Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кун пек вӗрентни чӑваш чӗлхине пӗтерни, чӑваш халӑхӗн пуласлӑхне пӗтерни пулать.Такое обучение - уничтожение чувашского языка, уничтожение будущего чувашского народа.
Тӳнтерле орфографи пирки тӳр сӑмах // Л.Е. Андреев-Лесник. https://chuvash.org/content/4820-%D0%A2% ... D1%85.html
Мӗнле вӗренсе пӗтерни ҫинчен аҫуна савӑнтарӑр-ха.
16-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫавӑнпа ҫырма кирлӗ мар: усӑсӑр хут пӗтерни кӑна, вӑхӑта сая яни; хӑвӑртрах тума пулать… ирсӗрлеҫҫӗ!Так не нужно писать: это лишняя переписка, трата времени; можно скорее… гадят!
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хӑрушӑ ҫил-тӑвӑлсем пулни те, аркатса-ҫӗмӗрсе пӗтерни те илтӗнмест ҫав ҫӗршывра.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мӗне кирлӗ-ха ҫав тетрадьсем, вӗсемшӗн темӗн чухлӗ хут, чернил пӗтерни, вӑхӑта ирттерни?Зачем же все эти тетрадки, на которые изведешь пропасть бумаги, времени и чернил?
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Александр Михайлович университет пӗтерни 9 ҫул ҫитнӗ ӗнтӗ.
Вунмккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Анчах хӑш-пӗр профессорсем Остроградские христианство вӗренӗвӗпе иртнӗ лекцисене ҫӳременшӗн айӑпланӑ, университет пӗтерни ҫинчен калакан аттестата та пама хирӗҫ пулнӑ.
Виҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Вӑл темӗншӗн, хӑйӗн унта виҫӗ тӑванӗ, турра ӗненменскерсем, ҫавӑнпа мухтанаканскерсем, пурӑнни ҫинчен, вӗсенчен пӗри Гейдельбергра философи факультетне пӗтерни ҫинчен каласа пачӗ.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тата ҫав пархатарлӑ хӑвата пӗрре тытса пӗрре пӗтерни, ӳлӗм валли нимчул та хӑварманни пысӑк айванлӑх пулӗччӗ.И потом — стоит ли в один раз истратить волшебство целиком, не получив даже сдачи?
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Хӑш-пӗр ҫуртсемпе стенасене темле ӑнланмалла мар сӑрласа пӗтерни кӑна тӗлӗнтернӗ, — вӗсем футуристсен киревсӗр картинӗсене аса илтернӗ, тата хӳмесем, витринӑсем ҫинчен иртсе пыракан ҫынсем ҫине пӑхса тӑракан «ТАСС чӳречисем» Маяковский кӗнекисен академиллӗ изданийӗсенчен сиксе тухнӑ пек курӑнса тӑнӑ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ирина Михайловна тепӗр самант ҫинче те пусӑм турӗ: йӗркесӗр пӗр-пӗр тӗслӗх пирки унта та кунта ҫыраҫҫӗ, кӑтартаҫҫӗ, анчах ҫав йӗркесӗрлӗхе пӗтерни ҫинчен кайран никам та шарламасть.
Каяшсемшӗн тӳлемелли парӑм – 300 млн тенкӗ // Николай КОНОВАЛОВ. Хыпар, 2019.08.05
Палатӑри тӑваттӑмӗш ҫын, бинтласа пӗтерни, кун каҫипе те хӑй ҫинчен нимӗн те каламарӗ, анчах Степан Иванович, тӗнчери пур япалана та пӗлекенскер, Мересьева хуллен кӑна унӑн историне каласа пачӗ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Бекки вӑрттӑн Том ҫине пӑхса илчӗ, анчах Томӗ вӑл вӑхӑтра Эмми Лоренса утравра питех хӑрушӑ ҫил-тӑвӑл пулни ҫинчен каласа тӑчӗ, вӑл мӑн смоковницӑран виҫӗ утамра кӑна тӑнӑ чухне ӑна аслати ҫапса йӑлтах «турпасласа» пӗтерни ҫинчен каларӗ.
18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ҫакна районсенчи ял хуҫалӑх управленийӗсене пӗтерни те ҫирӗплетет.Это подтверждает и ликвидация районных управлений сельского хозяйства.
Ҫӗр ҫинче ӗҫлеме мантӑмӑр // П. Воробьев. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2010,10,27
Ҫав вӑхӑтрах ҫулсене упрама пӗлменнине, техникӑпа ватса-ҫӗмӗрсе пӗтерни хытӑ пӑшӑрхантарать.
Валерий Фадеев: «Аталанмалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, тӑрӑшмалла кӑна» // И.САЛАНДАЕВ. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&ty ... id=2709271
Самай ӳсӗрӗлме ӗлкӗрнӗ Сергей Оксанӑпа хӗрсе кайсах калаҫать: — Шкул пӗтерни кӗҫех вун пилӗк ҫул пулать.
Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№
С.Г.Еникеев профессорӑн сӑмахӗсем аса килчӗҫ вара: «Институт пӗтерни эсир чӑн-чӑн агроном пулнине пӗлтермест-ха. Пысӑк тухӑҫ туса илнишӗн пӗрре кӑна мар хӗпӗртесен е тырпула нушаллӑ пухса кӗртнишӗн чӗрене ыраттарсан тин чӑн-чӑн агроном пулатӑн», - тетчӗ вӑл.
Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№
23. Ӗнтӗ вӗсем урлӑ ҫакӑн пек ҫыру парса янӑ: «Апостолсемпе пресвитерсем — сирӗн тӑванӑрсем — суя тӗнрен чӑн тӗне кӗнӗ Антиохири, Сирири, Киликири тӑванӑмӑрсене савӑнӑҫ сунаҫҫӗ. 24. Эпир пирӗн патӑмӑртан пынӑ хӑш-пӗр ҫынсем сире хӑйсен сӑмахӗпе хӑратса пӗтерни ҫинчен илтрӗмӗр, вӗсем, «ӳт кастармалла, Моисей саккунне тытса тӑмалла» тесе, сирӗн чунӑрсене иккӗлентерсе хӑварнӑ иккен, эпир вӗсене апла калама хушманччӗ; 25. ҫавӑнпа эпир пухӑнтӑмӑр та, пурте пӗр шухӑшлӑ пулса, ҫынсем суйласа илсе, вӗсене хамӑрӑн юратнӑ Варнавӑпа, Павелпа пӗрле сирӗн пата яма шутларӑмӑр; 26. Варнавӑпа Павел — хӑйсен чунне Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ячӗшӗн панӑ ҫынсем.
Ап ӗҫс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Хӑйӗн йӑхташӗсене ҫапла тискеррӗн пӗтерни ҫинчен илтсессӗн, Иуда ҫакна хӑйӗн ҫыннисене пӗлтернӗ, 6. вара тӗрӗс Тӳрене Турра кӗлтуса, хӑйӗн тӑванӗсене ирсӗррӗн вӗлерекенсене хирӗҫ тухнӑ, ҫӗрле пристаньпе кимӗсене ҫунтарса янӑ, унта чупса пынисене вӗлернӗ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Адониседек — Иерусалим патши — Иисус Гай хулине туртса илсе ӑна тупаласа тӗп туни ҫинчен, Гай хулипе унӑн патшине те Иерихон хулипе унӑн патшине пӗтернӗ пекех пӗтерни ҫинчен, Гаваон ҫыннисем [Иисуспа тата] Израильпе килӗшӳ туса вӗсем хушшинче юлни ҫинчен илтсессӗн 2. сехӗрленсех ӳкнӗ, мӗншӗн тесессӗн Гаваон патша хулисенчен кая мар, Гайран та пысӑкрах хула [пулнӑ], ҫыннисем те унта харсӑр ҫынсем пулнӑ.
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.