Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

район сăмах пирĕн базăра пур.
район (тĕпĕ: район) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ҫулталӑк ансат пулмарӗ, апла пулин те район ҫитӗнӳсем тума пултарчӗ, - терӗ вӑл. - Промышленноҫ, ял хуҫалӑх, ытти тытӑмӑн ӗҫ кӑтартӑвӗсем ӳсрӗҫ».

Помоги переводом

Муркашсем ĕçлеме юратаççĕ // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Муркаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗн Ростислав Тимофеевӑн сӑмахӗнче муниципалитет аталану ҫулӗпе утни аван курӑнчӗ.

Помоги переводом

Муркашсем ĕçлеме юратаççĕ // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

«Халǎх» ятне тепӗр хут ҫирӗплетсе парас тесе вырǎнти халǎх театрӗн артисчӗсем ҫак саманта тахҫантанпах кӗтсе хатӗрленнӗ ӗнтӗ, ҫапах та хǎйсенче хумханни палǎрать», — тесе хыпарланӑ кун пирки Муркаш район администрацийӗн сайтӗнче.

Помоги переводом

Ҫеҫкери ҫӗмӗрт каллех ҫеҫкеленет // Галина Никитина. http://chuvash.org/news/11720.html

Хӗл ӑсатӑвне курма район центрӗнчи Культура ҫурчӗ умӗнчи лапама 11 сехете пуҫтарӑнмалла.

На проводы зимы нужно собраться к 11 часам на площадь у районного дома Культуры.

Кӳлнӗ лаша лайӑхрах-и е мотоблок? // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11698.html

Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Тихонов чи малтанах интернационалла тивӗҫе пурнӑҫланӑшӑн кӑна мар - тӑван ҫӗршывӑн ун чухнехи чи кирлӗ тӗрекӗсенчен пӗрисем пулнӑшӑн интернационалист-воинсене тав турӗ.

Помоги переводом

Тивĕçе, чыса мала хурса пурнăçланă // В.ТОЛМАТОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.02.26

Митинга Вӑрмар хула тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Виссарионов уҫрӗ, ҫак кун ҫӗршывра пурӑнакансемшӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртса район пуҫлӑхне М.Пуклакова сӑмах пачӗ.

Помоги переводом

Тивĕçе, чыса мала хурса пурнăçланă // В.ТОЛМАТОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.02.26

Перепиҫри даннӑйсене вара вырӑнти тӗрлӗ ҫӑлкуҫсенчи кӑтартусемпе (Чӑвашстатӑн, район администрацийӗн, Росреестр кадастрӗн, ветеринари станцийӗн тата ыттипе) танлаштаратпӑр.

Помоги переводом

Тĕрĕс сăмах чул ватать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

Лару-тӑрупа вырӑнта паллашма район ертӳҫисем те ҫула тухрӗҫ.

Помоги переводом

Тĕрĕс сăмах чул ватать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

Унтанпа виҫӗ теҫетке ҫул та иртнӗ, анчах та район ҫыннисем хӑйсен паттӑрӗсене асра тытаҫҫӗ.

С того момента прошло 3 десятка лет, но люди района не забывают своих героев.

Улттăн пулнă вĕсем… // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 13-14№, 2016.02.26

Чи малтанах Михаил Викторович вырӑнти хӑйтытӑмлӑх пуҫлӑхӗсемпе, район ертӳҫисемпе тӗл пулчӗ.

Помоги переводом

Чăваш тракторĕсен чапĕ-сумĕ таврăнатех // Валентина ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№

Вӑл – Шупашкар район старостисем хушшинче иртнӗ конкурсӑн «Ҫут ҫанталӑка чунпа сӗртӗн» номинацийӗнчи ҫӗнтерӳҫӗ.

Он — победитель в номинации «Прикоснись душой к природе» прошедшего конкурса между старостами Чебоксарского района.

Ял халӑхӗ савӑнать… мӑнукӗсем – мӑнаҫланаҫҫӗ // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 2016.02.16

Шкул ачисемпе район ҫыннисене тата хӑнасене ҫӗнӗ пӳлӗмсене кӗртсе кӑтартас тӗллевпе халӗ кунта Чӑваш Наци музейӗн куравӗсемпе паллаштарма май тупрӑмӑр.

Для целью ознакомления школьников, жителей и гостей района новыми помещениями на данный момент смогли организовать выставки Чувашского национального музея.

Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем — çĕнелнĕ музейра // В. Серафимов. «Ял пурнӑҫӗ», 2016, нарӑс, 19.

Район музейӗн экспозицийӗсемпе уйрӑм экспоначӗсене ҫӗнӗ ҫӗре куҫарасси малалла пырать-ха.

Все еще идет работа по перемещению отдельных экспонатов и экспозиций районного музея на новое место.

Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем — çĕнелнĕ музейра // В. Серафимов. «Ял пурнӑҫӗ», 2016, нарӑс, 19.

Кивелсе лутраланнӑ йывӑҫ ҫурт хальхи саманара музее пыракансене тивӗҫтерменнине шута илсе, район администрацийӗн ун чухнехи пуҫлӑхӗ А. Шестаков ӑна Ленин урамӗнчи пилӗк хутлӑ, Красноармейскинчи “КЕТРА” завод кӑларнӑ кирпӗчрен купаласа хӑпартнӑ 70/1 ҫуртӑн путвалне куҫарма йышӑну турӗ.

Принимая во внимание, что стареющий проседающий деревянный дом в настоящее время не достаточен для посетителей музея, тогдашний глава районной администрации А. Шестаков издал постановление перенести его в подвал пятиэтажного дома 70/1 по улице Ленина, построенного из кирпича выпущенного на заводе "КЕТРА" в Красноармейском.

Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем — çĕнелнĕ музейра // В. Серафимов. «Ял пурнӑҫӗ», 2016, нарӑс, 19.

Унтанпа пӗр пӳлӗмрен музей валли уйӑрнӑ ҫуртӑн пӗтӗм лаптӑкӗпех усӑ курма майсем туса пачӗҫ район ертӳҫисем.

С тех пор районные руководители сделали возможность пользоваться не одной комнатой и всем пространством дома, выделенного для музея.

Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем — çĕнелнĕ музейра // В. Серафимов. «Ял пурнӑҫӗ», 2016, нарӑс, 19.

И.Моторин канашлӑва пӗтӗмлетсе район халӑхӗ тӑрӑшса ӗҫленӗрен пысӑк ҫитӗнӳсем тунине палӑртрӗ.

Помоги переводом

Ырӑ улшӑнусем пулмаллах // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Ку тӑрӑхран паллӑ ҫын нумай тухнине, район йӑла-йӗркепе пуяннине, чылай енӗпе республикӑра мала тухнине палӑртрӗҫ.

Помоги переводом

Ырӑ улшӑнусем пулмаллах // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Район пурнӑҫӗпе те кӑсӑкланса тӑрать Валентина Егоровна.

И районной жизнью интересуется Валентина Егоровна.

101 ҫулти кинемей тутлӑ кукӑль пӗҫерет, купӑс калать // Николай ЕРШОВ. http://hypar.ru/ru/node/15772

Уйрӑмах район центрӗнче пурӑнакан Викентий килти хуҫалӑха пӗччен тытса пыракан амӑшне час-часах пулӑшать.

Чаще всех матери, что держит одна хозяйство, помогает Викентий, живущий в районном центре.

101 ҫулти кинемей тутлӑ кукӑль пӗҫерет, купӑс калать // Николай ЕРШОВ. http://hypar.ru/ru/node/15772

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней