Поиск
Шырав ĕçĕ:
Халех каяр, вӑл пӗтӗм электричествӑна пӑсса пӗтериччен ҫитер унта…
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Полк валли казармӑсем местечко хӗрринче, чукун ҫул хыҫӗнче, кӗтӳ ҫӳретмелли ҫерем текен вырӑнта, тин ҫеҫ тума пуҫланӑ-ха, унчченлӗхе вара, вӗсене вӗҫлесе пӗтериччен, вӑл хӑйӗн мӗнпур учрежденийӗсемпех уйрӑм ҫынсем патне хваттере вырнаҫнӑ.
VIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Лопуховсем Крюковӑпа Кирсанов калаҫса пӗтериччен кӗтсе тӑмарӗҫ, тухса кайрӗҫ.Лопуховы ушли, не дождавшись конца свидания Крюковой с Кирсановым.
XIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑл ҫиесси килмен ҫӗртенех ларса пӑтӑ ҫикелерӗ, вӑкӑрӗсем апат ҫисе пӗтериччен кӗтсе ларчӗ те Кондрата куҫ хӗсрӗ:Он нехотя похлебал каши, дождавшись, пока поели быки, мигнул Кондрату:
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Агитколонна бригадине Войсковой хуторне чӗнсе илчӗҫ, анчах Нагульнов ыйтнипе, Ванюшка Найденова Кондратько ака туса пӗтериччен Гремячирех хӑварчӗ.
26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
«Хули ӑҫта?» тесе ыйтсан, туса пӗтериччен ҫунса кайрӗ, леш ултавҫӑ укҫана чиксе тухса тарчӗ, теҫҫӗ.Где город? спросишь: сгорел, говорят, не достроился, а изобретатель бежал с твоими деньгами.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мӗн чухлӗ тупӑш илессине, паллах, нумайрах, пӗр ултӑ-ҫичӗ пин тенкӗ илессине ҫырупа пӗлтерессе те; лайӑххине те, кирлӗ пулсан, ҫӗнӗ ҫурт туса пӗтериччен унта пурӑнма май пуррине те; юлашкинчен, повереннӑй виҫӗ-тӑватӑ пин ярса парасса та шаннӑччӗ вӑл, пӗр сӑмахпа каласан, повереннӑй ҫырӑвӗ те, Ольга ҫырӑвӗсем пекех, хаваслӑ та юратуллӑ пуласса кӗтнӗччӗ вӑл.
XVIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫапах та вӑл, ыттисем пекех, пурин пекех, вунпилӗк ҫула ҫитиччен пансионра вӗреннӗ; унтан ватӑ Обломовсем, чылайччен тавлашнӑ хыҫҫӑн, Илюшӑна Мускава яма шут тытнӑ, унта вӑл ирӗксӗрех наукӑсен пӗтӗм курсне пӗтериччен ларса ирттернӗ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑхӑтӑм пулнӑ пулсан, мӗн пулса иртнине чухлама тӑрӑшнӑ пулӑттӑм, шӑпа Мускав милицийӗ урлӑ Ромашов хваттерне ҫитсе пирӗн пуҫланӑ сӑмаха пӗтериччен уямасӑр татрӗ.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ваньӑна тӗлӗнтернӗ ҫак сӑмахсене каласа пӗтериччен, таврара пӗр самантрах пӗтӗмпех улшӑнчӗ — ҫынсем те, оруди хӑй те, ун таврашӗнчи япаласем те, ҫывӑхри пӗлӗт те, — пурте темӗнле хаяр сӑнлӑ пулса кайрӗҫ, лайӑх якатнӑ тата ҫу сӗрнӗ хурҫӑ пек курӑнакан пулчӗҫ.
21 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ачасем вара хӑйсен япалисене ҫав ҫӗрелле йӑтма тапратрӗҫ, мӗнпур япалине йӑтса пӗтериччен вӗсем нумайччен чӗркуҫҫи таран шыв тӑрӑх каллӗ-маллӗ утрӗҫ.
13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
34. Анчах манӑн ӗҫӗм-тӗллевӗм ҫинчен ан ыйтӑр, мӗншӗн тесессӗн хам шутласа хунине туса пӗтериччен эпӗ сире нимӗн те каламӑп, тенӗ Иудифь.
Иудифь 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ман чурасем сана ту-сӑрт ҫӗршывне илсе кайӗҫ те ту ҫинчи пӗр-пӗр хулара хӑварӗҫ, 8. ҫав халӑха пӗтериччен эсӗ чӗрӗ пулӑн, мӗншӗн тесессӗн сана вӗсемпе пӗрле вӗлерӗҫ.
Иудифь 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
54. Тата вӑл священниксене тытса тӑма каякан тӑкак ҫинчен те, священниксен Турра ӗҫлесе тӑнӑ чухне тӑхӑнмалли тумтирӗ ҫинчен те ҫырнӑ, 55. Турӑ Ҫуртне тата Иерусалима туса пӗтериччен левитсен тӑкакне сапласа тӑрасси ҫинчен те ҫырнӑ; 56. хула хуралӗнче тӑракансене пурне те ӗҫ укҫипе апат-ҫимӗҫ парса тӑма хушнӑ.
2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Унччен, Давид Идумейӑра пулнӑ чухне, унта Иоав ҫарпуҫ вӑрҫӑра вилнисене пытарма пынӑ пулнӑ, Идумейӑра вӑл пӗтӗм ар халӑха вӗлерсе тухнӑ, 16. Иоавпа Израиль ҫыннисем унта ултӑ уйӑх, Идумейӑри пӗтӗм ар халӑха тӗппипе пӗтериччен, пурӑннӑ, 17. ҫавӑн чухне ҫак Адер хӑй ашшӗ патӗнче ӗҫлесе тӑнӑ темиҫе идумейпа Египет ҫӗрне тухса тарнӑ; Адер ун чухне ача кӑна пулнӑ-ха.
3 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. [Патшалӑх Соломон аллинче тӗреклӗленсе ҫитсессӗн,] Соломон фараонпа — Египет патшипе — хурӑнташланнӑ: фараон хӗрне качча илнӗ, ӑна Давид хулине илсе килнӗ, Соломон хӑйӗн керменӗпе Ҫӳлхуҫа Ҫуртне лартса пӗтериччен, Иерусалим йӗри-тавра хӳме хӳсе ҫавӑриччен ӑна ҫавӑнта пурӑнтарнӑ.
3 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Соломон ӗнтӗ фараон хӗрне качча илнӗ, ӑна Давид хулине илсе килнӗ, Соломон хӑйӗн керменне, пуринчен малтан Турӑ Ҫуртне лартса пӗтериччен, Иерусалим йӗри-тавра хӳме хӳсе ҫавӑриччен ӑна ҫавӑнта пурӑнтарнӑ, ҫурт-йӗр ӗҫӗсене вӑл ҫичӗ ҫулта вӗҫленӗ.
3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Иисус сӑнӑ тытнӑ аллине Гай ҫыннисене пурне те тупаласа пӗтериччен пӗр усмасӑр тӑсса тӑнӑ; 27. Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, [Ҫӳлхуҫа] Иисуса каланӑ пек, хулари выльӑх-чӗрлӗхе, пурлӑха вара Израиль [ывӑлӗсем] хӑйсем хушшинче валеҫнӗ.
Нав 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. [Иисус] пӗтӗмпех туса пӗтериччен — Ҫӳлхуҫа халӑха Иисус урлӑ мӗн каланине, Моисей Иисуса мӗн халалланине туса ҫитериччен — [Ҫӳлхуҫа саккунӗн] арчине ҫӗклесе пыракан священниксем Иордан варринче тӑнӑ; халӑх ҫав вӑхӑтра васкавлӑн Иордан урлӑ каҫнӑ.
Нав 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Лот пуҫне ҫӗклесе пӑхнӑ та Иордан таврашӗнчи пӗтӗм ҫӗре курнӑ: Ҫӳлхуҫа Турӑ Содомпа Гоморрӑна пӗтериччен ҫак ҫӗр Сигор таранчченех пӗтӗмпе Ҫӳлхуҫа пахчи пек, Египет ҫӗрӗ пек шывпа шӑварӑнса-нӳрленсе тӑнӑ; 11. Лот хӑй валли Иордан таврашӗнчи пӗтӗм ҫӗре суйласа илнӗ те тухӑҫалла тапранса кайнӑ.
Пулт 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.