Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӗтереймен (тĕпĕ: пӗтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тен, ҫырса пӗтереймен улттӑмӗш кӗнеке сыпӑкӗсене те кунтах вырнаҫтарма тивӗ.

Возможно, придется разместить здесь и главы шестой недописанной книги.

«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ҫук, тӑванӑм, — терӗ малалла Шубин, — эсӗ ӑслӑ философ, Мускав университечӗн виҫҫӗмӗш кандидачӗ, санпа тавлашма хӑрушӑ, уйрӑмах мана, вӗренсе пӗтереймен студента, анчах эпӗ сана акӑ мӗн калам: хамӑн искусствӑсӑр пуҫне эпӗ илеме хӗрарӑмсенче… хӗрсенче кӑна юрататӑп, ӑна та нумайранпа мар…

 — Нет, брат, — продолжал Шубин, — ты умница, философ, третий кандидат Московского университета, с тобой спорить страшно, особенно мне, недоучившемуся студенту; но я тебе вот что скажу: кроме своего искусства, я люблю красоту только в женщинах… в девушках, да и то с некоторых пор…

I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Калӑр-ха, нивушлӗ европеецсен цивилизацине халиччен те ҫав юрӑхсӑр йӑлана пӗтереймен вара?

Скажите, неужели европейской цивилизации не удалось до сих пор побороть этот отвратительный обычай?

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

1824 ҫулта Дюперей, «Раковина» суднон командирӗ, Утравсен бухтинче вунпилӗк кун пурӑнса ирттернӗ те, туземецсем хӑйсене мӗнле тытни ҫинчен ниепле те мухтаса пӗтереймен.

В 1824 году Дюперей, командир судна «Раковина», провёл пятнадцать дней в бухте Островов и не мог нахвалиться поведением туземцев.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Унпа юнашар качалка ҫинче унӑн ҫӑмламас алшӑллийӗ тата Фурмановӑн вуласа пӗтереймен «Мятеж» повеҫӗ выртаҫҫӗ.

Мохнатое полотенце и недочитанный «Мятеж» Фурманова лежали на соседней качалке.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Корчагин ҫак кунсенче пикенсех ӗҫлет, вӑл округри комсомол пленумне пухса ирттерет, отпуска пӗр шухӑшсӑр тухса каяс тесе, вӑйне шеллемесӗрех, туса пӗтереймен ӗҫсене вӗҫлеме тӑрӑшать.

Корчагин нажимал в эти дни на работу, провел пленум окружного комсомола и, не жалея сил, подгонял концы, чтобы уехать спокойным.

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Унта пӗр рояль ларать, ӑна авалхипе хальхи партитурӑсемпе тултарнӑ, ҫавӑнтах туса пӗтереймен картинӑсемлӗ мольбертсем, мрамортан тунӑ статуйӑсемпе консальсем лараҫҫӗ; гобелен ҫыпӑҫтарнӑ стенасем ҫинче Фламандри маҫтӑрӗсен алли витӗр тухнӑ картинӑсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

Здесь стояли заваленный старинными и современными партитурами рояль, мольберты с недоконченными картинами, консоли с мраморными статуями; несколько картин, принадлежащих кисти фламандских мастеров, висело на стенах, обитых гобеленами.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Кунсӑр пуҫне, яхтӑна юсаса та пӗтереймен пулмалла.

Кроме того, яхта, вероятно, ещё стоит в ремонте.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Анчах, «гуанакӑн филейне» тутаннӑ-тутанманах пурте питне-куҫне кукӑртса пӑрахрӗҫ те, чӑмласа пӗтереймен татӑкӗсене часрах сурса пӑрахма васкарӗҫ.

Но, едва попробовав «филей гуанако», все скривили отчаянные рожи и поспешили выплюнуть недожёванные куски.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Тоня вуласа пӗтереймен романне аллине тытрӗ, веранда алӑкне уҫса, пусма тӑрӑх сада анчӗ, сӑрлӑ калинкке хапхана тӗртсе уҫрӗ, унтан станцири водокачка патӗнчи пӗве еннелле майӗпен утрӗ.

Тоня взяла недочитанный роман, открыла дверь на веранду, спустилась по лестнице в сад, толкнула маленькую крашеную калиточку и медленно пошла к станционному пруду у водокачки.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Унта шыв ямалли саппас канава алтса та пӗтереймен, хытарса ҫирӗплетес ӗҫе вӗсем пуҫӑнман та.

Там ещё не закончили рыть запасной водослив, а крепить совсем ещё не начинали.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Ас ту, Ольгӑна ан вӑрат эс, тесе, Тимура пӳрнипе юнаса илчӗ те, ҫырса пӗтереймен ҫырӑвне сӗтел сунтӑхне чиксе, чӗрне вӗҫҫӗн утса пӳлӗмрен тухрӗ.

Она только погрозила ему пальцем, чтобы он не разбудил Ольгу, сунула недоконченное письмо в ящик и на цыпочках вышла из комнаты.

Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.

Кукка эпӗ пуҫтарса йӗркеленӗ хваттере пӑхса ҫаврӑнчӗ, ӗҫе васкавлӑн тунӑшӑн мухтарӗ, унтан унӑн куҫӗсем эпӗ Валентина патне ҫырма тытӑннӑ, анчах ҫырса пӗтереймен ҫыру ҫине тӑрӑнчӗҫ.

Дядя оглядел прибранную квартиру, похвалил за расторопность, и тут взор его упал на мое неоконченное письмо к Валентине.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Ӗнер курса пӗтереймен интереслӗ тӗлӗкӗн малаллахине курма хатӗрленсе, Димка улӑм ӑшне шаларах чакаланса кӗрсе выртрӗ.

Димка зарывается глубже в солому, приготавливаясь видеть продолжение интересного, но не досмотренного вчера сна.

1 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.

Питӗ ырӑ сӑн-питлӗ кӳршӗ десятинине икшер тенкӗпе вырса пама кӗрӗшнӗ те — намӑссӑрла улталанӑ; хӑйӗн хӗрарӑмӗсем нихӑҫан илтменле хаклӑ ыйтнӑ, ҫав хушӑрах тырӑ тӑкӑнса ларнӑ, унтах утӑ та ҫулса пӗтереймен.

Соседний однодворец, с самым благообразным лицом, порядился доставить жнецов по два рубля с десятины и надул самым бессовестным образом; свои бабы заламывали цены неслыханные, а хлеб между тем осыпался, а тут с косьбой не совладели.

XXII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Ӑна туса пӗтереймен пек туйӑнать, анчах лайӑх ӳкерни пӗрре пӑхсах паллӑ.

Портрет, казалось, был не кончен; но сила кисти была разительна.

Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

Пӗтереймен… курайманлӑха… хампа пӗрле илсе каяс килмест…

Не хочу унести с собой… ненависть… неистраченную…

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Вӑл ҫапӑҫӑва васканӑ пулас, калас тенине те каласа пӗтереймен.

Видимо, он спешил в бой и не успел дописать его.

Мӑн асатте пехилӗ // Николай Ишентей. Николай Ишентей. Ырӑ ӗҫсен команди. Дмитрий Суслин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 30,32,34 с.

Художник темле карикатура ӳкерет, редакторӗ вара, куҫхаршине антаркаласа, ручка вӗҫне кӑшласа ларать: умӗнче тетрадь хучӗ выртать, сӑввине ҫырса пӗтереймен.

Художник рисовал карикатуру, а редактор, хмуря брови, грыз кончик ручки: перед ним лежал тетрадочный листок с недописанными стихами.

«Крокодил ҫури» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 85–100 с.

Вӑл каласа пӗтереймен, ашшӗ хӑрушла хытӑ тапнипе стена ҫумне кайса кӗрӗслетнӗ, курпунӗпе сак ҫине ӳкнӗ, вӑйсӑррӑн йынӑшса янӑ, урисем шӑтӑртатса кӑшт авӑннӑ та, тӑнне ҫухатса, урайне тӗшӗрӗлсе аннӑ.

Она не договорила — страшный удар отбросил ее к стене, она упала горбом на лавку, слабо вскрикнула, ноги ее подогнулись, словно хрустнули, и она беспамятно свалилась на пол.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней