Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

романтик сăмах пирĕн базăра пур.
романтик (тĕпĕ: романтик) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Романтик: пирӗн ҫулсем уйӑрӑлма пуҫланине сисетӗп, тенӗ пулӗччӗ, анчах эпӗ ӑнланмалла калатӑп: эпир пӗр-пӗрне йӑлӑхтартӑмӑр.

Романтик сказал бы: я чувствую, что наши дороги начинают расходиться, а я просто говорю, что мы друг другу приелись.

XXV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Анна Сергеевнӑпа калаҫнӑ чухне вӑл кирек мӗнле романтизма та халичченхинчен те ытларах курайми пулнине палӑртнӑ, анчах пӗччен юлсан, хӑй те романтик пулнине сиснӗ.

В разговорах с Анной Сергеевной он еще больше прежнего высказывал свое равнодушное презрение ко всему романтическому; а оставшись наедине, он с негодованием сознавал романтика в самом себе.

XVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Вӑл романтик пулман, унӑн вӗҫкӗнрех те типӗ, французсенни майлӑ мизантроплӑ вӗри чунӗ шухӑша кайма пӗлмен.

Он не был рожден романтиком, и не умела мечтать его щегольски-сухая и страстная, на французский лад мизантропическая душа…

XI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Мӗнле кӑмӑл пур-ха унӑн ку чухне романтик пулма!

И охота же быть романтиком в нынешнее время!

X // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Ырӑ ҫын, романтик — текех казачествӑшӑн хурланать.

Добряк, романтик — все о казачестве печалится.

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Тӗлӗнмелле чаплӑ сӑмахсем, — мӑкӑртатса илчӗ Виктор, — анчах ку япала мана питех пӑшӑрхантармасть, эсӗ пӗлетӗн вӗт-ха, эпӗ романтик мар.

— Удивительно прекрасные слова, — пробормотал Виктор, — но только это меня не особо беспокоит, ты же знаешь, я не романтик.

XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Мересьев хӑй нимле романтик та марри ҫинчен каласшӑнччӗ, вӑл акӑ мӗне чӗререн шаннӑ: кунти медсанбат палаткинчех, тӑван атмосферӑра выртсан, таҫти пӗлмен канлӗхре, Мускав клиникинче выртса сывалнинчен хӑвӑртрах сывалма пулать, тенӗ.

Мересьев хотел было ответить, что никакой он не романтик, что просто уверен он — тут, в палатке медсанбата, в родной атмосфере, он поправится скорее, чем среди неведомых удобств московской клиники.

19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Эсир - романтик, ыттисене пулӑшма яланах хатӗр.

Помоги переводом

Мӗнле сӗткен килӗшет? // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.04.20. 15№

— ку вӑл N г-жа, ӑна вӑл ман умрах каларӗ; вӑл чӑнах та питӗ лайӑх хӗрарӑм, анчах ӑна ҫавӑнтах тытрӗҫ вӗт, — вӑл унччен ҫур сехет маларах кӑна хӑй 26 ҫулта тесе мухтаннӑччӗ, астӑватӑн-и, пуринпе пӗрле епле ахӑлтатса кулчӗ вӑл, халӗ ӗнтӗ тӑваттӑшӗ те ахӑлтатса кулса ячӗҫ, романтик ахӑлтата-ахӑлтатах аяккалла тарчӗ.

— Да ведь я знаю, кто эта дама, — сказал офицер, на беду романтика подошедший к спорившим, — это г-жа N; она при мне это и сказала; и она действительно отличная женщина, только ее тут же уличили, что за полчаса перед тем она хвалилась, что ей двадцать шесть лет, и помнишь, сколько она хохотала вместе со всеми, и теперь все четверо захохотали, и романтик с хохотом бежал.

VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Пӗр студентӑн романтизм, Дмитрий Сергеичӑн — схематистика, тепӗр студенчӗн — ригоризм; паллах, ют ҫынна ҫакӑн пек чакаланнине пилӗк минутран ытла итлесе тӑма йывӑр ӗнтӗ, тавлашакансенчен пӗри, романтик, сехет ҫурӑран ытларах чӑтса тӑраймарӗ, ташлакансем патне тарчӗ, анчах мухтавсӑрах тармарӗ.

У одного студента — романтизм, у Дмитрия Сергеича — схематистика, у другого студента — ригоризм; разумеется, постороннему человеку трудно выдержать такие разыскиванья дольше пяти минут, даже один из споривших, романтик, не выдержал больше полутора часов, убежал к танцующим, но убежал не без славы.

VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней