Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чун-чӗре пӗр хама ҫеҫ паллӑ музыкӑпа тулса ларать те, эпӗ вӑрмансен, хирсен, пӗлӗтсен илемлӗхне сӑнатӑп, хам ҫапла шухӑшласа илетӗп:
Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.
Хӗвел ниепле те ушкӑн-ушкӑн хура-хӑмӑр пӗлӗтсен тыткӑнӗнчен тасалсах пӗтеймест.
Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫак хушӑра ҫанталӑк лайӑхланчӗ; ҫил авӑклӑхне ҫухатрӗ, нӳрлӗх сӗвӗрӗлчӗ, хӗвел ҫути ҫирӗпленчӗ; вӑл пӗлӗтсен хушшинчен ялкӑшса ӑнтӑлаймасть пулин те — сӗмӗ самаях ӑшӑнчӗ.
XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Пӗлӗтсен аял хутланчӑкӗсем пуш хире мӗлкелетеҫҫӗ, ишӗлсе анассипе сехӗрлентереҫҫӗ.Низкие складки туч, осеняя пустыню, казалось, угрожали обвалом.
VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Чӗрӗ пек черчен шап-шурӑлӑх, ҫав тери ӑшӑскер, ӳтӗн чӗрӗ ҫепӗҫлӗхӗ евӗр туйӑнать, ирхи пӗлӗтсен тӗлӗнмелле ҫыпӑҫулӑх-килӗшӳлӗхӗнче хутӑшса хитреленнӗ сӑррисене сапалать.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ҫав кун Давенант чӳрече патӗнчен хӑпмасӑр чӗлӗм туртрӗ, вентиляторӑн тимӗр калпакӗн чалӑшӗнче телеграф провочӗсем касса уйӑракан пӗлӗтсен сийӗсене сӑнать…
XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Эсир ман валли мӗн шухӑшласа хутӑр? — ыйтрӗ Давенант хӑйне Футрозӑн ҫирӗп те ӑшӑ сӑмахӗсем вӗҫтерсе хӑпартнӑ пӗлӗтсен тӳпемӗнчен.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Пӗлӗтсен хумлӑ-хумлӑ, ҫӳллӗ-ҫӳллӗ хӳмисем вӑрман ҫийӗн чӗвен тӑрса ишеҫҫӗ, вӑхӑт-вӑхӑтӑн тӗтре тӗркемӗсене ҫӗрелле ывӑтаҫҫӗ, хайхискерсем тӗмсенчен ҫакланса пӑравус трубин тӗтӗмӗн капламӗсем пек куҫаҫҫӗ.
Шурӑ шар // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 136–139 с.
Ыттисем пӗлӗтсен асамлӑ тӗлӗнтермӗшӗсемпе киленни, эсӗ вара пуҫупа шыв тӗпне тӑрӑнни сана кӳлештерместех-и?И не разбирает тебя злоба, что другие видят волшебные чудеса облаков, а ты тыкаешься головой в дно?
Йӑр-йӑр // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 10–14 с.
Пӳрнисен нерв чӗтревне чарма хӑтланса Гнор аллисене хыттӑн чӑмӑртарӗ; тӳпе хӑвӑрт тӗттӗмленет; шывпа тӳпе пӗрлешнӗ тӗлпе океан пӗлӗтсен хӗрлӗ тӗсӗпе капӑрланнӑ, сасартӑк килсе хупланӑ тӗтрере чӳхенсе ҫаврӑнать.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Аллисене тӳпенелле ҫӗкленӗ хура хӗрарӑмсен вӗҫсӗр-хӗрсӗр ушкӑнӗсем ҫӳлелле ӑнтӑлаҫҫӗ; вӗсен сиксе вӗрекен купаланчӑкӗ тӳперен перӗннӗ; тӳперен, пӗлӗтсен ҫутӑ хӗрлӗ хушӑкӗсем витӗр, янкӑр таса арпашу-пӑтрашуран ҫарамас, кӗрен тата шурӑ хӗрарӑмсем татти-сыпписӗр ӳкеҫҫӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Ылтӑн шалкам ҫумӑрпа касӑлса пайланнӑн — тӗтре кӗҫех шурӑ мӗлке кӗтӗвӗсене сапаланса сарӑлчӗ, йӑлтӑркка пӗлӗтсен хӑпартланӑвӗнче океан хӗвелӗ уҫӑлчӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.
Вӗсен умӗнче сирӗн чечеклӗхӗрсем — хӗвел аннӑ чухнехи пӗлӗтсен айӗнчи пахча йӑранӗсем евӗр кӑна.Перед ними ваши цветники — вроде огородной гряды перед облаками на закате.
«Тӑватӑ ҫил» штурманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 117–123 с.
Ҫынсен ӗҫӗ ҫине пӗр икӗ минут хушши пӑхса тӑнӑ хыҫҫӑн, хӗвел ҫутти пӗлӗтсен йывӑр хулӑмӑшне текех хирӗҫсе тӑраймарӗ те, вӗсен ӑшне ача тинӗсӗ путнӑ пекех путрӗ, ҫумӑр витререн чашлаттарнӑ пек ҫума тытӑнчӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Пурпӗрех, хӑпартланса пулин те, ҫапла калас килет: Нинӑн чарӑларах пӑхакан куҫӗсенче тӳпере чулакан пӗлӗтсен мӗлкисем те, атакӑна вирхӗнсе умӗн таптаса сӳнтереймен кӑвайт ҫутисем те, атакӑн вӗҫӗ-хӗррисӗр картини те (хӗҫсен уйӑх ҫутинчи ялтӑравӗ, вӑрҫӑ вут-ҫулӑмӗ!) ҫиҫӗм пек шуса иртнӗн туйӑнать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Хӗвел пӑртаклӑха пӗлӗтсен хушшинчен тухать те каллех ҫухалать.
XXVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Тӳпери пӗлӗтсен юхӑмӗнче темӗнле имшерлӗх тата хуйхануллӑ шиклӗх пулнӑ…
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Аванах куратӑп — фронт линийӗнчен инҫех те мар пӗлӗтсен айӗпе вӑтӑра яхӑн «фокке-вульф» вӗҫсе килет.
15. Улттӑн вӑтӑра хирӗҫ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Сигаретӑпа сигара тӗтӗмӗ тулнӑ машинӑран аннӑ американец уҫӑ ҫӗрте тулли кӑкӑрӑн сывлать: унӑн мухмӑр иртмен-ха, ют ҫӗршыври каҫхи юханшывӑн, ют ҫырансен тата вулкан сирпӗнсе тухнӑ чухнехи евӗрлӗ пӗлӗтсен сулхӑн сывлӑшӗ ӑна кӑмӑллӑ пулчӗ.
Хаваслӑ шӳт // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Ҫумӑр умӗнхи тӗксӗм пӗлӗтсен салхуллӑ сӑнӗ те ҫав ҫынсен пит-куҫӗсем ҫинчен ҫуталса тӑракан хаваслӑха чакараймасть.
I сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.