Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӗлтермелле (тĕпĕ: пӗлтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл Леноре фрауна ытамласа илсе чуптурӗ, Джеммӑна хӑйӗн хыҫҫӑн унӑн пӳлӗмне пӗр минутлӑха кӗме ыйтрӗ, мӗншӗн тесен ун ӑна темскер питӗ кирли пӗлтермелле

Он обнял и поцеловал фрау Леноре, а Джемму попросил пойти с ним в ее комнату — на минутку, так как ему нужно сообщить ей что-то очень важное.

XXXII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Сирӗн пире хӑвӑр кам иккенне пӗлтермелле, сирӗн пирӗнпе пӗрле хавасланмалла…

Вы должны сказать нам, кто вы, вы должны порадоваться вместе с нами…

III // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

— Анчах Мери Джейн нумайлӑха кайманнине, ман шутпа, Гарви тетене пурпӗр пӗлтермелле, унсӑрӑн вӑл кулянма пултарать.

— Только все-таки, по-моему, надо сказать дяде Гарви, что она уехала ненадолго, а то он будет беспокоиться.

Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

— Тен, ҫапах та кӳршӗсенчен кама та пулин пӗлтермелле.

— А все-таки, может, сказать кому-нибудь из соседей?

Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Тупа ҫапла тума хушать: хурах ушкӑнӗнчи ачасен пурин те пӗр шухӑшлӑ пулмалла, унӑн вӑрттӑнлӑхӗсене никама та пӗлтермелле мар; енчен пӗр-пӗр ҫын пирӗн шайкӑри ачана кӳрентерсен, ҫав ҫынна тата унӑн мӗнпур тӑванӗсене вӗлерсе пӗтерме шайкӑри пӗр-пӗр ачана хушатпӑр, вӑл вара лешсене пурне те вӗлерсе пӗтерсе, вӗсен кӑкӑрӗсем ҫине хӗрес — хамӑрӑн шайка паллине — касса кӑлармасӑр апат ҫиме те, ҫывӑрма та пултараймасть.

Она призывала всех мальчиков дружно стоять за шайку и никому не выдавать ее тайн; а если кто-нибудь обидит мальчика из нашей шайки, то тот, кому велят убить обидчика и всех его родных, должен не есть и не спать, пока не убьет их всех и не вырежет у них на груди крест — знак нашей шайки.

Иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Эсир мана ан ҫиленӗр; эпӗ сирӗн патра пӗчӗкренех ӗҫре пулнипе, сире чӗререн парӑнса пурӑннипе ҫеҫ манӑн сире каласа пӗлтермелле

Вы не извольте на меня прогневаться; только я, будучи у вашей милости на службе с малых лет, из рабского, значит, усердия должо́н вашей милости донести…

XXIX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Тата тепӗр ӗҫ тумалла пулчӗ: мӗн пулни ҫинчен влаҫсене пӗлтермелле.

Оставалось выполнить только, одну формальность: сообщить властям о происшедшем.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Англин адмиралтействине пирӗн халех «Дункан» ҫинчен пӗлтермелле.

— Мы должны немедленно уведомить английское адмиралтейство о судьбе «Дункана».

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Хушнине пурнӑҫа кӗртни ҫинчен дивизи начальникне пӗлтермелле.

Исполнение донести начальнику дивизии.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Сережа, тӑхта-ха ӗнтӗ, — чарма тӑрӑшрӗ савнине хӗр, — ман сана пӗр хыпар пӗлтермелле.

Помоги переводом

Тӗпсӗр ҫырмари чун // Валентина Элиме. Килти архив

— Тен пиччене шӑнкӑравласа пӗлтермелле, — ыйтать Ҫинук.

Помоги переводом

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Хӑв пирки тата ҫемье ҫинчен Интернетра нимӗн те пӗлтермелле мар, палламан ҫынсемпе ҫыру ҫӳретмелле мар.

Не стоит размещать в Интернете никаких сведений о себе и о своей семье, сообщать их незнакомым людям и переписываться с ними.

Настьӑн кӑсӑкланӑвӗсем // Ара Мишши. Ара Мишши. Пӗрремӗш утӑмсем: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 38 с. — 24,26,28 с.

Ҫакӑнта пӗлтермелле: Мускав, телефон Г 0-48-64».

Сообщить: Москва, телефон Г 0-48-64».

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Вӑл статуйӑсем Пӗчченлӗхе, Шӑплӑха, Шухӑшлӑха, Салхуллӑха, Вӑтанчӑклӑха тата Туйӑмлӑха пӗлтермелле пулнӑ.

Эти статуи долженствовали изображать собою: Уединение, Молчание, Размышление, Меланхолию, Стыдливость и Чувствительность.

XXVI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Ҫакна пӗлтермелле: Ковалев питӗ кӳренекен ҫын.

Нужно заметить, что Ковалев был чрезвычайно обидчивый человек.

II // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 51–74 с.

Маларах пӗлтермелле пулнӑ, тахҫанах пурте кӗрӗкпе ҫӳренӗ пулӑттӑрччӗ.

Раньше надо бы дать знак, давно бы в полушубках все были.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Партин округри комитечӗн бюровӗн канашлӑвӗнче ҫапла йышӑннӑ: окрвоенком приказӗпе Фомина ҫарсен командующийӗ урӑх вырӑна куҫарма Новочеркасска чӗнсе илни ҫинчен пӗлтермелле, эскадрона ун помощникне Овчинникова парса хӑварма хушмалла; ҫав кунах эскадрона, Казанскинче банда тустарса ҫӳрет тесе, унта кӑларса ямалла, ҫавӑн хыҫҫӑн вара, ҫӗрле, каварҫӑсене тытса арестлемелле.

На совещании бюро окружного комитета партии было решено: известить Фомина приказом окрвоенкомата, что он отзывается в Новочеркасск в распоряжение командующего войсками, предложить ему передать командование эскадроном своему помощнику Овчинникову; в тот же день эскадрон выслать в Казанскую под предлогом появления там банды и после этого ночью произвести арест заговорщиков.

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пӗлтермелле, — салхуллӑн каласа хучӗ «нервӑсӑр ҫын».

Заявить, — упавшим голосом ответил «человек без нервов».

«Нервӑсӑр ҫын» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 59–68 с.

— Апла эсӗ мана авӑ мӗншӗн чӗнтернӗ — манӑн сана: эпӗ санӑн шанчӑклӑ ҫынну, тесе татах тепӗр хут пӗлтермелле иккен? — ыйтрӗ Черкашина ура ҫине тӑрса, пирусне тарӑхуллӑн ӗмсе илсе.

— Так, значит, ты меня позвал, чтобы я лишний раз тебе, в верности поклялась? — нервно затягиваясь папиросой, спросила Черкашина и поднялась.

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Приказ ҫапла: пур кирлӗ сведенисене те пухса Горбушӑри полицай урлӑ пӗлтермелле, хӑвӑн вара — кунта юлмалла.

— Приказ такой: собрать все сведения, передать через полицая в Горбушке, а самому оставаться в отряде.

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней