ҫӗр ҫӑтманнӑ Ашакӗ, саншӑн ҫак патака туянтӑм, ҫитменнине саншӑн та манӑнах турттарса каяс пулать, — тет.

— Проклятый осел, из-за тебя я битый иду, двойную кладь несу.

Паттӑр ашак // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 51–55 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней