Поиск
Шырав ĕçĕ:
Самолета аллипе ахаль тытса пӑхни те ӑна питӗ савӑнтарнӑ.Даже простое прикосновение к самолету доставляло ему радость.
Иккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Вӑл пӑхса ларни ун чӗрине савӑнтарнӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
— Тытӑнса пӑхӑп! — хӑвӑрт ответлерӗ те Либерман, ӑшӑ термосне шӑлкаласа, кулса ячӗ: ӑнсӑртран Батманов ӑна ӗҫ хушни савӑнтарнӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Пӑрлӑ ҫулпа лайӑх пыни вӗсене савӑнтарнӑ.Людей подбодрило беспрепятственное движение по ледовой магистрали, они заметно повеселели.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ҫав «Тӑван ҫӗршыв» хыпарӗсем совет ҫыннисене калама ҫук савӑнтарнӑ, нимӗҫсене ҫав тери тарӑхтарнӑ.Эти «Вести с Родины» так радовали советских людей и так раздражали немцев.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Ухӑпа та ҫӗмренсемпе выляса хӑтланнинчен садри кайӑксем ҫеҫ сиен курма пултарнӑ, кун пек выляса хӑтланни ашшӗн кӑмӑлне савӑнтарнӑ.
XXX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
— Пирвайхи вӗренекенӗрсемех лайӑх ҫитӗнӳсемпе савӑнтарнӑ.
Ӑста спортсмена хатӗрлеме вунӑ ҫул кирлӗ // Хыпар. «Хыпар», 72-73 №№, 2020 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗ, 9 стр.
Ку хурав палламан ҫынна савӑнтарнӑ пек пулчӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ҫав ӗҫ ӑна пӗр вӑхӑтрах шиклентернӗ те, савӑнтарнӑ та.
Улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Унсӑр пуҫне тата ҫул ҫинче Митя Сергей Николаевичпа туслашса кайрӗ, вырӑна лайӑхах ҫитни ҫинчен ачасен ашшӗ-амӑшӗсем патне пурин патне те телеграмма янӑ, хӑйсен шкулне «Червоны зирки» колхозникӗсемпе тӗл пулни ҫинчен ҫыру ҫырнӑ — ҫаксем Митьӑна ҫав тери савӑнтарнӑ.
3 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Шерккее чӑнласах килӗшрӗ хӑй пайтахчен пӑхса савӑнтарнӑ кил-ҫурт.Шерккею страх как понравился дом, возле которого он крутился, почитай, уже более получаса.
V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
«Тӗнчене ҫӗнетсе улшӑнтармалли Маркс планӗ ӑна хӑйӗн анлӑшӗпе савӑнтарнӑ, пулас пурнӑҫра ӑна класлӑ патшалӑх пусмӑрӗнчен ирӗке тухнӑ мӗнпур этемлӗх пӗрлешсе ӗҫлессӗн туйӑннӑ».
Н. Г. Гарин-Михайловский ҫинчен // Хӗветӗр Уяр. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 158–163 с.
Эвелина хӑйне ҫывӑх пулни ӑна ҫав тери савӑнтарнӑ, анчах ӗнерччен, эпир хамӑр сывлакан сывлӑша туйман пекех, ӑна вӑл туйман.
I // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
«Пысӑк хырӑмлисене», тепӗр майлӑ каласан, хула буржуйӗсене персе вӗлерни вӗсене савӑнтарнӑ; вӗсем ҫакна «типӗ тытни хыҫҫӑн праҫник туни» тенӗ.Им нравилось расстреливать горожан, и они называли это «разговеться».
V. Вӗсен вӑрҫӑри пурнӑҫӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Воропаев Таньӑна ачашлани ӑна питӗ савӑнтарнӑ, вӑл унӑн сассине итлеме тата хӗвелпе пиҫнӗ хӑмӑр сӑн-пичӗпе пурне те ӑнланакан ӑслӑ куҫӗсем ҫине пӑхма юратнӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Стрельцова темскер савӑнтарнӑ пек, сӑн-питри сивлерех йӗрсем ҫемҫелсе, куҫӗсем ӑшӑнса каймаллах савӑнтарнӑ пек туйӑнать.
6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Халиччен ӑна чи аскӑн та алхасма юратакан каччӑн чапӗ савӑнтарнӑ, халӗ вӑл ыттисенчен йӗркеллӗрех те тӳрӗ кӑмӑллӑрах пулни лайӑхраххине курса ӗненнӗ.
7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вӗсенче вӑл хӑйӗн йывӑр та тӳрӗ кӑмӑлне курнӑ, хӑй тӳррӗмӗнех вӗсемпе ҫыхӑнса тӑнине, вӗсемсӗр пурӑнма пултарайманнине туйса тӑнӑ, анчах ӑна кӑҫал МТС-а пуҫласа килнӗ самоходнӑй комбайнсем уйрӑмах тӗлӗнтерсе савӑнтарнӑ.
2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ирхине вӗсем Фроськӑпа пасара тӑпӑрчпа хӑйма тата тӑварланӑ кӑмпа сутма кайнӑ, унта Фроська хӑйӗн таланчӗпе Ксенофонтовнӑна савӑнтарнӑ: вӑл кашни вунӑ пусшӑн ҫине тӑрсах хаклашнӑ.
1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Анчах Авдотья хӑй ҫывӑхӗнче помощниксемпе хӑйӗн шухӑшӗ майлӑ тӑракан ҫынсене курнӑ — ҫакӑ савӑнтарнӑ ӑна.Но радостно было то, что Авдотья уже видела около себя помощников и единомышленников.
1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.