Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Апла пулсан, вӑл ватӑ Карло пӳлӗмӗнче иккен… — тесе кӑшкӑрчӗ Карабас Барабас.— Так, значит, это в каморке старого Карло находится потайная… — закричал Карабас Барабас.
Синьор Карабас Барабас Буратинона ҫунтарса ярас вырӑнне пилӗк ылтӑн укҫа парать те килне ярать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
— Хамӑн Карло атте пӳлӗмӗнче, — тет Буратино.
Синьор Карабас Барабас Буратинона ҫунтарса ярас вырӑнне пилӗк ылтӑн укҫа парать те килне ярать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Унӑн пӳлӗмӗнче алӑка хирӗҫ стенари илемлӗ вучахсӑр пуҫне урӑх нимӗн те пулман.В каморке у него ничего не было, кроме красивого очага — в стене против двери.
Карло йывӑҫ пукане тӑвать те ӑна Буратино ят парать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Икона ҫыракан мастерской ҫурри чултан, ҫурри йывӑҫран тунӑ пысӑк ҫуртӑн икӗ пӳлӗмӗнче вырнаҫнӑччӗ: пӗр пӳлӗмӗн виҫ чӳречи карташ еннелле, икӗ чӳречи садалла тухатчӗ; тепӗр пӳлӗмӗн пӗр чӳречи садалла, пӗри урамаллаччӗ.
XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫемҫе те хитре сӗтел-пукан нумай ларнӑран пӳлӗмӗнче, кайӑк йӑвинчи пек, тӑвӑрччӗ, чӳречисене чечексен ҫӑра симӗс ҫулҫисем картласа ишнӗ, тӗттӗмрех ҫӗрте кӑмакан юр пек шурӑ изразцисем йӑлтӑртататчӗҫ, кӑмакапа юнашар хура рояль йӑлкӑшса ларатчӗ, стенасем ҫинчен тата рамӑсен тӗксӗм ылтӑнӗ ӑшӗнчен темле хурарах тӗслӗ хутсем пӑхса тӑратчӗҫ, славян ҫырӑвӗн шултра саспаллийӗсем унта чалӑшшӑн сапаланса пӗтнӗччӗ, тата кашни хучӗ айӗнче те кантра ҫинче тӗксӗм те пысӑк пичет ҫакӑнса тӑратчӗ.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Е тата — ҫил-тӑман кантӑксем тӑрӑх та стена тӑрӑх каштӑртатать, трубасем ӑшӗнче улать, йӳшкӗсене шаккать, ача пӳлӗмӗнче пӗчӗк ачасем макӑраҫҫӗ, теттӗм кӗтесре кӑштӑртатса кӗрсе ларса, кашкӑр пек улас килсе каять.
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Унӑн хӗрӗ ҫак вӑхӑтра пӗрмаях партизансен пӳлӗмӗнче пулчӗ.
25 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Пӳртӗн табак туртса тултарнӑ тӗттӗм пӳлӗмӗнче те сас-чӗвӗ илтӗнмест.Ни единого звука не доносилось также из темной прокуренной утробы дома.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Вӑхӑта Дмитрипе пӗрле ун амӑшӗн пӳлӗмӗнче ирттерес, калаҫас тата Варенька юрланине е вуланине итлес шутпа, эпӗ Дмитрий патне пӗррехинче каҫ пулттипе килсе ҫитрӗм; анчах ҫӳлте Безобедов ларатчӗ.
ХLI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кирек епле пулсан та, маншӑн Дмитрипе пӗрле ун амӑшӗн пӳлӗмӗнче ларасси унпа хӑйпе кӑна куҫа-куҫӑн ларассинчен савӑнӑҫлӑрах.
ХL сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
3. барон йӳле янӑ сюртукпа жилет тӑхӑннӑ, вӑл хӑйӗн хӑнисене ашшӗ-амӑшӗн пысӑк мар ҫуртӗнчи залра хӑна пӳлӗмӗнче кӗтсе илет, вечер ирттерме ҫак параднӑй пӳлӗмсене ӑна ашшӗ-амӑшӗ пӗр каҫлӑха пама килӗшнӗ.
XXXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл хӑна пӳлӗмӗнче фортепьяно ҫине аллипе тӗреленсе тӑрать, хӑй ман еннелле танлӑн тата чӑтӑмсӑрррӑн пӑхать.
XXXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫак вӑхӑтра эпӗ официантсен пӳлӗмӗнче калаҫса тӑракан аттепе Володьӑн сассисене илтрӗм.В это время я услышал его и Володин голоса, говорившие в официантской.
XXXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑна пӳлӗмӗнче вӑл, тытӑнчӑклӑн калаҫса, амӑшне юрасшӑн хӑйне чура пек тытать, амӑшӗ мӗн тӑвас тенине йӑлтах тӑвать, Анна Дмитриевна хушнине пурнӑҫламан ҫынсене ятлать, кабинетӗнче тата кантурта вара апат пӗҫерме хӑйӗнчен ыйтмасӑр кӑвакал илнӗшӗн, е кӳршӗ ялта пурӑнакан хӗрарӑм сывлӑхӗ ҫинчен пӗлме Анна Дмитриевна хушнипе хресчене янӑшӑн, е хресченсен пахчара ҫум ҫумлама тивӗҫлӗ хӗрӗсене вӑрманта хӑмла ҫырли пуҫтарттарса ҫӳретнӗшӗн асар-писӗр тустарать.
ХХХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ Володя пӳлӗмӗнче пӑшал тарӗ тупрӑм, унпа куҫхаршине сӗркелерӗм те чӗртсе ятӑм.
XXX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Каҫпа вӑл хӑна пӳлӗмӗнче ури-аллипех диван ҫине хӑпарса выртать, чавси ҫине таянса ҫывӑрать е ним кулмасӑр акӑш-макӑш суйма пикенет, хӑшпӗр чух калама лайӑх мар япаласем ҫинчен суйма тытӑнать, вара Мими ҫиленет, пичӗ пӑч-пӑч хӗрелсе каять, эпир ахӑлтатса кулатпӑр, аттепе тата сайра хутра манпа калаҫнине шутламасан, вӑл ҫемьери, ытти ҫынсемпе пуринпе те пули-пулми япаласем ҫинчен кӑна калаҫать.
XXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл е ирех пӑшал тытса пӗчченҫи сунара каять, е хӑйӗн пӳлӗмӗнче кӑнтӑрлахи апатченех кӗнеке вулать.
XXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мана алӑк уҫса кӗртнӗ ватӑ швейцар та, ман ҫирен шинеле хывса илнӗ тарҫӑ та, хӑна пӳлӗмӗнче ларакан икӗ хӗрарӑмпа икӗ арҫын та, уйрӑмах Иван Иваныч князь хӑй, штатски сюртукпа диван ҫинче лараканскер, мана пурлӑх йышӑнса юлмалли ҫын тесе шутланӑн, ҫавна пула ыр сунмасӑр пӑхнӑн туйӑнчӗ.
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Эпӗ халех тумланатӑп, — хушса хучӗ вӑл, тепӗр пӳлӗме тухнӑ май; вӑл хӑйӗн пӳлӗмӗнче чухне те лайӑх тумпаччӗ: — ҫӗнӗ сюртукпа шурӑ жилет тӑхӑннӑччӗ.
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫакӑн пек те пулкаларӗ; ирпе класс пӳлӗмӗнче вӗренсе ларатӑн, ӗҫлеме кирлине пӗлетӗн, мӗншӗн тӗсен ыран ку предметпа экзамен пулмалла, эпӗ вара унӑн икӗ ыйтӑвӗ тӑрӑх пачах вуламан-ха, анчах кантӑкран сасартӑк мӗнле те пулин шӑршӑ пырса кӗрет, — тем ҫинчен ҫав тери аса илмелле пек туйӑнса каять, алӑсем хӑйсемех кӗнекене хураҫҫӗ, урасем хӑйсемех куҫма, каллӗ-маллӗ утма пуҫлаҫҫӗ, пуҫра, такам пружина ҫине пусса машинӑна ӗҫе янӑ евӗр, ҫӑмӑл та ырӑ, унта тӗрле ула-чӑла, хаваслӑ ӗмӗтсем ытла хӑвӑрт чупа-чупа иртеҫҫӗ те, вӗсем йӑлтлатса илнине кӑна асӑрхаса юлма ӗлкӗретӗн.
IX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.