Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӗтрӗм (тĕпĕ: пӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗтрӗм, — терӗ Ильсеяр, — халех сирпӗтсе ярать.

«Погибла, — решила Ильсеяр, — сейчас сбросит».

Х // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Пӗтрӗм тесех шухӑшларӑм хам та.

Так и думала, что конец пришел.

ХIII // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.

Ун пек каласан, тӳрре те тухӑп, йӗмме ҫурса ярсан е пушмаксене чӗркелесе пӗтерсен — пӗтрӗм вара.

Такое объяснение правдоподобно, если я изорву штаны и поцарапаю башмаки, не оправдаться, не избежать наказания.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

«Пӗтрӗм!» — вӗлтлетсе илчӗ пуҫӗнче.

«Конец!», мелькнуло в голове.

IX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

«Пӗтрӗм эпӗ, — тенӗ Ваҫили Андрейч, — лаша йӗрне те ҫухатӑп, ӑна хӑйне те хӑваласа ҫитеймӗп», — тенӗ.

«Пропал я, — подумал Василий Андреич, — потеряю и след, и лошади не догоню».

VIII // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.

«Йӑлтах пӗтрӗм, — тесе шухӑшларӗ Софья.

Все было потеряно.

XX сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.

Еплерех тӑчӗ вӑл кайри урисем ҫине, — эх, аннеҫӗм, пӗтрӗм тетӗп.

Как встал на задние лапы — думал, мама родная, концы отдам!

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Асапланса пӗтрӗм.

Помоги переводом

I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Анчах асту, ун ҫинчен хуҫа умӗнче персе ан яр — вара пӗтрӗм эпӗ.

Только ты, смотри, хозяину не проговорись — пропал я тогда.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Ахаль те ӗнер, яра кунӗпех асапланса пӗтрӗм.

Так вчерашние сутки помучился.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

«Пӗтрӗм! — вӗлерчӗ!» — шухӑшласа илчӗ вӑл, бомба ҫурӑлсан (астуса юлаймарӗ вӑл, те мӑшӑрлӑ, те хӑрахлӑ хисеп каланӑ самантра ҫурӑлчӗ вӑл), ҫав самантрах хӑйне темӗскерпе ҫапнине, пуҫӗ чӑтма ҫук хытӑ ыратса кайнине туйса илчӗ.

«Все кончено! — убит!» — подумал он, когда бомбу разорвало (он не помнил, в чет или нечет), и он почувствовал удар и жестокую боль в голове.

13 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

«Ӳксе ҫӗмӗрӗлсе юнланса пӗтрӗм пулас, эпӗ» — шухӑшласа илчӗ вӑл, унтан вара вӑл, хай, хӑй умӗнчен ҫаплах-ха вӗлтлетсе иртекен салтаксем хӑйне таптаса каясран, ытларах та ытларах хӑрама пуҫларӗ, вӑл петӗм вӑйне пухрӗ, «мана та илсе кайӑр-ха» тесе кӑшкӑрма тӑчӗ, анчах кӑшкӑрас вырӑнне чӑтма ҫук хытӑ йынӑшса илчӗ, хӑй йынӑшнине илтсе, хӑй хӑраса ӳкрӗ.

«Верно, я в кровь разбился, как упал», — подумал он, и, все более и более начиная поддаваться страху, что солдаты, которые продолжали мелькать мимо, раздавят его, он собрал все силы и хотел закричать: «Возьмите меня», — но вместо этого застонал так ужасно, что ему страшно стало, слушая себя.

12 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Тен, Михайлова кӑна вӗлерет-ха, вара эпӗ хам, унпа пӗрлех утса пыни ҫинчен каласа кӑтартӑп, ӑна вӗлерчӗҫ, а эпӗ ун юнӗпе вараланса пӗтрӗм, тейӗп.

А может быть, одного Михайлова убьет, тогда я буду рассказывать, как мы рядом шли, и его убило и меня кровью забрызгало.

12 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Анчах мана лексен, ӑҫтан лекет-ши? пуҫран лексен, пӗтрӗм вара; ураран лексен, татаҫҫӗ ӗнтӗ, — татнӑ чух ӗнтӗ, тем пулсан та, хлороформпа ҫывратма ыйтатӑп, — вара хӑть эпӗ чӗрӗ юлма та пултаратӑп.

А коли меня, то куда? в голову, так все кончено; а ежели в ногу, то отрежут, и я попрошу, чтобы непременно с хлороформом, — и я могу еще жив остаться.

12 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Ак кунтан лексен вара, осколка килсе лексен — пӗтрӗм

Ну, а как сюда да осколком — кончено!»

4 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Ывӑлӗн ӗҫлесси килмен, вӑл ашшӗне хирӗҫ каланӑ: «Эпӗ ҫырӑва вӗрентӗм, хура халӑх сӑмахӗсене пӗтӗмпех манса пӗтрӗм, кӗрепле мӗн вӑл?» — тенӗ.

А сыну не хотелось работать, он и говорит: «Я учился наукам, а все мужицкие слова забыл; что такое грабли?»

Нумай вӗреннӗ ача // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Халтан сулӑннӑ ҫын хайне хӑй: «Ӗнтӗ пӗтрӗм» тесе шутланӑ, харсӑрланнипе ҫеҫ хирӗҫ кӗрешнӗ.

Обессилевший человек считал себя приговоренным к смерти и продолжал защищаться только по инерции.

L сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Хам тем пек хӑраса ҫитнӗ: «Пӗтрӗм ӗнтӗ», — тесе пыратӑп.

Я думал, что я пропал.

Эпӗ юланутпа ҫӳреме вӗренни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

«Пӗтрӗм иккен ӗнтӗ», — тесе выртатӑп.

«Ну,— думаю,— конец мой пришел».

Упа тытни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Сана курман ҫак икӗ эрне хушшинче тем те шутласа пӗтрӗм.

Две недели тебя не видел, чего только ни думал.

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней