Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем — çĕнелнĕ музейра

Автор: В. Серафимов

Источник: «Ял пурнӑҫӗ», 2016, нарӑс, 19.

Добавлен: 2016.02.22 23:43

Предложений: 10; Слово: 158

Тип текста: Новость

По-русски Тема: Не указано

Пӗлтӗр районти историпе таврапӗлӳ халӑх музейне уҫнӑранпа 30 ҫул ҫитрӗ. Ӑна 1985 ҫулхи августӑн 5-мӗшӗнче Красноармейскинчи Васильев урамӗнчи 19-мӗш ҫурт умӗнче районӑн ун чухнехи ертӳҫисем С. Железинпа Л. Константинов шкул ачисем хутшӑннипе хӗрлӗ хӑю кассах уҫнӑччӗ. Унтанпа пӗр пӳлӗмрен музей валли уйӑрнӑ ҫуртӑн пӗтӗм лаптӑкӗпех усӑ курма майсем туса пачӗҫ район ертӳҫисем. Кивелсе лутраланнӑ йывӑҫ ҫурт хальхи саманара музее пыракансене тивӗҫтерменнине шута илсе, район администрацийӗн ун чухнехи пуҫлӑхӗ А. Шестаков ӑна Ленин урамӗнчи пилӗк хутлӑ, Красноармейскинчи “КЕТРА” завод кӑларнӑ кирпӗчрен купаласа хӑпартнӑ 70/1 ҫуртӑн путвалне куҫарма йышӑну турӗ. Район музейӗн экспозицийӗсемпе уйрӑм экспоначӗсене ҫӗнӗ ҫӗре куҫарасси малалла пырать-ха. Шкул ачисемпе район ҫыннисене тата хӑнасене ҫӗнӗ пӳлӗмсене кӗртсе кӑтартас тӗллевпе халӗ кунта Чӑваш Наци музейӗн куравӗсемпе паллаштарма май тупрӑмӑр. Пӗрремӗш тата иккӗмӗш тӗнче вӑрҫисене сӑнлакан плакатсемпе Трак тата Красноармейскинчи вӑтам шкулсенче вӗренекенсем, авӑ, хавхалансах паллашрӗҫ. Ытти шкулсенчен те ушкӑнсем килсех тӑраҫҫӗ. Музее ҫитӗннисем те хаваспах ҫӳреҫҫӗ. Ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем те нумаях пулмасть кунта пулса курма май тупрӗҫ, музейра тӑрӑшакансене малашнехи ӗҫре пулӑшса пыма сӑмах татрӗҫ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней